
Пирĕн районта Раççей кунне анлăн уявлаççĕ. Районти культурăпа кану учрежденийĕсенче, библиотекăсенче уявпа çыхăннă мероприятисем пуçланнă та ĕнтĕ. Вĕсене июнĕн 10 – 14-мĕшĕсем валли палăртнă. Уяв мероприятийĕсен шутĕнче – çавра сĕтелсем, кану каçĕсем, концертсем, викторинăсем, выставкăсем, тĕл пулусем, конкурссем т. ыт. те.
Уяв кунĕнче – июнĕн 12-мĕшĕнче – ирхине «Сывлăх» спорт шкулĕ умĕнчи тÿремре «Çăлтăрпа пĕрле» ирхи зарядка иртет. Мероприятие 9 сехет çурăра йĕркелеме палăртнă.
Çав кунах çул çитнĕ çамрăксене савăнăçлă лару-тăрура Раççей Федерацийĕн гражданинĕн паспорчĕсене парассине йĕркелеме пăхса хунă. «Сывлăх» умĕнчи сцена çинче патриотика тематикипе сăвă-юрă янăрĕ. Ачасен асфальт çинчи ÿкерчĕксен конкурсĕ те массăллă та интереслĕ иртмелле.
Шкул ачисем хутшăннипе йеркелекен мероприятисем уява халалланă флешмоб ирттернипе вĕçленĕç.
В. Шапошников.
Сентябрь 2026 |
