Ноябрĕн 13-мĕшĕ - Куç курманнисен халăхсем хушшинчи кунĕ

Категория: Главные новости Опубликовано: 13.11.2023, 09:12 Просмотров: 287
1674161845 gas kvas com p den slepikh risunki 1
 
Пĕрле пулсан эпир вăйлă
 
Çуллахи кун вăрăм, хĕвел горизонт хыçне пытансан та кун çути каçпулттипе тупăшать, çапах та ерипен тĕттĕмленсе пырать. Лаша  картишĕнче арçын ачасем пухăннă, савăнăçлă сасси каç тĕттĕмлĕхне çурать. Вĕсем каçхине лашасене улăха кăлараççĕ, конюх тухма ирĕк парасса чăтăмсăррăн  кĕтеççĕ. Çивĕчскерсем лашасем çине утланаççĕ те пĕр-пĕринпе ăмăртмалла чупаççĕ. Хальлĕхе лашасем ĕç хыççăн канаççĕ-ха. Вĕсем те çула тухасса кĕтеççĕ, картиш кĕтессине пухăннă та хÿрисемпе шăна-пăвана хăвалаççĕ. Акă алăксем яриех уçăлаççĕ те арçын ачасем утланнă лашасем урамалла вирхĕнсе тухаççĕ, хыçра тусан юпи хăварса улăхалла ыткăнаççĕ. 
Умра – çăлтăрлă каç, кăвайт çинче пиçекен çĕр улми шăрши сăмсана кăтăклать, лашасем хуйханнипе шăппăн хартлатни илтĕнет. Çапла вара ирхи шуçăм киличченех. Тăраннă тата каннă лаша кĕтĕвĕ хĕвелĕн малтанхи пайăркисем тухма пуçласан васкамасăр картишнелле пуçтарăнать. 
Эпир те,  куç курман çынсем, тахçан çапла каç тĕттĕмлĕхне кайнă, паллах, кашниех тĕрлĕрен тата уйрăммăн. Пирĕн кăвайт çути те, çăлтăрлă тÿпе те пулман, йĕри-тавра çăра тĕттĕм яланлăха. Телейлисем вара ирхи шуçăма ирхи хĕвел пайăркисемпе асăрхама пултараççĕ. Пирĕн халĕ кашнин хăйĕн кăвайчĕ тата çăлтăрĕсем. Уявсем те пирĕн хамăра майлă, паллах, хăпартланмаллисемех мар, çапах та вĕсем куç курман çынсене кăштах савăнăç кÿреççĕ.
Умра ноябрĕн 13-мĕшĕ – Куç курманнисен халăхсем хушшинчи кунĕ. Ку уяв кĕрхи сулхăнпа хутăшскер тата çу кунĕ иртнишĕн тунсăхланăскер.  Çак кун пирĕнтен нумайăшĕ пĕр кăвайт пирки аса илет. Пирĕншĕн вăл çутă çулăмпа хĕрÿллĕн çунса тăрать, чĕресене сÿнме памасть, пурнăç çулĕпе пыма пулăшать. 
Мускав облаçĕн Çурçĕр хĕвел анăçĕнче авалхи лăпкă Волоколамск хули. Çакăнта вырнаçнă та пирĕн тĕп кăвайт,  куç курманнисен реабилитаци центрĕ.
Тараватлă çуртăн стенисем хушшинче чăннипех те тăван çуртри евĕр   ирттернĕ вăхăтсене хумханса та пăлханса аса илетĕп.
Кунта эпĕ пурнăç çине урăхларах пăхма пуçларăм, йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентĕм, тĕттĕмлĕхрен хăрама пăрахрăм. Вăйлăрах пулма мана центрти преподавательсем пулăшрĕç, вĕсем – ырăран та ырă чунлă çынсем, Турă пилленĕ вĕрентекенсем. Центр ĕçченĕсем мана туяпа çÿреме, Брайль мелĕпе çырма, япала çума, утюгласа  якатма, тÿме çĕлеме, хама валли ансат çимĕç хатĕрлеме вĕрентрĕç.  Пĕтĕмлетсе каласан, мана  хама тĕллĕн пурăнма хăнăхтарчĕç. Астăватăп-ха пĕрремĕш хут çĕр улмие алăпа хыпашласа куçĕсене хăвармасăр тасатнине. Куççуль витĕр пулсан та – вĕренсе çитрĕм.
