Иртнĕ эрнекун, апрелĕн 20-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче Атăлъялти Леонид Фадеев поэтăн "Пурнăçпа поэзи пĕрлĕхĕ- Леонид Фадеев пултарулăхĕ" ятпа пултарулăх каçĕ иртрĕ. Библиотекăри тулли зала 200 çынна яхăн пухăнчĕç. Вĕсенчен 35-ше унăн ентешĕсем -Атăлъял çыннисем пулчĕç, автора хисеп турĕç. Илемлĕ сцена умĕнче Леонид Фадеевăн юлашки "Сирĕнпе яланах" (2012) ятлă сăвă-юрă пуххисен кĕнекин куравĕ иртрĕ. Пултарулăх каçне пухăннисене Çĕнĕ Шупашкарти Василий Юрьев ертсе пыракан ачасен вĕрсе каламалли "Гамма" оркестрĕ çепĕç кĕвĕпе кĕтсе илчĕ. Поэзи каçне Ирина Лампасовăпа Алексей Иванов ертсе пычĕç. Ертÿçĕсемпе пĕрле ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, паллă радиожурналист Владимир Егоров та Леонид Фадеевăн кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Леонид Федорович Фадеев поэт 1938 çулхи сентябрĕн 27-мĕшĕнче Атăлъялта çуралнă. Юлашки "Сирĕнпе яланах" ятлă кĕнекине ашшĕпе-амăшне халалланă. Ашшĕ, Федор Григорьевич, 1942 çулта Ленинград хулине хÿтĕленĕ чухне паттăррăн çапăçса пуçне хунă. Ăна тата ытти салтаксене асăнса, пĕр минутлăха шăп тăчĕç. Амăшĕ, Анастасия Тимофеевна, ăслă та ĕçчен хĕрарăм пулнă. Леонидпа пиччĕшне, Анатолие пĕчченех пăхса çитĕнтернĕ, вĕрентме тăрăшнă. Леонид Фадеев малтан Çÿлтикасси шкулĕнче вĕренсе вăтам пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн Шупашкарти ялхуçалăх институтĕнче вĕренсе, аслă пĕлÿллĕ ăста агроном пулса тăрать. Бригадирта ĕçленĕ хыççăн, ăна вырăнти Шупашкар районĕнчи "Волга" колхоз ертÿçине суйлаççĕ. Унтан 20 çула яхăн Муркаш районĕнчи ялхуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕнче вăй хурать. Ăста агронома Шупашкара, ял хуçалăх министерствине ĕçе илеççĕ. Унта вăл ертсе пыракан агроном та, министр çумĕ те пулса ĕçленĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан ял хуçалăх институчĕн преподавтелĕнче те тăрăшнă. Л.Ф. Фадеев- ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ, паллă общество деятелĕ, ялхуçалăх темипе çырнă монографисен тата 5 сăвă-юрă кĕнекисен авторĕ, çав вăхăтрах поэт та педагог та, музыкант та. "Ял илемлĕхĕн уявĕ, эпир ял сывлăшĕпе паян сывлатпăр",- терĕ чи малтан сăмах илнĕ Владимир Егоров. Сăмах тухса калакан хаклă хăнасем хушшинче: Чăваш халăх писателĕ Юхма Мишши, ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политикăпа наци ыйтăвĕсен комитечĕн ертÿçи Вячеслав Рафинов, ЧНК пайташĕ, ялхуçалăхĕн экс-министрĕ Петр Ивантаев, Шупашкар район пуçлăхĕ Николай Хорасев, райадминистрацин культура пайĕн пуçлăхĕ Екатерина Кириллова, çак йĕркесен авторĕ Атăлъялти "Атăл хумĕсем" ушкăнпа пĕрле тата ыттисем пулчĕç. 1989 çулта чăвашсен 2-мĕш съездĕнче И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен наци премине палăртнă. Юхма Мишши Леонид Фадеева 2018 çулта чăваш халăхĕшĕн тăрăшса ырă ĕçсем тунăшăн тата пултарулăх ĕçĕнчи пысăк çитĕнÿсемшĕн, чăваш юрри-сăввине пĕтĕм тĕнчене сарас тесе тăрăшнăшăн И.