Информаци кунĕ Шетмĕпуç ял тăрăхĕнче

Категория: Главные новости Опубликовано: 20.12.2018, 08:52 Просмотров: 429

 Пĕрлехи информаци кунне хутшăнакан пĕр ушкăн Шетмĕпуç ял тăрăхне çитсе килчĕ. Тĕл пулăва хутшăннисене йăлри хытă каяша турттарса тухассин тарифĕ пăшăрхантарчĕ. Контейнерсене ăçта тата миçе вырнаçтарассине маларах калаçса татăлнă ĕнтĕ. Тĕслĕхрен, автанкассисене виçĕ вырăна лартни тивĕçтерет. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Николай Александров контейнер вырăнĕсене тĕплĕн шухăшласа палăртма сĕнчĕ, пĕр вырнаçтарса лартнă япалана пĕр килĕштермесен тепĕр вырăна кайса лартаймăн.

Район администрацийĕн финанс пайĕн ертÿçи Рената Ананьева каланă тăрăх, ку тĕлĕшпе татса паман ыйту чылай. Хальлĕхе куçăм тапхăрĕ пырать, ыйту чылай пулнăран ял çынни кăларакан каяш нормативĕнче улшăну кĕртнĕ, кубла метр виçине пĕчĕклетнĕ май хак та чакĕ.

График тĕлĕшпе ыйту çук, тиев турттаракан автомашина графикпа килĕшÿллĕн çÿрет. Тĕл пулу пынă вăхăтра та вăл черетлĕ хут яла кĕрсе тухрĕ. Транспорт уйăхра икĕ хутчен килсе кайни пысăк машинăпа сывлăш турттарнипе тан пулнине палăртрĕç çынсем.

Тĕл пулăва ытларах тивĕçлĕ канăва тухнă çынсем пухăннă. Çавăнпа та кун йĕркинчи черетлĕ ыйту - ял пенсионерĕсен пенси ÿсĕмĕ пирки вĕсемшĕн уйрăмах кăсăклă пулчĕ, ыйту хыççăн ыйту тухрĕ. Ун çинче Рената Ананьева чарăнчĕ. Вăл палăртнă тăрăх, пенси ÿсмелли условисем çаксем: 30 çултан кая мар ял хуçалăхĕнче ĕçлени пулмалла (кантур таврашĕнчи специальноçсене шута илмеççĕ), ялта пурăнни ятарлă йĕрке шайĕнче тăрать, ватлăха пула е инвалида тухнипе ĕçлемен пенсионер пулмалла. Çапла вара асăннă сферăра 30 çултан кая мар ĕçлесе пенсие тухнă çынсен страхланă пенсин фиксированнăй тÿлевĕн 25 проценчĕ чухлĕ хушса тÿлеме тытăнаççĕ. Ватлăха пула пенсие тухнă ял пенсионерĕн пенсийĕ1333 тенкĕ те 55 пус чухлĕ хăпарать.

   Хăшĕ-пĕри палăртнă тăрăх, ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ, анчах та тĕрлĕ сăлтава пула ăна документпа çирĕплетме май çук. Ун йышшисене Рената Ананьева суд урлă çирĕплетес йĕрке вăйра тăнине палăртрĕ.    

Банк карттипе усă курса ултавлă ĕçĕ чылай пулса иртнине пĕлетпĕр пулин те, çав-çавах ултавçăсен серепине лекекенсем йышланнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта 3 пулнă пулсан, кăçалхи çак тапхăрта 11 пулма ĕлкĕрнĕ.

Район территорийĕнче пулнă фактсем сыхлăх пирки тепĕр хут аса илтерме тивĕç. Пĕр çын абонент номерĕпе усă курса килти чăхсем туянас ÿтĕмпе тепĕр çыннăн шанăçне кĕнĕ, çапла май хăйĕн кĕсйине 29 150 тенкĕлĕх хулăнлатнă. Тепĕр фактра паллă мар çын хăйне банк сотрудникĕ вырăнне хурса тепĕр çыннăн шанăçне кĕнĕ, 7 пин тенкĕ вăрланă. Кун пек фактсем татах та пур. Интернет сечĕ, мобильлĕ çыхăнупа усă курса преступлени тăвассине асăрхаттарас тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем пирки район хаçатĕнче сахал мар çыртăмăр.

Умра - уявсем, пушартан сыхланас тĕлĕшпе уйрăмах тимлĕх пулмалли тапхăр. Районта çак тапхăр тĕлне 37 хутчен вут-çулăм тухнă, 4 çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Çавăнпа сыхлăх пирки кашнин пĕлмелле тата ыттисене те асăрхаттарма манмалла мар. Çакă тата ытти ыйту пирки пулчĕ калаçу ял çыннисемпе.

Р. Илларионова.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4