Салтакпа тĕл пултăмăр

Категория: Главные новости Опубликовано: 15.05.2024, 15:13 Просмотров: 186

Встреча с А. Филипповым

Муркаш округне кĕрекен Шомик ялĕн клубĕнче вырăнти халăхпа кÿршĕри атăльялсем  ятарлă çар операцине 2022  çулхи кĕркуннеренпе хутшăнакан взвод командирĕн çумĕпе Алексей Филипповпа тĕл пулчĕç. Пирĕн ентеш «Хастарлăхшăн» медале тивĕçнĕ.                                                                                                                                    

Çĕнтерÿ кунне халалланă тĕл пулăва салтакăн кÿрши Галина Вернова пуçарăвĕпе Шомик ял клубĕн ертÿçипе Валентина Алаевăпа отставкăри милици полковникĕ Евгений Макаров йĕркелерĕç.

Алексей Филиппов 1986 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шомик ялĕнче нумай ачаллă çемьере çуралнă. Галинăпа Анатолий Филипповсем 5 ача – 4 хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Алёша вĕсен 4-мĕш ачи пулнă. 2003 çулта Шомикри вăтам пĕлÿ паракан шкулта 9 класс пĕтерсен Шупашкар районĕнчи Çÿлтикасси шкулĕнче вĕреннĕ. 

2004 çулта çара кайнă. 2004 – 2006 çулсенче Приморск крайĕнче вырнаçнă чаçре «2С1» гаубицăн механик-водителĕ пулнă. Çар хыççăн çамрăк унтах юлма шутланă. 2007 çулта пулас мăшăрĕпе паллашса çемье çавăрнă. Уссурийск хулинче пурăннă. Халĕ мăшăрĕпе пĕрле хĕрпе икĕ ывăл     пăхса çитĕнтереççĕ. Аслă хĕрĕ 15 çулта, часах шкул пĕтерсе малалла вĕренĕ, кĕçĕннисем – 11 тата 9 çулсенчи шкул ачисем. 

Алексей Филиппов 2022 çулхи кĕркунне Украинăри ятарлă операцие тухса кайнă, Запорожье облаçĕнче çулталăк çурă çапăçнă. Халĕ икĕ эрнелĕхе отпуска килнĕ. Чи малтанах паттăр салтак тăван тăрăха çитсе курма шутланă.  

Тĕл пулăва 50 çынна яхăн пухăнчĕ. Вĕсен шутĕнче Шомик шкул директорĕн воспитани тата общество пĕрлешĕвĕсен советникĕ, пуçламăш классене вĕрентекен, Кипечкасси ялĕнче пурăнакан Дарья Прокопьева та ачасемпе пĕрле пулчĕ. Ачасем çарти пурнăçпа, трофейсемпе тата ытти ыйтупа кăсăкланчĕç. 

«Приморск крайĕнчен мобилизацилесен самолетпа вĕçрĕмĕр. Çĕр пÿртсем, блиндажсем, окопсем чавса вырнаçатпăр. Хăтлăх кÿретпĕр. Çăвăнма юнашар ялти мунчана каятпăр. 

Çарта пулни çапăçу  хирĕнче те питĕ вăйлă пулăшать. Эпир, çарта пулнисем, автомат тытма пĕлетпĕр. Чăвашсем Магаданран тата Куславккаран пурччĕ, куçарса кайрĕç. Ирĕклĕн çÿреме юрамасть. Трофейсене алăпа тытма юрамасть, часах сирпĕнсе кайсан алăсăр-урасăр юлас хăрушлăх пур, тĕкĕнмен. Пирĕн çапăçма хĕç-пăшал çителĕклĕ», – терĕ. 

«Маскировка сеткисем кирлĕ-и?» – кăсăкланчĕç залра ларакансем. «Питĕ кирлĕ хатĕр. Унта тăшмансен камикадзе дронĕсем вĕçсе кĕрсе, çыхланса лараççĕ», – хуравларĕ Алексей Филиппов сетка çыхакансене тав тунă май. Тĕрлĕрен гуманитари пулăшăвне салтаксем хăйсем хушшинче питĕ перекетлĕ валеçеççĕ. 

«Мĕнле туйăмсемпе пырса кĕтĕр тăван яла?» – ыйтрĕç вĕренекенсем салтакран. «Туйăмсене каласа пама май çук. Савăннипе йĕрсе яма пулать. 19 çул пулман килте. Пĕтĕмпех палăрмалла мар улшăннă. Йывăçсем ÿссе кайнă. Таврăнсанах кÿршĕсем патĕнче пултăм», – терĕ вăл.  Унпа пĕрле мĕнле ÿсĕмри çынсем çапăçнипе кăсăклантăм. «20 çулхи çамрăксенчен пуçласа 60 çулхи салтак таран çапăçаççĕ», – терĕ вăл. 

Дарья Прокопьева вĕрентекен унран хальхи ачасенче патриотизм туйăмне мĕнлерех аталантармалли çинчен ыйтрĕ. «Вĕренес енĕпе, пульăн, снарядăн вĕçев траекторине тĕпчемелле. Математика, алгебра, хими, ОБЖ предмечĕсене вĕренмелле. Аманнă салтакăн суранĕсене  çыхма, ăна эвакуаципе илсе тухма пĕлмелле. Вĕренмелле татах та вĕренмелле, спортпа туслă пулмалла. 30 – 40 кг таякан япаласемпе 5 км утма вăй тата чăтăмлăх кирлĕ», – терĕ ачасене Алексей Филиппов тăрăшса вĕренме сунса. 

Ачасем ăна чечексем парнелерĕç, сăвăсем каларĕç. Унтан пурте пĕрле «Катюша» юрра шăрантарчĕç. Пухăннисем умĕнче çавăн пекех Валентина Бычкова, Нина Рябчикова, Николай Юлин тухса калаçрĕç, çĕнтерÿпе таврăнма сунчĕç. 

Мĕнле вĕреннĕ шкулта? «Вăтам вĕреннĕ, йĕркеллĕ. Харсăр пулман», – хуравларĕ унăн вĕрентекенĕ Валентина Бычкова. Чăнах та çапла, çамрăкранпах паллатăп Алексей Филиппова тата вĕсен туслă çемйине. «Кăçал пĕтĕмпе 84 сетка çыхрăмăр. Окоп çуртисем турăмăр. Икĕ çул хушшинче 430 чăлха çыхнă», – терĕ Нина Рябчикова хăйĕн сăмахĕнче. Хăйсен ялĕсемпе тĕл пулу ирттерме хутшăннă паттăр ентеш тепĕр кунтан хăйĕн çемйи патне Уссурийска тухса каяссине, Çĕнтерÿ кунне çемйипе пĕрле унта кĕтсе илессине пĕлтерчĕ.                                                                                                                                   

Николай СМИРНОВ.

 Атăльял.    

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4