Муркаш район тĕп больници ĕçлеме пуçланăранпа çак кунсенче 90 çул çитрĕ. Çак тапхăрта больницăра пин-пин çыннăн пурнăçне çăлса, сывлăхне упраса хăварма пулăшнă. Больницăн историйĕ пуян – аталанса пынипе те, хăйĕн медицина ĕçченĕсемпе те.
Паян та Муркаш район тĕп больници малаллах утать: çĕнĕ ФАП-сем хута каяççĕ, çĕнĕ оборудовани туянаççĕ, кунта çамрăк врачсемпе медицина сестрисем, фельдшерсем ĕçлеме килеççĕ.
Çакăн пирки тĕплĕнрех Муркаш район тĕп больницин тĕп врачĕпе Оксана Поповăпа калаçрăмăр.
– Оксана Юрьевна, Муркаш район тĕп больницин историйĕ хăйне майлă кăсăклă та пуян, паллах. Паянхи больница вара мĕнле вăл?
– Муркаш район тĕп больници хăйĕн аталанăвне кура хальхи вăхăтра нумай профильлĕ, çĕнĕ йышши оборудованипе ĕçлекен медицина организацийĕсен йышĕнче. Вăхăт улшăнса пырать, çапах та пирĕн тĕп задачăсем яланхи пекех: çынсен сывлăхне упрасси, вĕсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе тивĕçтересси. Çавна май çынсене харпăр хăйĕн сывлăхне упрама вĕрентесси, çынсен сывлăхне тăтăшах тĕрĕслесси çине пысăк тимлĕх уйăратпăр. Юлашки çулсенче уйрăмах медицина пулăшăвĕн пахалăхĕпе меллĕхне ÿстерессипе чылай тăрăшатпăр.
Больница пуçламăш медицинăпа санитари пулăшăвĕпе те, специализациленĕ медицина пулăшăвĕпе те тивĕçтерет. Çак пулăшупа Муркаш муниципалитет тăрăхĕнчи 30800 ытла çынна, вăл шутра 5300 ачана тивĕçтеретпĕр. Кунпа пĕрлех Элĕк тăрăхĕнчи тата Мари Эл Республикинчи Горномарийски тăрăхĕнче пурăнакансене хирурги пулăшăвĕ паратпăр.
Çулсеренех больницăра 6 пине яхăн çын сипленет, амбулаторипе поликлиника учрежденийĕсене пурĕ вăтамран 35 пин çын пырать.
Муркаш район тĕп больницин тытăмĕнче Муркашри тĕп больницăсăр пуçне Мăн Сĕнтĕрти иккĕмĕш номерлĕ больница, Турай тата Йÿçкасси уйрăмĕсем, врач амбулаторийĕсем 9, фельдшерпа акушер пункчĕсем 38 ĕçлеççĕ.
– Апла коллектив пĕчĕк марри те паллă.
– Çапла, коллектив пысăк. Больницăра хальхи вăхăтра 402 çын вăй хурать. Вĕсенчен 70 врач, вăтам медицина персоналĕ – 157 çын. Коллективра Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕн ятне илнĕ 4 врач тăрăшать, Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн тава тивĕçлĕ 2 ĕçченĕ тата сывлăх сыхлавĕн 3 отличникĕ. Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ăста специалистсем пурринчен те нумай килет.
– Кадрсемпе тивĕçтересси мĕнле пулса пырать?
– Кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе эпир çине тăрсах ĕçлетпĕр. Хальхи вăхăтра 34 студент тĕллевлĕ майпа вĕренет. Вĕсем – медицинăн аслă пĕлĕвне тата вăтам пĕлĕвне илекенсем, çавăн пекех ординатурăра та. Юлашки виçĕ çулта «Земство тухтăрĕ» программăпа пирĕн патра 6 врач ĕçлеме тытăнчĕ, «Земство фельдшерĕ» программăпа 4 фельдшер ĕçе пуçăнчĕ.
Врачсем те, вăтам медицина персоналĕ те хăйсен квалификацине ÿстерсех пыраççĕ. Çак ĕç татăлмасть, йĕркене кĕнĕ ĕнтĕ.
– Паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерессинче хальхи йышши оборудовани пурри те, ĕçлекенсемпе сипленме пыракансем валли хăтлă условисем пурри те пĕлтерĕшлĕ пулса тăратех пулĕ.
– Паллах, пĕтĕмпех пĕр-пĕринпе çыхăннă. Çакна шута илсе сывлăх сыхлав ĕçне эпир пур енлĕ аталантарма тăрăшатпăр. 2021 – 2023 çулсенче «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн Чăваш Республикин сывлăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкне модернизацилессин программи шайĕнче 4 çĕнĕ ФАП (Калайкасси, Шурча, Хорнуй ялĕсенче тата пĕрремĕш Май выççăлккинче) туса хута янă, вĕсене медицина оборудованийĕпе тивĕçтернĕ. Кĕçех Мăн Шашкар ФАП-не туса пĕтермелле. Çак çулсенче больница поликлиникин тĕп корпусĕнче, пурĕ 7 врач амбулаторийĕнче (Уйкас Янасал, Москакасси, Нискасси, Юнкă, Йÿçкасси, Ярапайкасси, Турай участокĕ) тата Чурикасси ФАП-ĕнче тĕплĕ юсав ĕçĕсем туса ирттерме пултартăмăр.
Больницăн автопаркĕ 11 çĕнĕ автомашинăпа пуянланчĕ.
Паха медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерме кашни çулах тĕрлĕ йышши çĕнĕ оборудовани туянатпăр. Çак виçĕ çулта, сăмахран, искусствăлла майпа сывлаттармалли хальхи йышши аппаратсем, «Ренекс-2» цифра рентген аппарачĕ, «Диамант-2» маммограф, фибробронхоскоп, фиброгастороскоп тата фиброколоноскоп, биохими анализаторĕ, дефибрилляторсем, ЭКГ аппарачĕсем, электроприводлă операци сĕтелĕ, куçарса çÿремелли тата операци хунарĕсем, стационар электрогенераторĕ, газификатор тата ыттине те туяннă.
Çавăн пекех больница тытăмĕнчи пур учрежденире тенĕ пекех, стационарсенче те медицина сĕтел-пуканне çĕнетрĕмĕр.
– Оксана Юрьевна, больницăн юбилейĕ ячĕпе ĕçтешсене мĕн сунатăр?
– Муркаш район больницинче тĕрлĕ вăхăтра чаплă çынсем вăй хунă. Кирек мĕнле йывăр самантра та хăйсем пултарнă таран пациентсене инкекрен çăлса, пурнăçне сыхласа хăварма пулăшнă. Вĕсем хăйсен çутă сăнарĕпе район тата республика историне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлнă.
Паянхи кун пирĕн больницăна медицина пулăшăвĕ ыйтма килекен кашни çыннăн хальхи вăхăтри требованисемпе стандартсене тивĕçтерекен пулăшу илме май пултăр. Çавăнпа та больница вăйлăрах аталанса пытăр, лайăхрах ĕçлетĕр тесе коллектив тата ытларах тăрăшма пултарнинче эпĕ иккĕленместĕп.
Муркаш район тĕп больницин тытăмĕн коллективне, ветерансене, Муркаш округĕн çыннисене те çак юбилейпа саламлатăп. Ĕçтешсене профессие чунпа парăннăшăн тав сăмахĕ калатăп. Пурне те çирĕп сывлăх сунатăп.
Наталия НИКОЛАЕВА.
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин:
«Раççей халăхне сыхласа хăварассинче хальхи вăхăтри эффективлă сывлăх сыхлавĕ тĕп вырăн йышăнать. Çавăнпа та эпир медицина учрежденийĕсен потенциалне вăйлатса пыратпăр. Пирĕн тĕп задача – медицина пулăшăвĕн меллĕхĕпе пахалăхне ÿстересси, пирĕн пысăк çĕршыври пур çын та лайăх улшăнусем пуррине туйма пултартăр».
Сентябрь 2026 |