Я. Яковлев премине парса чысларĕ, медале кăкăр çине çакрĕ. Пĕтĕмпе те 37-ĕн кăна тивĕçнĕ премин пĕлтерĕшĕ, унăн ÿсĕмĕ, кăçал И.Я. Яковлев 170 çул тултарнă çул татах та вăйлăрах. "Унăн юррисене пурне те юрлас пулсассăн кунĕпех лармалла залра",- тесе палăртрĕ Вячеслав Рафинов Леонид Фадеева Патшалăх Канашĕ ячĕпе тав хучĕ панă май. "Чиновниксем çĕр çинче нумай. Анчах çакăн пек пултаруллă сăвă-юрă çыракансем сахал",- терĕ Петр Ивантаев. Унтан Леонид Фадеева тин çеç пичетрен тухнă агропромышленность комплексĕн Энциклопедине парнелерĕ. "2010 çулт ял тăрăх пуçлăхĕнче ĕçлеме пуçланăранпа эпир Леонид Федоровичпа туслашса кайрăмăр. Эпĕ ăна вĕрентекенĕм, тесе калатăп. Ĕçре вĕрентсе пырчĕ. Ăна хăйсен ялĕ валли ĕçсем тума пулăшса пытăм. Клуб тунă вăхăтра проектировщик патне илсе кайрĕ, вырăнне кăтартрĕ. Пĕрле нумай ĕçсем турăмăр",- терĕ ырă сунса Николай Хорасев. Атăлъялсем хăйсен мухтавлă ентешĕпе чăннипех те мăнаçланнине палăртса, авалхи йăлапа сцена çине кăпăклă сăрапа тата çĕнĕ çăкăрпа тухрĕç. Пурте пĕрле "Атăлъялăн хĕрĕсем" юрра шăрантарнă хыççăн, Алевтина Романова "Атăлъял" сăвва каларĕ. Çак йĕркесен авторĕ Леонид Фадеева Вăрман-Çĕктер ял тăрăхĕнчен тав хучĕ парса чысларĕ. Парнесем татах та пулчĕç. Муркаш районĕсем те чăтса лараймарĕç, сцена çине тухса саламларĕç. Муркаш районĕнчи сăвă-юрă ăсти Петр Воробьев агроном Леонид Фадеева хăйĕн "Ик чĕре савсан" ятлă сăвă кĕнекине парнелерĕ, хăй те хирĕçле парнене "Сирĕнпе яланах" кĕнекене тивĕçрĕ. Агрономсем сăвăсем çыраççĕ, юрра хываççĕ, çут çанталăк илемне çывăх туяççĕ. Леонид Фадеев сăввисемпе 150 юрă кĕвĕленĕ. ЧР тава тивĕçлĕ артисчĕсем Валерий Карпов, Петр Садовников тата Лиза Хрисанфова та Леонид Фадеевăн сăввисене тимлĕн вуларĕç. Сăвăсенче тăван тавралăха, çĕр шыва, яла тата ашшĕ-амăшне юратни, ял ĕçченĕн пархатарлă ĕçĕ уçăмлăн янăрарĕ. Унăн юррисене сцена çинчен эстрада çăлтăрĕсем: Типшĕм Сашук, Рената Грачева тата Маргарита Туринге хаваспах шăрантарчĕç. "Унăн кашни сăввипе юрă юрлама пулать, мĕншĕн тесен унăн кашни сăмахĕ чĕре витĕр шăранса тухнă",- терĕ Типшĕм Сашук пуç тайса. Виçĕ пултарулăх ушкăнĕ: Шупашкарти "Салют" культура керменĕ çумĕнчи Родион Долгов ертсе пыракан "Родные напевы", Çĕнъялти Земфира Яковлева ертсе пыракан "Çĕн ял", Иккассинчи Анатолий Печников ертсе пыракан "Çăлкуç" ушкăнсем Леонид Фадеевăн юррисене шăрантарчĕç. "Пĕрремĕш сăвăсене кама халалларăр?",- ыйтрĕ Леонид Федоровичран Владимир Егоров радиожурналист. Пĕрремĕш сăввисене мăшăрне, Лидия Андреевнăна халалланине пĕлтерчĕ те Леонид Фадеев, мăшăрĕпе сцена çинче Маргарита Туринге юрланă вальс ташшипе ташласа çаврăнчĕ. Куракансем Л.Ф. Фадеев поэтăн пултарулăх каçĕ кăмăллăн, çÿллĕ шайра иртнине палăртрĕç.
Николай Смирнов.
Атăлъял
Сентябрь 2026 |
