Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе республикăра октябрĕн 28-мĕшĕнче Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тунă çынсене асăнмалли кун иртет. Асăну кунĕнче «Культура» наци проекчĕ шайĕнче хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсене халалласа Куславкка тăрăхĕнчи мемориалта çĕнĕ музей уçăлать.
Пирĕншĕн вăл вăхăтри кашни самант пĕлтерĕшлĕ. Хÿтĕлев чиккисене Чăваш Енре 1941 çулхи ок- тябрĕн 28-мĕшĕнче тума пуçланă. Çав кунран тытăнса Патшалăх оборона комитечĕн 1941 çулхи октябрĕн 16-мĕшĕнчи хушăвĕпе 17 çултан аслăраххисене мобилизацилеме тытăннă. Халăх комис- сарĕсен канашĕпе ВКП(б) Чăваш обкомĕн уйрăм ларăвĕнче «Об организации и проведении работ по возведению на территории Чувашской АССР Сурского и Казанского рубежей» вăрттăн йышăну тунă.
Тăшман Мускав хулине илес пулсан, хÿтĕлев чиккисем тăшмана Хусана кĕме чарса тăмалла пулнă. Çакă вăл пĕтĕм совет халăхĕн ударлă стройки пулса тăнă. Окопсен тăршшĕ 380 км, танлаштарма, республика территорийĕ çурçĕртен кăнтăралла 200 км кăна. Архив докуменчĕсем çак ĕç тапхăрĕ 45 куна тăсăлнине çирĕплетнĕ. Тĕрĕссипе вара мобилизаци пирки пĕлтернĕ вăхăтран тытăнса ĕç вĕçленни пирки Мускава хыпар яриччен 3 уйăх иртнĕ.
Ĕç хатĕрĕсем çитмен, 45 çын пуçне 1 лум тивнĕ. 40 градус сивĕре шăн çĕре таккама тивнĕ, вут хурса ăшăтса катнă. Кунсерен строительство ĕçне вăтамран 85 пин çын хутшăннă, хăш чухне ĕçлекенсен йышĕ110 пин çынна та çитнĕ. Çак вăхăтчен пирĕн республикăри нимĕнле стройка та çавăн чухлĕ çынна пухман. Танлаштарма вăрçă хыççăнхи пĕтĕм союзри икĕ стройкăна илсе пăхма пулать: «Химпром» тата Шупашкар ГЭС-ĕ. Чи хĕрÿ тапхăрта «Химпром» предприятие тунă çĕре – 14 пин таран, ГЭС тума 11 пин çын хутшăнни паллă.
12 çул хушшинче Шупашкар ГЭС-не тунă çĕрте 70 млн кубла метр çĕр чавнă. Çулталăка вăтамран 5,8 млн ытларах кубла метр тивет. Ку ĕçсене алăпа мар, йывăр техника тунă. Сăр хÿтĕлев чиккине тунă çĕрте вара алăпа 4,9 млн кубла метр çĕр чавса кăларнă. Республикăра 6 ВПС (военно-полевое сооружение) йĕркеленĕ. 1-мĕш ВПС-а Етĕрне, Сĕнтĕр, Советски, Элĕк районĕсем кĕнĕ. Ун чухне Муркаш уйрăм район пул- ман, çавна май ялсем ăçта вырнаçнине кура тĕрлĕ района кĕнĕ. Пирĕн тăрăх кĕрекен 1-мĕш номерлĕ ВПС-ăн 24540 çуран çынна, утпа ĕçлекен 1900 çынна явăçтармалла пулнă. Вĕсен хăйсемпе пĕрле 12400 кĕреçе, 710 катмак, 910
лум, 570 кувалда, 1225 савăл, 1220 платник пуртти, урлă касмалли 300 пăчкă, тăрăхла касмалли 1283 пăч- кă, 510 мăлатук, 245 ийĕ хатĕрлесе илсе каймалла пулнă. Çаксем йăлтах пĕр участок валли кăна.
Сăр рубежĕ Сăр улăхĕ çумĕпе Етĕрне районĕнчи Засурье ялне, Хĕрлĕ Чутай ялĕнчи Пантьăка, Улатăр районĕнчи Сăр Майданне, Улатăра Ульяновск чикки таран çыхăнтарнă. Çакăн тăршшĕ 80 км пулнă.
