Раççейри медицина пĕрлешĕвĕсем çулсерен 3 миллион ытла ача аманса шар курнине палăртаççĕ. Çапла вара 18 тултарман кашни саккăрмĕш ача больницана аманнине пула пулăшу илме килет. Хĕллехи вăхăтра вара сусăрланнă ачасен шучĕ тата пĕрре виççĕмĕш пайĕ чухлĕ ÿсет. Хĕллехи вăхăтра ытларах мĕнле суранланаççĕ-ха, вăйăран вăкăр ан тухтар, урамран тĕрĕс-тĕкел, аманмасăр таврăнас тесен мĕн асра тытмалла, мĕнлерех сыхланмалла?
Çак ыйтусен хуравне тупас тĕллевпе паян хамăр эфира республикăри медицина профилактикипе сиплев физкультурин, спорт медицинин центрĕн тухтăрне Лариса Агеевана чĕнтĕмĕр.
- Хĕллехи вăйăсем савăнăç çеç кÿччĕр тесен мĕн тумалла-ха?
- Кашни ашшĕ-амăшех ачи вăхăта урамра интереслĕ те усăллă иртттертĕр тесе тăрăшать. Анчах час-часах уçă сывлăшра вылянă чух асăрануллă пулмаллине, хăйсене мĕнле тытмаллине вĕрентме пачах манса каяççĕ. Хĕллехи вăйăсем, конькипе, çунашкапа пăрлă ту çинчен ярăнни аманасси патне çеç мар, шăмăсене хуçасси е пуç мимине чĕтресси патне те илсе çитерме пултарать.
Чи малантах, ачана ту çинчен çунашкапа е ытти хатĕрсемпе (ледянкипе) пĕччен ярăнса анма ирĕк париччен çакна ăнлантарса памалла: чăнкă мар, яка, сиктермен тата йывăç тĕммисем ÿсмен вырăнтан çеç ярăнма юрать. Тăвайккинче сиктерекен вырăн пулни ача ÿксе суранланасси патне илсе çитерме пултарать, пысăк хăвăртлăхпа ярăнса пыракан ача çак вырăнта сиктернипе пĕршайлăх çухатас хăрушлăх пур, çавна май ун айĕнчи çунашка вĕçсе тухса кайма пултарать. Ярăнса аниччен çул пушă-и, малтан ярăнса аннă çын пăрăнса ĕлкĕрнĕ-и - çакна та йалтах тĕрĕслес, шута илес пулать. Ачана хăй ярăнса ансан тÿрех айккине пăрăнма вĕрентмелле, çакă ытти ярăнакансен çунисемпе аманасран сыхланма пулăшĕ. Ура е чĕркуççи çине тăрса, çурăмпа е пуçпа малалла, хырăм çине выртса ярăнма пачах юрамасть. Çакăн пек ярăнса анакан умра мĕн пулнине курмасть тата вăхăтра чарăнса ĕлкĕреймест, çакă вара йывăр сурансем патне илсе çитерме пултарать. Ту çине вара ыттисем ярăнакан çĕртен мар, уйрăм вырăнтан хăпармалла.
- Юлашки вăхăтра ту çинчен ярăнма нумайăшĕ сывлăш вĕрсе хăпартнă çунана, тюбинг текен хатĕре суйласа илет. Унпа ярăнма хăрушă мар –и?
- Ту çинчен сывлăш вĕрсе хăпартнă çунапа - тюбингпа (халăхра ăна «ватрушка» теççĕ) ярăнни хăрушсăр мар, суранласаннипе чи перремĕш вырăнта тăрать. Ăна тума машина урапин камерипе усă кураççĕ, çиелтен вара сивве чăтакан материалтан тунă чехол тăхăнтараççĕ. Ледянкăпа, снегокатпа е çунапа танлаштарсан вăл ту çинчен питĕ пысăк (сехетре 70-80 çухрăм) хăвăртлăхпа анма тата хăй йĕри-тавра çаврăнса кайма пултарать. Çакăн пек пысăк хăвăртлăхпа вĕçсе анаканскерне тормозĕ ĕçлеме пăрахнă машинăпа танлаштарма пулать, вăл нимле майпа та хăй тĕллĕн чарăнаймасть. Çавăнпа та «ватрушкăпа» 7 тултарман ачасен пачах та ярăнма юрамасть, 7-12 çулхисене те аслисен пăхса тăмалла.
