Наци проекчĕ. Цифра пурнăç йĕркине улăштарать

Категория: Главные новости Опубликовано: 29.03.2024, 15:02 Просмотров: 933
Цифровая экономика
«Цифровая экономика» наци проекчĕ 2019 çултанпа Владимир Путин пуçарнипе пурнăçланать.
Цифра сфери паян çĕршывра сулмаклă утăмсем тăвать. Анăçри çĕршывсем чăрмавсем кÿни çак сферăна активлăрах аталанма хистерĕ кăна.
Çакна «Россия» выставка-форума пыракансем те курса ĕненчĕç. Паян Раççейре туса кăларнă программа хатĕрĕсем 18 пинрен иртнĕ. Çĕршыври ИТ-специалистсен хисепĕ иртнĕ çул 12 процент ÿснĕ. Юлашки икĕ çулта уйрăмах пĕлтерĕшлĕ 32 проекта тата 376 ИТ-стартапа аталанма пулăшнă. 80 пин патшалăх учрежденине Интернетпа çыхăнтарнă. 250 пин шкул ачи программăсем çырма вĕренет. «Госуслуги» порталта     1 пин ытла çăмăллăхпа электрон майпа усă курма пулать.
Чăваш Республики «Цифровая экономика» наци проекчĕн 5 регион проектне пурнăçлама хутшăнать.
«Информационная безопасность» проекта пурнăçласа 2023 çулта çĕршывра туса кăларнă программăсем туянас, информаци системине хÿтĕлес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçленĕ. Палăртнисене пурнăçланă», – пĕлтерет Цифра министерствин пуçлăхĕн çумĕ Екатерина Грабко.
«Информационная инфраструктура» проекта пурнăçласа иртнĕ çул регионти влаç органĕсем валли тĕрлĕ оборудовани туяннă. Вăл шутра – компьютерсем, периферипе коммуникаци хатĕрĕсем. Республикăри тата вырăнти влаç органĕсене пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа çыхăнтарнă. 
«Цифровое государственное управление» регион проектне пурнăçлассипе те республикăра аван ĕçлеççĕ. Сăмахран, республикăра пурăнакансем патшалăх тата муниципалитет услугисене ытларах портал урлă илеççĕ. Вĕсем влаç органĕсене тата МФЦна каясси порталпа усă курнинчен икĕ хут чакнă. 2023 çулта порталпа усă курассине 40 процент ÿстерме палăртнă пулсан, вăл 79 процент чухлĕ ÿснĕ.
Чăваш Республикинче пурăнакансем иртнĕ çулах патшалăх тата муниципалитет 85 электрон услугипе анлăн усă курма пуçланă. 
Çавăн пекех çак регион проекчĕ виçинче «Охотничьи билеты», «Реестр региональных льготников», «Реестр объектов недвижимого имущества» витринăсем вăя кĕртнĕ.
«Цифровые технологии» регион проекчĕ пирки каласан, республикăри ИТ-компанисене тата пĕчĕк, вăтам бизнеса пулăшассипе те чылай ĕç туса ирттереççĕ. 
Республикăра «Устранение цифрового неравенства» проект та пурнăçланать. Çак проекта вăя кĕртсе, 1-мĕш тапхăрта 250 çынран пуçласа 300 çын таран пурăнакан 328 яла хальхи çыхăнупа усă курма майсем туса панă. Интернетпа çыхăнма май паракан станцисене ялсен варрине вырнаçтарнă, радиосигнал таврана саланать. Web-ресурссемпе кĕсье телефон, смартфон, ноутбук, планшет тата ытти хатĕр хуçисем усă курма пултараççĕ. Вĕсене Wi-Fi модульпе çеç çыхăнтармалла.            
«Устранение цифрового неравенства» проектпа тунă центр урлă Интернетпа тÿлевсĕр усă курма пулать.
Чăваш Республики 2021 çулта асăннă проектăн 2-мĕш тапхăрне старт пачĕ. Ку хутĕнче 100 çынран пуçласа 500 çын таран пурăнакан ялсене паянхи çыхăнупа тивĕçтереççĕ. База станцийĕсене оптоволокнопа çыхăнтараççĕ. Паянхи куна 50 база станцийĕ вырнаçтарнă. Кăçал тата 2 станци хута яма палăртнă.
