Информаци кунĕнче Катастрофа медицин тата васкавлă медицина пулăшăвĕн республика центрĕн тĕп врачĕ Ольга Краузе тата Муркаш район администрацийĕн ĕçĕсене ертсе пыракан Александр Краснов Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пулчĕç. Мăн Хураçкари клубра, шкулта, Вомпăкассинчи клубра, Мăн Сĕнтĕрти больницăра пулса унти пÿлĕмре вырнаçнă васкавлă медицина пулăшăвĕн бригадисен ĕçченĕсемпе тĕл пулса калаçрĕç.
Информаци кунĕнчи хыпарсене итленĕ май ял çыннисем тĕрлĕ ыйту хускатрĕç. Малтанхи уйăхсенче çынсем пенси ыйтăвне ытларах хускатнă пулсан, халĕ йăлара пухăнакан каяша турттарса тухас ĕç нумайăшне канăç памасть.
Пĕрремĕшĕнчен, ял çыннисем нормативпа палăртнă тариф ял çыннишĕн ытла пысăккине калаççĕ, мĕншĕн тесен апат-çимĕç юлашкийĕсене çитерме ял çыннин выльăх пур, тислĕк купи те каяшăн пĕр пайне тÿлевсĕрех йышăнать, хут-картун таврашĕ вара мунча кăмакинче аван çунать. Ял çыннин нормативпа палăртнă чухлĕ каяш çук. Вомпăкассинче акă кунсăр пуçне, каяш тултармалли миххе те укçа парса илмелле тесе калакансем пулчĕç. Çитменнине, квитанци тăрăх тÿлеме банкра е почтăра комисси тытăнать. Пĕр сăмахпа калсан, «ылтăн каяш».
Александр Краснов хальхи вăхăтра ял çыннисене тÿлемелли тарифа пăхса тухас тапхăр пынине пĕлтерчĕ, çавăнпа та уççи-хуппи пулмаллах. Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Лаптев ял тăрăхĕнчен кашни уйăхра иккĕмĕш тата тăваттăмĕш кĕçнерникун каяш турттарса тухнине палăртрĕ. Çавăнпа та çак кунсем валли каяш пухнă михĕсене, хальлĕхе контейнерсем лартманнине пула, палăртнă вырăнсене пухассине йĕркеленĕ. Çынсем каланă тăрăх, иртнинче каяша Шуркассинчен тиесе кайман иккен.
Каяшпа çыхăннă тепĕр ыйту та тухса тăчĕ: çын тахçанах вилнĕ пулсан та, ăна тÿлев квитанцине ярса пани тĕл пулать-мĕн. Çавăн пекех - пĕр çын патне каяш турттарса тухнăшăн темиçе адреспа та тÿлев квитанцийĕ пыни. Вомпăкассинчи арçын акă: «Шупашкарта та, кунта та тÿлемелле. Ун пек пулмалла мар-çке», - тесе хăйĕн шухăшне палăртрĕ.
Ыйту çивĕччине ертÿçĕсем ăнланаççĕ. Çапах та каяш турттарса тухса тирпейлесси пĕр кăлтăксăр ĕçлекен система пулса тăриччен тĕрлĕ ыйту тухма пултарассине палăртрĕ Анатолий Лаптев. Çавăнпа та çитменлĕхсем пирки, вĕсене вăхăтра пăрахăçлас тесен, пĕлтерсе тăма ыйтрĕ. Районта «Экоцентр» представителĕ те кĕçех ĕçлеме тытăнмалла. Çавăнпа та пропискăра миçе çын ăçта пурăннине те тĕрслесе çыртарма пулать.
Мăн Хураçкара та, Вомпăкассинче те тепĕр çивĕч ыйту - ФАП ĕçлеменни. Ĕçĕ вара ФАП çуккинче мар, унта ĕçлекен çуккинче. Ольга Краузе пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра «Земство фельдшерĕ» программа та ĕçлет (ялти ФАПа ĕçлеме вырнаçакана 500 пин тенкĕ каялла тавăрса памалла мар пулăшу параççĕ), Шупашкарти медицина колледжĕ те 9 класран вĕренсе тухакансене фельдшер специальноçне бюджет мелĕпе ытларах вĕренме илме май туса панă. Апла çитес çулсенче фельдшерсен шучĕ те ÿсмелле. Çав вăхăтрах Олга Краузе тĕл пулăва пынисенчен вĕсен ачисем ăçта ĕçлесе пурăннипе те интерсленчĕ. Çук, ялта ĕçлес текен çамрăксем çук иккен, медицина ĕçченĕсен ĕç укçи япăх мар пулсан та. Вырăнтисем пĕлÿ илсе каялла таврăнманнинче вара аслисен «айăпĕ» те пур.
Тепĕр ыйту пулчĕ: Мари Эл Республикипе чикĕре вырнаçнă ялсенче пурăнакансем васкавлă медицина пулăшăвне чĕнме шăнкăравласан, вĕсен шăнкăравне чи малтанах кÿршĕсем йышăнаççĕ иккен. Çакăнта та йĕрке тума ыйтрĕç. Ольга Краузе çитменлĕхе пĕтерессипе çийĕнчех специалистсемпе çыхăнчĕ. Мăн Сĕнтĕрти больницăна çитсен линие республика шайĕнечен тест мелĕпе тĕрĕслеме тытăннине курма пулчĕ. Апла ку пăтăрмаха пĕтереççех.
Мăн Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакансене Ольга Краузе республикăра медицина пулăшăвне меллĕ те пахалăхлă тăвассипе чылай ĕç пурнăланипе кĕскен паллаштарчĕ. Александр Краснов вара ял çыннисене пушар хăрушсăрлăхĕ пирки тепĕр хут аса илтерчĕ.
Н. НИКОЛАЕВА.
Сентябрь 2026 |