- «Ватрушкăпа» ярăнмалли ятарлă йĕркесем те пур пуль-ха, вĕсене те аса илсе хăварар- ха.
- «Ватрушкăпа» ярăнма сĕвекрех, 20 градусран пысăк мар тăвайкки суйламалла. Ту вĕçĕнче чарăнмалли тÿрем пулмалла. Ярăнмалли вырăн машинăсем çÿрекен çул çине тухмалла мар.
Чи малтанах ярăнмалли çула тĕрĕслемелле. Унта йывăç тĕммисем, чул, хÿме е ытти чăрмавсем ан пулччăр. Тăвайккинчен аннă чухне ытти ярăнакансен çулĕ çине кĕрсе каймалла мар.
Ватрушкă çине пукан çине ларнă пек лармалла, унпа тÿрех иккĕн ярăнмалла мар. Тата темиçе ватрушкăна «пуйăс» пек пĕрле çыхса ярăнма юрамасть, кун пек чухне пĕри çаврăнса ÿксен ыттисемпе те çак пăтăрмах сиксе тухать.
Çул-йĕр хăрушсăрлăх ĕçченĕсем аслисене асăрхаттараççĕ: чи кирли, пĕрремĕш йĕрке: ачасене урамра пĕччен выляттармалла мар, анчах çакăн çинчен час-часах ашшĕ-амăшĕсем те, вĕрентекенсем те манаççĕ.
- Апла пулсан йĕлтерпе, конькипе ярăнма хăрушсăртарах пуль?
- Ачасене вĕсемпе те ярăнма вĕрентес пулать. Ÿкес мар тесен йĕлтĕрпе, коньки çинче тăма, урасене куçарма, тĕрĕс сывлама тата асăрханулăх йĕркисене пĕлмелле. Çак правилăсене тренер е вĕрентекенсем каласа пама пултараççĕ. Травматолог патне час-часах çакна пĕлмен ачасем лекеççĕ.
Йĕлтерпе конькие ача çулне пăхса туянмалла, çав вăхăтрах пуçа, чĕркуççие, чавсана амантасран сыхланмалли хатĕрсем пирки те манмалла мар.
- Ÿксе аманасси ярăннă – вылянă чух çеç мар, кулленхи пурнăçра ытти чух та тĕл пулать-ха , уйрăмах - хĕл кунĕсенче.
- Çапла. Аманасси патне час-часах хамăр асăханусăр пулни илсе çитерет. Тата хĕллехи кун час тĕттемленни, çулсене юртан, пăртан тасатманни те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать. Пăрлак çул çине ÿкни вара ыраттарнинчен пуçласа шăмăсене хуçни, пуç мимине чĕтреттерни патнех илсе çитерме пултарать.
- Пăрлак çул çинче ÿксе аманассинчен мĕнле сыхланма пулать-ха?
- Чи малтанах тĕрĕс пушмак суйласа илмелле. Вăл çирĕп пулмалла, шутармалла мар, пушмак тĕпĕ çемçе резинăран и термопластран пулсан аванрах. Хĕллехи кун çÿллĕ кĕлеллĕ пушмакпа çÿрени аманас хăрушлăха темиçе хут ÿстерет.
Пăрлак çул çинче утнă чух урасене çуллĕ çĕклесе утмалла мар, йĕлтĕрпе пынă пек, урасене шутарса пымалла, айлăм вырăнсене айккинчен иртсе кайма тăрăшмалла. Утнă чухне алăсене кĕсьере ан тытăр, енчен те ура шуса кайсан вĕсене кăларса ĕлкĕреймесен те пултаратăр.
