Муркашсем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Çырăвне сÿтсе яваççĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 23.01.2019, 15:22 Просмотров: 337

Семенов-3

 

В. СЕМЕНОВ, депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ - Е. Андреев яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи:

- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне тата халăхăмăр умне тухнă çулленхи Çырăвĕнче кăçал та ял хуçалăхĕн аталанăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Кунпа пĕрлех ялта пурăнакан хăйĕн тăрăшулăхĕпе республикăн пĕтĕмĕшле ĕç кăтартăвне витĕм кÿнине те уççăн палăртрĕ. Ума лартнă пĕрлехи тĕллевсем пурнăçланасси мана иккĕлентермест.

Çырура каланă пек, яла юлакан çамрăксене пÿрт-çурт çавăрма çĕрпе тивĕçтересси, хваттерсемпе пурăнмалли çуртсем туянма çăмăллатнă йĕркепе ипотека кредичĕ парасси, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем е килти фермăсем йĕркелеме пулăшасси, килти хушма хуçалăха аталантарма тĕкĕ парасси, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене çĕнĕ техникăпа тивĕçтересси тата çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртме пулăшасси унчченхи çулхисенчен те ÿсесси пирки пĕлтерни ял хуçалăхĕнче ĕçлекеншĕн ырă шанăç пулса тăрать.

Патшалăх паракан пулăшу яла юлакан çамрăксене агропромышленность комплексĕнче пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсене аталантарас çул çине тăма тĕкĕ пулса тăрать. Пĕчĕк калăпăшлă хуçалăх йĕркеленĕ çынсем миллионшар тенкĕ çăмăллатнă кредит илсе хăйсен хушма хуçалăхĕсене аталантарма усă курĕç. Çакăн пек хастарлăх чăннипех кăмăла çĕклет. Вăл паян чи пысăк хака тивĕç. Асăннă тĕслĕхсем ял халăхне ĕçпе тивĕçтерес, çынсем хăйсем тĕллĕн ĕç пуçарас, ял ĕçченĕн ĕмĕрсем хушши çирĕпленнĕ пурнăç йĕркине сыхласа хăварас тĕлĕшпе пĕлтерĕшлĕ пулса тăраççĕ.

Юлашки çулсенче ял хуçалăх тытăмĕнче пĕтĕмпе çĕнĕ йышши вуншар проект хута кайрĕ. Вĕсен йышĕнче: ÿсен-тăран акса ÿстересси, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси, продукци тирпейлесси т. ыт. те. Çак проектсем ĕçлеме пуçлани чылай çĕрте производствăна та, ĕç укçине те палăрмаллах ÿстерчĕ, ĕçсене тĕнче шайĕнчи технологисен виçине çитерчĕ. Çавнашкал çĕнĕлĕхсем ял хуçалăх таварĕсем туса илекенсен психологине тата шухăшлавне çывăх малашлăхра тĕпрен улăштарĕç.

Маларах каланине хамăр хуçалăх ĕçĕ урлă пăхар-ха. Е. Андреев ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн усă курмалли çĕрсен лаптăкĕ пĕтĕмпе 1600 гектара яхăн. Вĕсем çулталăк тăршшĕпех пушă е çум курăкĕ айĕнче выртмаççĕ. Апла пулсан пирĕн хуçалăх ĕçченĕсем хăйсене шанса панă çĕрпе туллин усă кураççĕ. Çĕр ĕç культурине малта тытас тĕллевпе вĕсем çур акирен пуçласа хура кĕркуннечченех хирте. Ÿсĕмлĕ малашлăхпа тухăç никĕсĕ шăпах ĕç культуринчен пуçăннине кашни ĕçчен ăнланать. Юлашки вăхăтра эпир тырă-пулă туса илессипе çеç ĕçленĕрен çак тĕллевпе çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсех пыратпăр, çĕнĕ техника чылай туянатпăр. Çакăнта патшалăх пулăшăвĕ паллă вырăн йышăнать. Иртнĕ çул эпир патшалăх пулăшăвĕпе пĕр миллион та 141 пин тенкĕлĕх усă куртăмăр. Çак укçа-тенкĕ пире ял хуçалăх техники туянма, складсем тума тĕкĕ пулчĕ.

Умри тĕллевсем паллă. Вĕсене пурнăçа кĕртме пĕрле ĕçлесен çеç ÿсĕмсем пуласси иккĕлентермест. Çавăн чухне ял хуçалăх ĕçченĕн пурнăç условийĕ те тĕпрен лайăхланĕ. Çапла пĕтĕмлететĕп эпĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Патшалăх Канашне тата халăхăмăр умне тухнă кăçалхи Çырăвне.

 

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4