
«2016 çул. Эпĕ вуннăмĕш класс ачи. Манăн юлташсем шкула кайнă май Оринин халăх театрне те çÿренĕ. Мана вĕсем репетицисенче интереслĕ пулнине, вăхăт хăвăрт иртнине каласа паратчĕç, анчах та спектаклĕн содержанине каласа памастчĕç, премьера кĕт тесе калатчĕç.
Кĕтсе илтĕм. Кĕркунне театр сцена çине «Çĕмĕрт каллех çеçкере» спектакль кăларчĕ. Сцена çинче юлташсене курма питĕ хавас пултăм. Вĕсене курни пĕрле сцена çинче выляма хавхалантарчĕ. Вара тепĕр çулне, 11 класра чухне, Аркадий Андреев режиссер мана роль сĕнчĕ. Çĕнĕ спектакль кăларма çамрăксем, ачасем кирлине каларĕ. Анне те ирĕк пачĕ, вăл хăй те, манăн асатте те Оринин театрĕнче вылянине аса илчĕ. Мĕнпе пулăшма пултаратăп, пулăшатăп, терĕ».
Çакăн пек пуçланнă та Карина Андрееван театр пурнăçĕ. Карина Оринин шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Шупашкарти медицина училищине пĕтернĕ, халĕ ĕçлет ĕнтĕ.
– Хальхи пек астăватăп. Чаршав уçăлчĕ. Эпĕ сцена çинче пĕччен. Тĕрĕ тĕрлетĕп, юрлатăп, туса кĕтетĕп. Сасă чĕтренетчĕ, анчах та куракансем мана лайăхрах илтес тесе тата та шăпрах ларнăн туйăнчĕ. Роль пачах та çăмăл пумарĕ, анчах ăна калăплани мана ÿсме, пĕрремĕш утăмсем тума пулăшрĕ. Аркадий Алексеевич режиссера пысăк тав сăмахĕ калатăп. Чĕннĕшĕн тата сцена çинче хамăра тытма, рольсене тĕрĕс кăларма вĕрентнĕшĕн. Мана хамăн пĕрремĕш роль питĕ килĕшнĕччĕ. Тăвансем те савăнсах пăхса ларнине каларĕç. Вара эпĕ малашне те вылятăп тесе пĕлтертĕм», – питĕ чĕррĕн каласа парать çамрăк артист.
Репетицисем нумай вăхăт кирлĕ пулнă пулсан та, Карина шкула килти ĕçе тумасăр, урока хатĕрленмесĕр кайни пулман. Репетици вăхăтĕнчех, май пулсан, вăл сăвă та вĕреннĕ, сочинени те çырнă. Сăвă вĕренме çăмăлланса пынине те асăрханă вăл. Ахăртнех вылямалли роле калăпланă чух сăмахсене астуса юлма тăрăшни те пулăшрĕ тесе шутлать вăл.
Карина Андреева хутшăннă пĕрремĕш спектакль 2018 çулта халăх умне кăларнă Петр Осипов çырнă «Икĕ каччăн пĕр шухăш» ятлă тăватă пайлă пьеса пулнă (Улюк ролĕ). Ĕçĕсем 1916 – 1917 çулсенче пулса иртеççĕ. 2018 çулта Оринин халăх театрĕ йĕркеленнĕренпе шăпах 100 çул çитнине паллă тунă. Апла пулсан орининсем хăйсен пĕрремĕш спектакльне çав вăхăта шăпах 100 çул каялла кăтартнă. Çакă та çамрăк артистшăн питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ самант пулнă. Театр А.С. Пушкинăн «Борис Годунов» трагедийĕнчи «Литва чиккинчи хупах» сценине хатĕрленĕ. Карина та унта вылянă. Ял халăхĕ çак сценăна хапăл туса йышăннăччĕ.
2019 çул – иккĕмĕш спектакль: «Юрату çунать чĕрере» ятлă икĕ пайлă комеди. Шкултан вĕренсе тухнă хĕр Марина рольне калăпланă. Ĕçĕ хальхи вăхăтра пулса иртет.
2020 çулта орининсем Николай Сидоровăн «Вунçиччĕре çунать чĕре» икĕ пайлă трагикомеди лартнă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа 75 çул çитнине халалланă. Спектакльти ĕçсем 1945 çулта тата хальхи вăхăтра пулса иртеççĕ.
Вылянă спектакльсен списокне вĕçлекенни вырăсларан куçарнă «Хĕрсене çапла вăрлаççĕ» икĕ пайлă комеди-фарс пулнă (Роза ролĕ).
Малашлăхра Карина тĕрлĕ роле «тĕрĕслесе пăхас» килнине каларĕ. Театрăн пысăк çемйипе, пултаруллă ертÿçисемпе çакна пурнăçа кĕртме май пуласса шанать вăл.
Театр çамрăк та пултаруллă артистăн пурнăçĕнче пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
«Пĕрремĕшĕнчен, театр вăл маншăн – хавхалану. Çак туйăм мана пурнăçра та, ĕçре те пулăшать. Ĕç çине те урăх куçпа пăхса илме май парать. Иккĕмĕшĕ вăл – дисциплина. Спектакле кăлариччен икĕ виçĕ уйăх репетицине çÿретĕн, тепĕр чухне хăвна хистеме, хушма тивет, анчах çав ĕçе тăватăн. Вăхăтпа тĕрĕс усă курма хăнăхатăн. Виççĕмĕшĕ вара чи хакли – тăвансене тупни. Эпĕ театрта тăвансене тупрăм. Юнпа тăваннисене мар, театра чунтан хисеплекен тăванлă чунсене тупрăм», – пулчĕ хурав.
Карина Андреева хăйĕн пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă. Шкул хыççăн пултаруллă хĕрупраç Шупашкарти медицина колледжĕнче вĕренсе медицина сестрин дипломне алла илнĕ. Хыççăн тÿрех пĕр кун та сая ямасăр ĕçе вырнаçнă. Çавăнтанпа виççĕмĕш çул ĕнтĕ вăл «Микрохирургия глаза» сывлăх сыхлав организацийĕн Шупашкар филиалĕнче операци медицина сестринче вăй хурать.
Наталия НИКОЛАЕВА.
Сентябрь 2026 |
