Валентин Константиновăн «Тупа» кĕнеки пичетленсе тухрĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 08.10.2018, 16:09 Просмотров: 306

Валентин Константинов-ТупаПурнăçра хура-шурри те, йÿççи-пылакки те, куççулĕ-савăнăçĕ те пайтах. Пĕр пулăм теприне ылмаштарать, ăру хыççăн ăру килет. Кулленхи улшăнусем никамшăн та сисĕнмесĕр иртмеççĕ. Анчах çыравçăсем вĕсене уйрăмах çивĕч туяççĕ. Туяççĕ кăна мар, пикенсех хут çине куçараççĕ, вулакан чĕрине витермелле хайлавсем шăрçалаççĕ.

Çавнашкал пултаруллă писательсен шутне Валентин Константинов та кĕрет. Тăван литературăна хаклакансем унăн произведенийĕсене юратсах вулаççĕ, кашнине чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче Валентин Николаевичăн «Тупа» ятлă кĕнеки (тиражĕ - 1000 экземпляр) пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ - Ольга Федорова, ÿнерçи - Олег Брауде. Кăларăма «Тупа» роман, «Ан кай, кăвакал, шыв хĕрне...» повесть тата «Француз Йăванĕн вилĕмĕ», «Алăсем» калавсем кĕнĕ. Аслă классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕскер çитĕннисемшĕн те интереслĕ, усăллă пулĕ.

«Çынсен хутшăнăвĕсем ытла та кăткăс. Вĕсене мĕн авалтанах тĕпченĕ... Эпĕ те кĕнекере пичетленекен хайлавсенче çынсен шалти туйăмĕсем, вĕсен психологийĕ урлă пурнăç пирки кăштах шухăшлас терĕм», - çырать автор «Литература - ырă тавлашу тĕпелĕ» хыçсăмахра. Чăннипех те, сăнарсен кун-çулне йĕрленĕ май вĕсемпе пĕрле кулянатăн е хĕпĕртетĕн, самантлăха чарăнса тарăн шухăша путатăн е малалла ыткăнатăн. Тĕп геройсем çывăх тăвансем пекех пулса тăраççĕ, вĕсенчен уйрăлас та килмест. Çакăнта палăрмасть-и-ха çыравçă ăсталăхĕ. Вулакана тыткăнлама пултарнинче, илемлĕх тĕнчи ĕнентерÿлĕхĕнче.

«Тупа» романри Йăкăнатпа Калистрат йĕкĕрешсем ачаранах туслă çитĕнеççĕ, ашшĕ-амăшне хуçалăхра пулăшаççĕ. Аслисене çемьене тытса тăма, тăвансем хушшинче килĕшÿлĕх пулмасан пурнăçа сыпăнтарса пыма çăмăл маррине лайăх ăнланаççĕ вĕсем. Тен, çавăнпах пĕртăвансем пĕр-пĕрне нихăçан та пăрахмастпăр тесе тупа тăваççĕ. «Пирĕн пурнăçра тем тĕрлĕ йывăрлăх та сиксе тухĕ, тем пекех ыратни те, пирĕн хушăра вăрçă та пулĕ, пире кураймансем те нумай пулĕç... Пирĕн чăтмалла, çак самантран теме те тÿсмелле...» - тет Йăкăнат Калистрата. Çак шухăш-тĕллев çирĕп пек туйăнать.

Анчах тĕнчере нимĕн те яланлăх мар. Тупа сăмахĕсене те вăхăт тусанĕ витме пултарать иккен. Мĕн хистет-ха пиччĕшĕпе шăллĕне пĕр-пĕрне сăмах панине манма. Еплерех тĕрĕслевсем илсе килет çакă вĕсен пурнăçне. Ку пăтăрмахсенче камăн айăпĕ ытларах. Телей чăннипех те хамăр алăра-ши, е вăл çумри çынсенчен те килет-и. Теприне хурлăх кăтартса ăраскаллă пулма май пур-и. Тÿрех нимех те пат татса калаймăн. Ахальтен мар çыравçă вулакана ырă тавлашу тĕпелне чĕнет, ыйтусен хуравĕсене пĕрле шырама сĕнет.

«Француз Йăванĕн вилĕмĕ» калав пурнăçпа вилĕм çинчен кăна мар, çынлăхпа чунсăрлăх, тасалăхпа килпетсĕрлĕх, илемпе нĕрсĕрлĕх çинчен шухăшлама хистет. Çĕрпел ялĕнчи Йăван ирĕн-каçăн, кунĕн-çĕрĕн асамлă Париж çинчен сĕмленет: Франци çинчен вулать, радио итлет, клубра балет кăтартать... «Париж! Париж! Париж!» - янăрарĕ пуçĕнче. Унта - çутă, унта - таса, унта - ырă! Çĕр çинчи тĕрĕсмарлăх, каварлăх, тасамарлăх, ултавлăх, курайманлăх, тавлашулăх, хаярлăх тата ытти те, тата ытти те - мĕн начарри пурте, пурте, пурте унта çук пек туйăнчĕ ăна. Çавăнта, çав таса тĕнчене çитесшĕн çунчĕ çамрăк çын чĕри. Хăй - тăван ялта, ĕмĕчĕ-шухăшĕпе Парижра пурăнчĕ», - паллаштарать Йăванпа автор.

Качча ăнланаканах çук çав, унăн ĕмĕчĕсене айванла сĕмленÿ вырăнне çеç хураççĕ. Вăл çапах та ниме пăхмасăр малалла ăнтăлать. Пĕринче вара французла калаçакан, Францире пулса курнă Светланăпа паллашать. Пĕр кăмăл-сунăмлă, хăвна çур сăмахранах ăнланакан çынна тĕл пулнине епле-ха шăпа парни вырăнне хумăн. Йăван та ку паллашăва çаплах йышăнать. Мĕнпе вĕçленет-ши ку истори. Ăна хайлава вуласа тухсан пĕлейĕр.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ

 

 

Автор çинчен

Валентин Николаевич Константинов 1958 çулта Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс ялĕнче çуралнă. Тăван ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, Кĕçĕн Кипекри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта, унтан И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлÿ пухнă, М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. 1982 çултанпа Куславкка район хаçачĕн редакцииĕнче вăй хурать, 1986 çултанпа - тĕп редактор.

В.Н. Константинов хайлавĕсем «Капкăн», «Тăван Атăл», «Ялав» журналсенче, район хаçачĕсенче пичетленнĕ. Унăн кĕнекисем: «Шурă тÿпери шурă çурт» (2006), «Кивĕ çăл вăрттăнлăхĕ» (2013).

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4