«Хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси - тĕп задача»
Категория: Главные новости
Опубликовано: 10.11.2023, 15:40
Просмотров: 291
Паян Раççейре Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунне паллă тăваççĕ. Пирĕн округри полици сотрудникĕсем хăйсен професси уявне мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илеççĕ? Çакăн пирки РФ Шалти ĕçсен министерствин Муркаш район пайĕн ертÿçипе Михаил Мясников полици подполковникĕпе сăмах пуçартăм.
– Михаил Мефодьевич, каласа парăр-ха, тархасшăн, Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕн кунне мĕнле кăмăлпа тата кăтартусемпе кĕтсе илетĕр?
– Ĕç çине куçиччен маларах эпĕ хамăрăн професси уявĕпе пирĕн коллектива тата шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсене саламлатăп. Ĕçтешсене ума лартнă задачăсене пурнăçласа пынăшăн, пĕр командăра тĕллевлĕ вăй хунăшăн тав сăмахĕ калатăп. Ветерансене вара пирĕн ĕçри ырă йăласене йĕркелесе янăшăн, куллен кирлĕ сĕнÿ-канашпа пулăшнăшăн тав тăватăп. Пурне те çемьере ырлăхпа тăнăçлăх, çирĕп сывлăх сунатăп, профессире ăста специалист пулма сĕнетĕп.
Хыçа юлнă вунă уйăхри ĕçе тишкерсен кăçал ку тапхăрта пирĕн коллектив наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă преступленисене пĕлтĕрхинчен чылай нумайрах, пурĕ 13, тупса палăртма пултарнине каламалла. Апла пулсан пысăк хăрушлăха сиртĕмĕр. Ку вăхăта чылай факта уçса пама ĕлкĕртĕмĕр. Каласа хăвармалла, наркотиксен пысăк партийĕсене тытса илнĕ, чи пысăкки, сăмахран, 4 кг яхăн тайнă. Ку енĕпе ĕçе эпир республикăри наркотик çаврăнăшĕн контролĕпе ĕçлекен управлени сотрудникĕсемпе пĕрле йĕркелесе пытăмăр.
Пирĕн муниципалитет округĕн территорийĕпе федераци трасси иртни те хăйĕн витĕмне кÿрет. Çавăнпа вырăнта пурăнакансен те наркотик пирĕн тăрăхра ан пултăр тесен тимлĕхе çухатмалла мар, хăрушлăх пуррине курсан е сиссен полицине пĕлтермелле.
– Калаçăва эсир чăнах та çивĕч темăран пуçăнтăр. Тата мĕнле преступленисем çинче уйрăммăн чарăнса тăнă пулăттăр?
– Ют пурлăха вăрлани унчченхинчен чакнине каласа хăвармалла. Обществăлла вырăнсенче, урамра пулса иртнĕ преступленисем сахалланчĕç. Çул çитменнисем преступлени туни пулман. Кунта профилактика ĕçĕн витĕмĕ пуррине палăртмалла.
Ку тапхăрта çынна вĕлернĕ икĕ факт пулнине регистрациленĕ – уйрăмах йывăр преступлени шутланать.
Çул-йĕр çинче инкексем нумайланнă, вĕсенче суранланнисен тата вилнисен шучĕ те пĕлтĕрхинчен ÿснĕ. Инкексем ытларах чухне водительсем хăвăртлăх режимне пăхăнманнипе, транспорт хатĕрĕпе хирĕç килекен транспорт речĕ çине тухнипе тата çул çинче çуран çÿрекенсем ÿсĕр е правилăна пăхăнманнипе пулса иртнĕ.
Çавăнпа та çул-йĕр ÿсĕр çынна тата хăрушсăрлăх правилисене пăхăнманнисене килĕштермест тесе калама пулать. Хальхи вăхăтра çуран çÿрекенсен пурин те тумтир е сумка çинче çутта каялла сирекен япала е хăю пулмалла.
– Михаил Мефодьевич, çапах те ултавлă ĕçсем пирки те каласа хăварма ыйтасшăн.