Хамăрăн вĕрентекенсене эпĕ ырăпа аса илетĕп. Николай Копытин пачах курманскер – Брайль мелĕпе,  Ирина Лосева – ориентировкăпа, Людмила Кадар – домоводствăпа вĕрентетчĕ. Ольга Малышева психолог пирĕн чун-чĕрене сиплетчĕ. Татьяна Волкова вара пирĕн воспитательччĕ. Центрта икĕ уйăх çурă пулнă вăхăтра вĕсем яланах пирĕнпе юнашарччĕ, пире ăнланса пулăшса пыратчĕç, йăнăшсене асăрхаттарса тÿрлетме пулăшатчĕç. Уйрăмах малтанхи вăхăтра куç курман хамăр пек çынсем хушшинче пулма йывăрччĕ. Кашниех хăйĕн ыратăвĕ пирки каласа кăтартать, ăна итлетĕн те вара çыннăн ыратăвне чун патне илетĕн. Эпир пĕр-пĕрин патнерех пулма тăрăшаттăмăр, хамăрăн йывăрлăха ыттисенпе танлаштараттăмăр. Халĕ çав иртнĕ вăхăта ăшă кулăпа аса илетĕп. Эпир хамăр суккăрлăхра ÿсрĕмĕр, кăштах вăй-хăват хушрăмăр. Тепĕр тесен ытти çынсем хушшинче вара хамăр вăйсăрлăхпа, йăнăшсемпе кăшт уйрăлса тăратпăр эпир.
Кăçал Волоколамскри центр 60 çул тултарчĕ. Енчен те пĕр вĕренÿ çулĕнче çак центр вăтамран 250 çынна вĕрентет пулсан, шутласа пăхăр-ха, 60 çул хушшинче миçе çынна хăйсем патне хăнана йышăннă. Çавна май куç курман пиншер çын ура çине тăнă, çухалса каяссинчен хăтăлнă, пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă.
Çак центр вара хăйĕн ĕçне самай маларах, 1963 çулта Шупашкарта пуçланă.  Ун чухне ăна суккăррисен ĕçлеслĕхне тавăрассин шкулĕ («ШВТС») тенĕ. Ăна Кăнтăр поселокĕнче ВОС-ăн вĕренÿпе производство предприятийĕпе юнашар тунă. Василий Васильевич Польский пĕрремĕш ертÿçĕ пулнă. Вăл – вăрçă хирĕ витĕр тухнă танкист. Ноябрĕн 7-мĕшĕнче Хĕрлĕ площадьрен фронта хăйĕн танкĕпе тухса кайнă. Киле вара аманса сĕм суккăр таврăннă. Ăна, пачах та курман çынна, шкула ертсе пыма çăмăл пуман. Василий Васильевич вара, вăрçăра хурçă пек хĕрсе çирĕпленнĕскер, йывăрлăхран хăраман. Ăна лайăх куракан икĕ хĕрарăм пулăшса пынă: Нина Павловна мăшăрĕ тата унăн аппăшĕ Анна Павловна Бельская. Анна Павловна çинче çак шкулти вĕренÿ пайĕ пулнă. Ку шкул Шупашкарта 1976 çулччен ĕçленĕ. Хыççăн вара ăна Волоколамск хулине куçарса кайнă. Шкулпа пĕрлех Польскийпе Бельскийсен туслă çемийсем те куçса кайнă. Унта вĕсем реабилитаци центрне çĕнĕ вырăнта ĕçлеттерессишĕн тăрăшнă. Строительствăпа кадрсем хатĕрлес ĕçсем икĕ çула тăсăлнă. 1978 çулхи февраль уйăхĕнче пĕрремĕш воспитанниксем вĕренме пуçланă. Василий Васильевич центрта пенсие тухиччен, 1985 çулччен, ĕçленĕ. Унтанпа нумай шыв юхнă. Реабилитаци центрĕ вара çав-çавах куç курман çынсене йывăр пурнăçра пулăшса пырать. 
Мĕншĕн-ха эпĕ çакăн пирки хаçат çине çыратăп? Куç курман çын çак  статьяпа паллашнă хыççăн куç курманнисен обществине килессе тата Волоколамскри реабилитаци центрне лексе пурнăçра хăйĕн вырăнне тупасса шанатăп. 
Сăмаха вĕçленĕ май куç курман ĕçтешсене çитсе килекен Куç курманнисен халăхсем хушшинчи кунĕпе саламлатăп. Пирĕн йывăрлăха аякка сирмен çынсене пысăк тав сăмахĕ калатăп. 
 
Вячеслав ПАГЕЕВ, куç курманнисен организацийĕн  Муркашри уйрăмĕн пайташĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4