Истори страницисене уçма вара Чăваш патшалăх истори архивĕ пулăшать. Окоп чавма каякансене кашни колхозăн апат-çимĕçпе тивĕçтермелле пулнă. Пĕр протоколтан илсе кăтартатăп. Калайкас- си ял Советĕнчи «Ударник» колхоз правленийĕ 1941 çулхи январĕн 7-мĕшĕнчи лару протоколĕнче çап- ла çырнă: «Сăрă шу хĕрне ĕçлеме каякан рабочисем валли аш çук пирки фермăра 1 ĕне браковать тума йышăнас, вĕсене 1 кг аш 10 тенкĕпе памалла тăвас. Эвакуированнăйсене ыраш 1 кг 3 тенкĕпе, паранкă 1 кг 1 тенкĕпе парас. Сĕт марясемшĕн те, колхозниксемшĕн те пĕр хакпа – 5 тенкĕпе».
Архив документĕнче палăртнă тăрăх, çак строительствăра ĕçлекен çынна пĕр кунта 80 гр аш, 100 гр кĕрпе памалла пулнă. Анчах та нормăпа пăхнă çимĕç пурне валли çитмен, килте мĕн пур, çавна илсе кайнă. Аса илÿсем тăрăх килтен илсе тухнă çимĕç хăшĕн-пĕрин, çулĕ вăрăм пулнипе, çул çинчех пĕтнĕ. ЦК ВКП(б) пропагандăпа агитаци управленийĕн ертÿçине тăратнă докладнойра çапла çырнă: «Многие из них к месту работы сделали более 100 км путь».
Архиври пĕр çырăва илсе кăтартас килет. «Анне, эсир мана текех кураймăр пулĕ, эпĕ те сире. Çипуç, çĕр улми ярса парăр-ха. Çынсем окоп чавнă чухне малтан та вилни пулнă...». Çакна хушса хăварам, çав ĕçе хутшăннă çынсемпе мана та маларах тĕл пулса калаçма тивнĕ. Çынсем сивĕпе кÿтсе, выçса вилнисем пулнă, хăшĕ çул çинче шăнса ларнă.
Мемеккассинчи Татьяна Андреевна учительница халĕ çут тĕнчере çук ĕнтĕ, унăн çутă сăнарĕ вара ман умра. Вăл каланă тăрăх, вĕсене институтра вĕреннĕ чухне çири тумпа кăна окоп чавма илсе тухса кайнă. «Тăвăнса çитнипе куçран куççуль тумлатса, алăсене чĕтретсе киле çыру çыратăп. Мана хирĕç çыракан çук, тăхăнмалли, çимелли ярса паракан никам та çук. Вилсе пĕтнĕ пулĕ тетĕп... Ĕç пĕтичченех ĕçлерĕмĕр. Киле чĕрĕ çитессĕн туйăнман, чирлесе кайрăм, урасем утми пулчĕç, çул çинче пире лартса килекен пулчĕ. Шăнса кÿтнĕскер, выçса çитнĕскер, шăл çыртса утса яла çитрĕм. Тăван кил алăкне уçма та хăратăп, никам та юлман пулĕ тетĕп. Алăка уçрăм та кăшкăрса макăрса ятăм...». Çапла пулнăччĕ унăн аса илĕвĕ.
Предприятисен окопсенче çирĕплетÿсем тума тĕрлĕ материалпа тивĕçтермелле пулнă. Тĕслĕхрен, Чувашстройтрест организаци 500 штук тимĕр бетон шлепке хатĕрлеме хушу илнĕ.
Окоп чавас ĕç вĕçленнĕ май, ВКП(б) обком бюровĕ СССР оборона патшалăх комитетне «О предоставлении правительственных наград лучшим участникам, проявившим подлинные образцы трудового героизма на оборонительных рубежах» ходатайствăпа тухнă. Унта 50 çын ятне кĕртнĕ. Вăл шутра Ярославка ялĕнче 1918 çулхи майăн 13-мĕшĕнче çуралнă Мария Никифоровна Хозикова ячĕ те пур. Окоп чавас ĕçе вăл малтанхи кунсенче пуçăннă та мĕн вĕçленичченех ĕçленĕ. Ял Совечĕн депутачĕ бригадăри ĕçченсемшĕн ырă тĕслĕхре пулнă. Пĕр кунхи ĕç нормине вăл 250 процент пурнăçланă. Ăна 1942 çулхи октябрĕн 2-мĕшĕнче Ленин орденĕпе чысланă.