– Интернетпа усă курса тата çынна хăйне курмасăрах банк карттисем çинчен укçа вăрланă фактсем пирĕн муниципалитет округĕнче кăçал эпир пурĕ 32 регистрацилерĕмĕр. Кăçалхи вунă уйăхра Муркаш округĕнче пурăнакансем ултавçăсене куçарса панă тата ултавçăсем вĕсен счечĕсем çинчен вăрланă сумма 7 млн тенкĕ патне çывхарать.
– Ку питĕ пысăк сумма. Ултавçăсем ытларах мĕнле майсемпе усă кураççĕ?
– Ытларах сарăлнисем çаксем: ултавçăсем банк сотрудникĕ е право сыхлав органĕсен сотрудникĕ тесе шăнкăравласа çыннăн ячĕпе пачах та урăххи кредит илме пуçланă тесе улталаççĕ, ватăрах çынсем патне вĕсен çывăх çынни çул-йĕр çинчи инкеке лекнĕ те ыйтăва татса пама укçа кирли çинчен пĕлтереççĕ, Интернетра тавар туянакана укçине маларах куçарса пама ыйтса ăна укçасăр тата таварсăрах хăвараççĕ, теприсене инвестици счечĕпе укçа вклачĕ уçса пысăк сумма ĕçлесе илме май пуррипе илĕртсе улталаççĕ, тĕрлĕ социаллă сетьри аккаунтсене çĕмĕрсе çыннăн унти юлташĕсене укçа куçарса пама ыйтаççĕ.
Тĕслĕхрен, Мăн Сĕнтĕр тăрăхĕнче пурăнакан арçын патне унăн счечĕ çинчен ют çын укçа куçарма тытăннине пĕлтернĕ. Çакна пÿлмелле тесе счет çинчи укçана çĕнĕ счет уçса унта куçарма каланă. Арçын ĕненсе ултавçăсене 184 пин тенкĕ куçарса панă. Тепĕр арçынна улталаса ултавçăсем 1 млн та 700 ытла пин тенкĕ хăйсен кĕсйине чикнĕ.
Инвестицирен тупăш илме май пур тесе улталанă хĕрарăмăнне 2 млн та 700 ытла пин тенкĕ вăрланă.
Тĕслĕх нумай илсе кăтартма пулать. Шел пулин те, çынсем пысăк суммăсем çухатаççĕ. Çавăнпа та тепре асăрхаттарса хăваратăп: банк сотрудникĕсем те, полици е ФСБ сотрудникĕсем те кун пек ыйтупа çынсем патне шăнкăравламаççĕ, нимĕнле реквизит та ыйтмаççĕ. Асăрханмалли чи ансат меслет вăл – палламан çынсемпе телефонпа калаçмалла марри тата пĕлмен номертен шăнкăрав килнĕ чухне хуравламанни. Кунпа пĕрлех банк карттин даннăйĕсене, реквизитсене никама та пĕлтермелле маррине яланах асра тытмалла.
– Тавах асăрхаттарушăн. Çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме коллективра сотрудниксем çителĕклĕ-и?
– Çынсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси, паллах, пирĕн тĕп задача. Çак тĕллевпе тăрăшатпăр та ĕнтĕ. Çапах та коллективра вакансисем пур, вăл шутра офицер должноçĕсем те. Сăмахран, следстви, дознани уйрăмĕсенче. Çирĕп кăмăллисене пирĕн пата ĕçлеме чĕнетпĕр. Шалти ĕçсен пайне килсен тĕплĕн каласа ăнлантаратпăр.
– Сире тата сирĕн коллектива, халăхра каланă пек, Полици кунĕпе саламлатпăр. Умри пур задачăна та пурнăçлама пысăк вăй-хăват сунатпăр.
– Тавтапуç.
Наталия НИКОЛАЕВА.
Сăн ÿкерчĕкре: шалти ĕçсен пайĕн пуçлăхĕ Михаил Мясников подполковник.
Добавить комментарий