Ярославка ял тăрăхĕнче иртнĕ информаци кунĕнче вырăнти лару-тăрупа, ял çыннисен пурнăçĕпе, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе паллашасси тĕп вырăнта пулчĕ. Кунта килсе çитнĕ ĕç ушкăнне Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи Пенси фончĕн уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Ирина Коннова ертсе пычĕ. Тĕл пулусене хутшăннисемпе вăл тата районти «Сывлăх» спорт шкулĕн директорĕ Николай Куликов, РФ Пенси фончĕн уйрăмĕн районти пайĕн ертÿçи Ирина Гришина кун йĕркинчи ыйтусене тĕплĕн çутатса пачĕç.
Ял тăрăхĕнче ирттернĕ виçĕ тĕл пулăва та халăх йышлă пухăнни çынсем влаçпа уçă кăмăллă пулма тăрăшнине, нумай çĕрте пуçаруллăх кăтартнине, хăйсен шухăшне те шута илме кирлине палăртрĕç.
Нискассинче, Çĕнĕ Чемейре тата Чемейре ирттернĕ тĕл пулусенче ял çыннисем вырăнти пурнăçа хăтлăрах тăвассипе ытларах ĕçлеме кирлине, хăш-пĕр ыйтусемпе хăйсем те пуçаруллăрах пулма хирĕç пулманнине палăртрĕç. Çавăн пекех пенси тытăмĕнчи улшăнусем пирки те ыйту нумай пулнинчен тĕлĕнмелли пулмарĕ. Йăлари каяша пухассипе тухса тăнă ыйту вара пурне те çивĕч калаçтарчĕ.
- Çÿп-çап пуçтарма ялта контейнерсем лартса паман, анчах йăлари каяша турттарса тухнă тесе квитанцисем килсе выртрĕç. Тĕрĕс-и çакă; - ыйтрĕ пĕр арçын.
- Ялта пурăнакан пĕччен карчăкăн хĕле пушшех те мĕн каяшĕ пултăр; - хушша кĕчĕ тепĕр асанне.
- Çулла пирĕн йăлари каяшăн пĕр пайĕ тислĕке каять, тепри выльăх валли апат пĕçернĕ чух кăмакара çунать. Юлни вара кварталта та пĕр михĕ пухăнмасть, - хăйĕн кил-хуçалăхĕнчи лару-тăрăва çирĕплетрĕ вăтам çулсенчи хĕрарăм.
Вĕсен ыйтăвĕсене ытларах ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Шадрин хуравларĕ. «Ку ыйтупа районта та, республикăра та ĕçсем пыраççĕ. Вĕсем ял çыннисен пăшăрханăвĕсене илтессе шанас килет. Каяш турттарса кайнăшăн тÿленисене кайранхи тÿлевсемпе саплаштарĕç», - терĕ Сергей Юрьевич.
РФ ЧР Пенси фончĕн уйрăмĕн управляющийĕн çумĕ Ирина Коннова та ку ыйтусене хуравлассинчен катара юлмарĕ. «Ку ыйту сирĕн патăрта çеç мар. Çавăнпа та çывăх вăхăтрах тивĕçлĕ йышăну пуласса кĕтмелли çеç юлать», - терĕ вăл. Ирина Николаевнăпа Ирина Анатольевна кашни тĕл пулурах ял çыннисен пенси тытăмĕнчи улшăнусемпе çыхăннă ыйтăвĕсем çине тулли хуравсем пачĕç.
И. Коннова ытларах 2019 çултан тытăнса ял пенсионерĕсен пенси виçи ÿсни пирки ăнлантарчĕ, хăйĕн сăмахĕсене тĕрлĕрен тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.
- Ялта пурăнакан пенсионерсен пенси виçи ÿсесси çакăн пек условисенче килет: малтанах обязательнăй йĕркепе ялта пурăнмалла, вăл е ку пенсионерăн ÿсен-тăран, выльăх-чĕрлĕх е пулă продукцийĕ туса илнĕ çĕрте 30 çултан кая мар ĕçлемелле, ватлăхпа е инвалида тухнипе ĕçлемен пенсионер пулмалла. Çак йĕркене пăхăнакансене çитес çултан тытăнса страхланă пенесин çирĕплетнĕ тÿлевĕн 25 проценчĕ чухлĕ хушса тÿлеме тытăнаççĕ. Ку вăл паянхи куна 1333 тенкĕ те 55 пуспа танлашать. Ăна ятарлăпрофесси списокĕпе тивĕçекенсем районта 1396 пенсионер. Списокра 500 ытла професси. Вăл йыша ÿстерессипе те ĕçсем малалла пыраççĕ, - терĕ Ирина Николаевна. Кунпа пĕрлех вăл пенсисене çитес çултан индексацилесси пирки те кашни тĕл пулурах тĕплĕн ăнлантарчĕ.
Ялсенче пурăнакансемпе тĕл пулсан, вĕсем пуçарулăх бюджечĕсемпе çулсем тăвассипе, яла шыв кĕртессипе тăрăшнине ялта пурăнакансем паянхи кунпа пурăнманни пирки калать.
Пĕрлехи информаци кунĕнче Ярославкăри Культура çуртне юсассипе анлă ĕçсем пынипе те паллашрăмăр. Ял тăрăхĕ тата кунта пурăнакансем хăйсене патшалăх енчен пулăшу витĕмлĕ пулнипе ăнăçлă усă курни вырăнти культурăна çĕнĕ шая çĕклеме пуçлани курăнать. Ял çыннисем çакна ăнланни ырă шанăç парать.
Ума лартнă тĕллевсем пурнăçа кĕрсе пырсен ялăн малашлăхĕ уçăмлă пулĕччĕ. Çакна валли тирпейлĕх те, ĕç çине хуçалла пăхни те пĕр алăра пулмалла.
А. БЕЛОВ.
Сентябрь 2026 |