Хÿтĕлев чиккисем 1942 çулхи январĕн 20-мĕшĕ валли хатĕр пулнă. Январĕн 21-мĕшĕнче 12-мĕш Çар управленийĕн ертÿçи Леонюк, Совнарком ертÿçи Сомов, обком секретарĕ Чарыков шалти ĕçсен нар- комĕ Л. Берий ячĕпе телеграмма янă. Унта çапла çырнă: «Задание ГКО по строительству Сурского оборонительного рубежа выполнено в срок и на отлично. Объем вынутой земли – 3 миллиона ку- бических метров. Отстроено 1600 огневых точек, 1500 землянок, 80 окопов с ходами сообщений». Ру- бежăн Хусанти пайне тепĕр пилĕк кунтан вĕçленĕ.
Вăрçă историйĕ аяккарах та аяккарах юлса пырать. Унта хутшăннисем, çав синкерлĕ вăхăта чăтса ирттернисем пирĕн хушăра сахаллансах пыраççĕ. Тури чăвашсен музейĕн ĕçченĕсем пĕлтернĕ тăрăх, Муркаш муниципалитет округĕнче окоп чавас ĕçе хутшăннă ултă çын пурăнать, вăл шутра – Вера Павлова.
Хăй пирки вăл çапла каласа кăтартать: «Эпĕ 1924 çулта Элĕк тăрăхĕнчи Питĕшкассинче çуралтăм, Йÿçкасси ялĕнче 1950 çултанпа пурăнтăм. Халĕ Муркашра хĕрĕм патĕнче, кĕçĕн ывăлпа пĕрле. Атти-апи 11 ача çуратнă. Халĕ эпĕ тăвансенчен пĕчченех юлтăм пулĕ тесе шухăшлатăп.
17 çула кайсан Сăр шывĕ хĕррине окоп чавма ячĕç. Пирĕн ялтан хĕрсем нумаййăн кайрăмăр. Ĕçленĕ вăхăтра Чартакан ялĕнче хваттерте пурăнтăмăр. Вырăнĕ çитместчĕ, урайĕнче юнашар-юнашар çывăраттăмăр. Килтен çĕр улми, купăста илсе кайнине астăватăп. Колхоз хăй те чухăн пулнă, мĕн пулнă пулĕ пире валли парса ямалли. Кил хуçи ирех тăрса мĕн пуррипе апат пĕçеретчĕ, çисе каяттăмăр. Каçхине вара çимелли пурин валли çитместчĕ, выçăллах кĕрсе выртаттăмăр. Кăмака çумне япала çакма пурин валли вырăн çитместчĕ.
Салтака кайман арçынсем лумпа такканă катăксене алăпа йăтса утаттăмăр, хамăр та таккаттăмăр. Пĕтĕм вăйпа аяккалла утмаллаччĕ, унсăрăн каялла анчах кусса анать. Çĕр шăтăкне кăмака пек туса тар хуратчĕç, вутăпа чĕртсе сирпĕтсе яратчĕç. Шăн муклашкасем çын пуçĕ çине ÿкнипе çынсем вилни те пулнă. Кашни яла чавма уйрăммăн виçсе паратчĕç. Камăн çăм тăла пулнă, ытлах аптăраман, пир йĕмлисем шăнса кÿтетчĕç. Атте пулнă пирки эпĕ çăпата тума пĕлмен.
Сăр хĕрринчен нушаланса пурăннă хыççăн Çĕмĕрлене вăрман касма кăларса ячĕç. Унтан Вăрнара каякан çул тунă çĕрте, хыççăн торф кăларнă çĕрте ĕçлерĕм».
Роза ИЛЛАРИОНОВА.
Сентябрь 2026 |