2022 çулта çакăн пек станцие Йÿçкасси тăрăхĕнчи Çĕмĕрткасси ялĕнче (сăн ÿкерчĕкре)  хута ячĕç.
Акă мĕн çырнă «Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатра 2022 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче тухнă номерте: «Каласа хăвармалла, çак станцисене ăçта вырнаçтарасси халăх сасăлавĕнчен килет.  Акă Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи çынсем те çав сасăлава хутшăннă.
Çавăнпах ĕнтĕ кăçал вырнаçтарнă 7 станци йышĕнче Муркаш районĕнчи Çĕмĕрткасси ялĕнче база станцине лартнă, вăл ĕçлеме тытăнчĕ. Специалистсем вырăнта тата Йÿçкассинче Интернет хăвăртлăхне ятарлă хатĕрпе тĕрĕслерĕç.
«Хăвăртлăх чăнах та пысăк, Шупашкартипе пĕр пекрех – çеккунтра  45 – 50 Мбит. Кун пек хăвăртлăхпа темĕнле ĕç те пурнăçлама пулать. Кунти база станцийĕ çине хальлĕхе пысăк тиев лекмест, апла пулсан Интернет çыхăнăвĕ те лайăхрах», – терĕç вĕсем. 
Çак станци вăтамран 4 км радиусра пысăк хăвăртлăхлă Интернетпа (4G) тивĕçтерсе тăрĕ. Çавăнпа та çĕмĕрткассисем те, юнашар ялтисем те Интернетпа çывăхрах туслашĕç.» 
Паянхи çыхăну вăл Интернет çеç мар. Чăваш Республикинче 2018 çултанпа телерадиовещани цифра эфирĕнче аталанать. Проекта пурнăçласа республика территоринче 42 çыхăну объекчĕ тунă тата çĕнетнĕ. Республикăра цифра телевиденийĕпе пурăнакансен 99,1 проценчĕ усă курма пултарать.
Федераллă тĕллевлĕ программа чи малтан социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтăва пурнăçлать – Раççейри мĕнпур çынна пысăк пахалăхпа 20 федераллă телеканал тÿлевсĕр пăхма май туса парать. Миллион çыншăн çакă пурнăç пахалăхне ÿстерни тата цифра танмарлăхне пăрахăçлани пулать.
Цифра тĕнчипе паллашасси ачаранах пулса пымалла. Ку енĕпе Пĕтĕм Раççейри «Безопасный Интернет» онлайн-олимпиада пĕлтерĕшлĕ. «Безопасный Интернет» онлайн-олимпиадăна пĕлтĕр республикăри 23580 шкул ачи хутшăннă, ку кăтарту мĕнпур вĕренекенсен 17  проценчĕ пулать. 
«Цифровой диктант» акци те ку енĕпе пысăк тÿпе хывать. Чăваш Республики цифра пĕлĕвне сарассипе Раççейри регионсем хушшинче 6-мĕш вырăна тухрĕ. Халăх фрончĕн тĕп штабĕн ертÿçи Алексей Комиссаров Чăваш Республикин Пуçлăхне Олег Николаева цифра пĕлĕвне сарассипе аван ĕçленĕшĕн Тав хучĕпе чысларĕ.
Цифра технологийĕсен ĕмĕрĕнче  информаци уçлăхĕнче тĕллевсене курма пултармалла, çавăн чухне кăна паянхи обществăра ÿсĕмлĕ пурăнма пулать, терĕ республика ертÿçи.
Пĕтĕмĕшле илсен, информаци технологийĕсемпе республикăра пурăнакансен  анлăрах усă курма майсем уçăлса пыраççĕ. ИТ-специалистсене пулăшассипе  ĕçлеççĕ. Регион структурисене информаци тĕлĕшĕнчен хÿтĕлессипе палăрăмлă утăмсем тăваççĕ.
Екатерина Грабко каланă тăрăх, паян социаллă пĕлтерĕшлĕ нумай услугăпа электрон майпа усă курма пулать. Электрон çăмăллăхсемпе усă курма çынсен кантурсем тăрăх çÿремелле мар, çакă вĕсен вăхăтне перекетлеме май парать. 
 
Анатолий ТИХОНОВ хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4