Шуçлак пусма тăрăх хăпарса анни тата пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Çак вырăнсене май килнĕ таран пăрăнса çÿреме тăрăшăр. Анчах çакăн пек пусмаран анмах лекрĕ пулсан, картлашка çине урана тăрăхла пусмалла, çакă вара, енчен те шайлашу çухатсан, суранланас хăрушлăха чакарĕ.
Çул урлă каçнă чухне те питĕ тимлĕ пулмалла. Çула васкамасăр каçăр, васкаса чупса каçсан шуçса ÿкес хăрушлăх пур. Хĕллехи кун машина тормоз тытнă хыççăн тÿрех чарăнайманнине манса ан кайăр.
Автобусран е троллейбусран карлăкран тытса, васкамасăр тухăр.
Тата автобуса кая юлтăр пулсан, ăна хуса ситес тесе ан чупăр, урапа айне лекес хăрушлăх пур.
- Ÿксе суранланасран сыхланмалли меслетсене асăнса хăварар -ха.
Шуса ÿкесси кашни çынпах пулма пултарать - ха ĕнтĕ. Шуса ÿкнин хăрушлăхне чакарас тесен тĕрĕс ÿкме вĕренес пулать. Ура шуса кайсан çын çирĕп шайлашу тытас тесе алăсемпе, урасемпе сулкалашать, унтан вара вĕсем çине хăйĕн йывăрăшĕпе ÿкме пултарать. Çакă йывăр сурансем патне илсе пырать. Çавăнпа та ура шуса кайсанах чăмакаланма тăрăшмалла: урасене чĕркуççинче хуçлатмалла, алăсене хырăм çумне, янаха кăкăр çумнелле хĕстермелле. Хăяккăн ÿкни те шăмăсене хуçас хÿрушлăха чакарать, анчах та çак меслет çулланнă çынсене мая каймасть, весен пĕçĕ шăмми мăйĕнчен хуçăлма пултарать.
Çурăм çине ÿксен вара ĕнсе шăммипе е чавсапа çапăнма пулать. Çавăнпа та çурăм çине ÿкес пулсан янаха кăкăр патне хĕстермелле, алăсене айккинелле сармалла.
Енчен те ÿкнĕ хыççăн пуç çаврăнни, ыратни, кăмăл пăтранни, шăмă сыпписем шыçăнни е ыратни аптратма пуçларĕ пулсан тÿрех васкавлă пулăшу машинине чĕнĕр.
- Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарса килнĕ май пиротехника хатĕрĕсем пирки те аса илес килет.
Чăнах та, уяв вăхăтĕнче тĕрлĕ пиротехника хатĕрĕсемпе çынсем анлăн усă кураççĕ. Пурин те çак уявсене илемлĕ, асра юлмалла ирттерес килет. Çĕнĕ çул уявне кĕтсе çынсем, уйрăмах çамрăксем, пиротехника хатĕрĕсене маларах илсе хураççĕ. Пиротехника хатĕрĕсене халĕ кашни утăмрах тата кашни çынах туянма пултарать, çав шутра, шел пулин те, ачасем те. Çавна пула çĕнĕ çул каçĕ петардăсене, фейерверка, салютсене пула аманнă çынсен шучĕ темиçе хут ÿсет. Ыттисенчен ытларах эрех ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ çынсем тата ачасем суранланаççĕ.
Паянхи кун сутакан пиротехника хатĕрĕсенчен чи пысăк хăрушлăх кÿрекенни - 20 метра çити сирпĕнекен салютсем. Вĕсемпе усă курнă чух хăрушсăрлăх техникине пăхăнмасан пушар тухас хăрушлăх питĕ пысăк. Пиротехника хатĕрĕсем çуннă вăхăтра тепература 3000 градуса çити хăпарса кайма пултарать. Бенгали çурти вара 1000 градуспа çунать, унăн вут-хĕмĕ пĕр метăра яхăн сирпĕнет.
Тата çакна асăрхаттарас килет: салют çывăхĕнче тăрсан контузи пулас е хăлха çурхахĕ çурăлса каяс хăрушлăх та пысăк.
