Чăваш литературине упраса хăварас тата малалла аталантарас тĕлĕшпе Чăваш Республикинчи Профессиллĕ писательсен союзĕ чылай тăрăшать, тăтăшах тĕлпулусем, литература уявĕсем тата ытти мероприяти йĕркелет. Авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнче вăл çамрăк авторсене Наци библиотекине йыхравлать. Унта хальхи вăхăтри паллă çыравçăсемпе çамрăк çыравçăсен тĕлпулу-семинарĕ иртĕ. Сăмах ăстисен уявне Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствипе, Чăваш Республикин Наци библиотекипе пĕрле йĕркелеççĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – пултаруллă çамрăк çыравçăсене тăван литературăна малалла аталантарма хавхалантарасси тата пулăшасси.
Тĕлпулăва паллă çыравçăсем хутшăнаççĕ, вĕсен шутĕнче Анатолий Кибече, Юрий Сементере, Улькка Эльмене тата ыттисене те палăртмалла. Ку е вăл жанрпа çырнă чух мĕне шута илмеллине, мĕнлерех хайлавпа вулакана интереслентермеллине тата ытти вăрттăнлăха уçса парĕç вĕсем, уява килнĕ авторсен ыйтăвĕсене те хуравлĕç. Мастер-классене тĕрлĕ ушкăнсенче ирттерме палăртнă: «Чăваш прози», «Чăваш поэзийĕ», «Чăваш драматургийĕ» тата «Вырăсла çыракансен ушкăнĕ».
Пур çамрăка та литература уявне йыхравлатпăр. Вăл Шупашкар хулинчи Ленин проспектĕнчи 15-мĕш çуртра, Чăваш Республикин Наци бибилиотекинче иртĕ. Мероприяти 13 сехетре пуçланать.
Ольга ВАСИЛЬЕВА,
Чăваш Республикин
Профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ.
Сентябрь 2026 |
