Ятарлă çар операцийĕ. «Вĕсем пире сыхлаççĕ, вĕсене пулăшмалла»
Категория: Главные новости
Опубликовано: 19.07.2024, 08:52
Просмотров: 980
«Манăн юлташсем пĕлтĕртенпех унта, эпĕ те кайма шутларăм. Вĕсем пире, тăван çĕре фашизмран, этемсĕрлĕхрен сыхлаççĕ, вĕсене пулăшмалла». Нумаях пулмасть Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатĕнче документсем хатĕрлесе çитерессине кĕтекен арçын шăпах çапла каланăччĕ. Çар комиссариатĕнче час-часах пулма тÿр килет. Çавăнпа та тепĕр темиçе эрнерен ятарласах кăсăклантăм – вăл документсене хатĕрлесе çитернĕ те ятарлă çар операцине тухса кайнă. «Апла хăй мĕн шухăшланине пурнăçланă, унта çапла çирĕп кăмăллисем кирлĕ те», – вĕçсе иртрĕ шухăш...
Контракт çырса ятарлă çар операцине каякансенчен нумайăшĕ çапла шутлать. Çапах та Владимир Казаков çар комиссарĕ унта каякан арçынсен чи малтанах хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттермеллине калать. Ун хыççăн ытти документ хатĕрлеме тытăнмалла, вăл шутра – банк карттине те. Контракт килĕшĕвне çырасси вăл кайран.
Владимир Казаков пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн округран ятарлă çар операцине çемйисемпех кайнисем пур, кун пек тĕслĕх те пĕрре кăна мар. Ашшĕпе ывăлĕсем е пиччĕшĕпе шăллĕ алла пăшал тытаççĕ, арăмĕсем е амăшĕсем те инçех мар, çавăнтах.
Ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа пирĕн чылай ентеш патшалăх наградине тивĕçнĕ. Çакăн пек ырă та савăнăçлă хыпарсем кунсеренех тăван ене килеççĕ. Апла пулсан Муркаш арçынĕсем паттăрлăхпа, хăюлăхпа палăрса тăраççĕ, хушнă приказа, задачăсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ.
Ĕçне кура хисепĕ тенĕ пек, ятарлă çар операцине хутшăннă пур çын та хĕç-пăшаллă çапăçусен ветеранĕн удостоверенине илет. Çавна май вĕсем пурте федераци шайĕнче çирĕплетнĕ çăмăллăхсемпе усă курайраççĕ (санаторине кайма тÿлевсĕр путевка, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисемшĕн тÿлесси 50 процент чухлĕ, аслă пĕлÿ паракан вĕренÿ заведенийĕсене конкурссăрах вĕренме кĕмелли право тата ытти те).
Каламалла, ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисем валли те тĕрлĕ çăмăллăх пур, вĕсен ачисене вĕренме кĕме те çăмăл – вĕсене валли вĕренÿ организацийĕсенче бюджет мелĕпе вĕренме кĕме ятарлă квота çирĕплетеççĕ. Шкулта вĕренекен ачасене уйăхсерен стипенди тÿлесе тăраççĕ. Ачасене хула тулашĕнчи лагерьте тÿлевсĕр канма май туса параççĕ тата ытти те.
Палăртса хăвармалла, ятарлă çар операцине кайма контракт çыракансем пĕр хутчен 195 пин тенкĕ тÿлев илеççĕ. Чăваш Республикинче паракан регион тÿлевĕ 305 пин тенкĕпе танлашать. Çапла сирĕн банк картти çине тÿрех 500 пин тенкĕ куçать. «Честр-Инвест» строительство компанийĕ, тĕслĕхрен, хăй енчен хушма 100 пин тенкĕ тÿлевпе тивĕçтерет. Контракт çырса ятарлă çар операцине каясси пирки, çăмăллăхсем тата ытти пирки те Муркаш тата Элĕк районĕсен çар комиссариатне кирек хăш вăхăтра та 62-3-50 номерпе шăнкăравласа ыйтса пĕлме пулать.
Юлташĕсене пулăшас, тăван çĕре хÿтĕлес шухăшлă, ачисен çав вăрçă хирне курмалла ан пултăр тесе хăйсен ирĕкĕпе ятарлă çар операцине каякансем укçа-тенкĕ пирки чи кайран шутланине калаççĕ. Çапла, патриот туйăмлă чăн-чăн арçынсем пур пирĕн хушăра. «Эпир арçынсем. Çемьене, çĕршыва хÿтĕлесси – пирĕн тивĕç», – теççĕ вĕсем. Юнашар ялтах çуралса ÿснĕ тепĕр арçын сăнарĕ ума тухса тăчĕ: Чечен Республикинчи хирĕç-тăрусене хутшăннăскер вăл. Тăванĕсем каланă тăрăх, унăн та ятарлă çар операцине каяс шухăшĕ маларах пулнă иккен. Паллах, «Чечен вăрçи» урăхларах пулнине пĕлетпĕр, ăнланатпăр, çапах та çавăн пек опытлă çар çыннисем паян пыракан ятарлă çар операцийĕнче кирлĕ. Çакна такам та калать. Вăл, сăмахран, характерĕпе те çирĕп: каланă – тунă. Нумаях пулмасть отпуска килсе кайнине пĕлтĕмĕр, çур çул хыççăн унăн киле килсе тăванĕсемпе пĕрле пухăнма май пулнăшăн савăнтăмăр...
Наталия НИКОЛАЕВА
Добавить комментарий