-Час - часах ачасем урамра петарда сирпĕтнине курма пулать. Вĕсем петарда чĕртсе пĕр–пĕрин ури айне пăрахнине курма тивет. Çакă вара хăрушă мар-и?
Петарда - хутран тунă гильза, ун ăшĕнче вара сирпĕнмелли хутăш. Тивертсе ярсан вăл питĕ хытă çунса каять те хут хуппине саспа çурса ярать. Пиротехника хатĕрĕсене 16 çула çитмен ачасене сутма юрамасть пулин те уяв кунĕсенче сутуçăсем çак йĕркесене пăхăнмаççĕ, хăйсен аллинче хăрушлăх кăларса тăратакан, аркатакан пысăк вăй пулнине час - часах манаççĕ.
Час-часах ачасем çак петардăсене юлташĕсен, иртсе çÿрекенсен ури айне кăна мар, чĕрчунсем çине те ывăтаççĕ. Тепĕр чух çакăн пек вăйăсем пысăк инкек патне илсе çитереççĕ. Травматологи уйрăмне нумай ача алă шăнăрĕ татăлнипе, кĕлетке, пит, аллисем пиçнипе лекеççĕ. Шел пулин те, çак сурансем часах тÿрленмеççĕ, хăш чухне темиçе хут операци те тума тивет.
- Пиротехника хатĕрĕсене туяннă, вĕсемпе усă курнă чух уйрăмах мĕн асра тытмалла?
Инкеке лекес мар тесен çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла.
Петардăсемпе фейерверксене пиротехника сутма ирĕк пур, лицензи илнĕ лавккасенче кăна туянмалла. Туяннă чухне вĕсене хăçан хатĕрленине тата вĕсемпе хăçанччен усă курма юранине яланах сăнаса пăхмалла, упаковкине йĕри - тавра тĕплĕн тĕрĕслемелле, вăл нÿрĕ тата уçă пулмалла мар.
Пиротехника хатĕрĕсен инструкцине тĕплĕн вуламалла, унта çырса кăтартнă пек кăна усă курмалла. Петардăсене кĕсьере илсе çÿремелле мар. Вĕсене алăра, пурăнакан çуртсенче, хупă пÿлĕмсенче, балкон çинче чĕртме, тивертме юрамасть, çакă пушар кăларма пултарать. Çакăн çинчен пурте пĕлеççĕ, анчах темшĕн инкек шучĕ ÿссех пырать.
Тата çакна асра тытмалла, пиротехника хатĕрĕсем ачасен аллине лекмелле мар. Ашшĕ-амăшĕн вĕсене çак хăрушă вăйăсем мĕнле инкек кăтартма пултарассине асăрхаттарсах тăмалла.
- Енчен те пиротехника хатĕрĕсемпе çын суранланчĕ пулсан, мĕнле пулăшу памалла?
Енчен те çакăн пек пăтăрмах сиксе тухрĕ пулсан, тÿрех васкавлă пулăшу ушкăнне чĕнни паха. Ытларах пиротехника хатĕрĕсемпе усă курнă чухне, çынсен ỹт пиçсе кайни тата куçа, пуçа амантни, ал лаппине ыраттарнипе пĕрлех пỹрнесене татса илнĕ тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Васкавлă пулăшу киличчен пиçнĕ вырăн тавра сивĕ хурсан аван, пиçсе кайнă ỹте, аманнă куçа, сурансене таса бинтпа хупламалла.
Юн юхма пуçласан, сурантан çỹлерех жгут хумалла. Хут татăкĕ çине жгут хăçан хунă тĕрĕс вăхăта çырмалла.
Çакăн пек те пулма пултарать, тĕслĕхрен, петардăна пула шар курнă çын хăйне япăх туять, анчах аманнă вырăнсем çук. Ку контузи пулма пултарать, аманнă çынна вырттарăр, анчах пăрахса ан хăварăр, вăл кĕтмен çĕртен хăсма тытăнма пултарать.
Сывлăхлă пулăр! Сĕнĕ çул уявĕсем савăнăç çеç илсе килччĕр.
Сентябрь 2026 |
