Евгений ОРЛОВ, Турай территори пайĕн пуçлăхĕ:
– Турай ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче, кăçалтанпа территори пайĕн пуçлăхĕнче улттăмĕш çул ĕçлетĕп. Ку тăрăхрах çуралса ÿснĕ, кунтах пурăнатăп. Çавăнпа та ялсенче пурăнакансен кулленхи ыйтăвĕсем, проблемисем маншăн ют мар. Паллă ĕнтĕ, ял çыннин ыйтăвĕсем вĕсем яланах пулнă, малашне те пулаççех. Апла пулин те юлашки çулсенче çынсене чылайранпа канăç паман ыйтусене татса парассипе тĕллевлĕрех ĕçлесе пыма тытăннине те палăртасах пулать.
Акă «Муркаш – Турай – «Сура» автомобиль çулĕн пирĕн территорипе иртекен участокне юсасси пирки калаçу хăçантанпа тăсăлман пулĕ. Анчах та ĕçĕ вырăнтан ниепле те тапранайманччĕ. Кăçал вара пăр вырăнтан тапранчĕ темелле: асăннă çул çинче «Хăрушлăхсăр пахалăхлă çулсем» наци проекчĕ шайĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем туса ирттерчĕç, çырма урлă каçнă тĕлти дамбăна çĕнĕрен турĕç, асфальт пĕр километра яхăн сарчĕç. Тинех халĕ икĕ муниципалитет округне – Муркашпа Етĕрне округĕсене тĕпрен юсанă тÿрĕ те тикĕс çул çыхăнтарма тытăнать. Мĕншĕн тесен асăннă çул çинче пирĕн территорипе иртекен участокра капиталлă юсав ĕçĕсем çитес çул малалла тăсăлаççĕ.
Вăраха кайнă татах тепĕр ыйту та пур пирĕн тăрăхра. Ăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра пурăнакансемпе тÿрĕ лини ирттернĕ чухне те çĕкленĕччĕ. Сăмах Мăн Токшик ялĕнче автомобиль çулĕ тăвасси пирки.
Хурав панă тăрăх, республика Министрсен Кабинечĕн 2022 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчи 793-мĕш номерлĕ «О республиканской адресной инвестиционной программе на 2023 год и плановый период 2024 и 2025 годов» йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Муркаш муниципалитет округĕн территорийĕнчи Мăн Токшик ялĕнчи автомобиль çулне 2024 – 2025 çулсенче тума палăртнă. Çавăнпа та ку ялта пурăнакансен ыйтăвĕ те çитес çулсенче пурнăçланатех тесе шанас килет. Мĕншĕн тесен çав тĕллевпе 2024 çул валли те, 2025 çул валли те республика бюджетĕнчен мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ уйăрассине палăртса хунă ĕнтĕ.
Хальхи вăхăтра вырăнсенчи инфраструктурăна аталантарма, хăтлăх ĕçĕсем туса ирттерме çĕршыв тата республика шайĕнче тĕрлĕрен программăсемпе проектсем туса хатĕрленĕ, вĕсем анлăн пурнăçа кĕрсе пыраççĕ. Шăпах вĕсене хутшăнни май парать те ку енĕпе ăнăçлăрах ĕçлесе пыма.
Çынсене канăç паман вырăнти сахал мар ыйтăва татса парассипе республикăн пуçарулăх бюджечĕн программи пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Пирĕн тăрăхра та çапла майпа çынсем хăйсем те хутшăннипе урам çулĕсене йĕркене кĕртме тăрăшатпăр, шыв пăрăхĕсене çĕнететпĕр, ытти хăтлăх ĕçĕсем туса ирттеретпĕр.
Çапла майпах пĕлтĕр Анаткасси ялĕнчи Орлов урамĕнче çула юсаса йĕркене кĕртме май килчĕ. Подрядчик – Алевтина Николаева уйрăм предприниматель строителĕсем юсав ĕçĕсене 2 млн та 200 пин тенкĕлĕх ытла туса ирттерчĕç. Кунсăр пуçне тепĕр проектпа Мăн Токшик ялĕнчи Новая, Школьная тата Клубная урамсенче шыв сечĕсене юсанă. Ĕçсене «Техноэнергокомплект» чикĕллĕ яваплăхлă общество пурнăçларĕ. Кунта та ĕç калăпăшĕ пĕчĕкех пулмарĕ, 2 млн та 367 пин тенкĕпе танлашрĕ. Çавăн пекех пуçарулăх мелĕпех Уйкас Турай ялĕнче пурăнакансем ялта ача-пăча вăйă площадки йĕркелес шухăшлă пулнăччĕ. «Романа» ООО ĕçсене 518 пин тенкĕлĕх туса ирттерчĕ. Халĕ ялта ачасен кану вырăнĕ пур ĕнтĕ.
Асăннă программăна хутшăнсах 2020 çулта Уйкас Турайра, 2021 çулта Тушкассинче шыв уçламалли башньăсене çĕнетме май çитертĕмĕр. Çапла вара çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе лару-тăру лайăхлансах пырать.
Кăçал пурнăçа кĕртмелли проектсем пирĕн территори пайĕнчен республика комиссине иккĕ сĕннĕччĕ. Иккĕшĕ те конкурс тĕрĕслевĕ витĕр тухрĕç. Çапла вара Анаткасси ялĕнчи Октябрьская урамра шыв уçламалли узел йĕркелеме май килчĕ. 1 млн та 400 пин тенкĕлĕхе яхăн ĕçсене «БИРСА» ООО туса ирттерчĕ.
Çавăн пекех кăçалах пуçарулăх мелĕпе тепĕр проектпа Тушкасси ялĕнчи Мартынов, Новая, Володарски урамĕсенче çула вак чул сарса хытарма, çул урлă каçмалли вырăна çирĕплетме палăртнăччĕ. Аукционпа ĕçсене 4 млн та 460 пин тенкĕлĕх ытла пурнăçлама пăхнăччĕ. Шел пулин те, подрядчик – «АВТОДОР» ООО хăйĕн тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçлаканскер пулмарĕ. Çавна май палăртнă ĕçсем пурнăçа кĕмесĕрех юлчĕç. Çавăнпа та асăннă ялти çул юсавĕн проектне çитес çул пурнăçа кĕртме май пуласса шанатпăр.
Çынсене ĕçмелли шывпа тивĕçтерессипе хальхи вăхăтра республика программи те пур. Ку тĕлĕшпе Чăваш Республикин «Модернизация и развитие сферы жилищно-коммунального хозяйства» патшалăх программин «Модернизация коммунальной инфраструктуры на территории Чувашской Республики» хушма программи пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Шăпах унта хутшăнса çитес çулсенче Мăн Токшик ялĕнчи Ленин урамĕнче пурăнакансен шыв ыйтăвне татса парас тетпĕр. Хальхи вăхăтра шыв пăрăхĕ тума проект хатĕрлес ĕçсем пыраççĕ. Проекта хатĕрлесе çитерсе экспертиза тухсан ял урамне шыв кĕртсе пама республика программине лекме пулать. Мĕншĕн тесен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та ялта пурăнакансен шыв ыйтăвне татса парасси çине юлашки çулсенче пысăк тимлĕх уйăрать.
Кусем вĕсем укçа-тенкĕпе çыхăннă ĕçсем тейĕпĕр. Кунсăр пуçне хамăр пуçарулăха, активлăха тĕпе хурса куллен туса пымалли ĕçсем пирки те манмастпăр. Пирĕн тăрăхра 5 масар. Çуркунне шыв-шур типсенех субботниксем ирттерсе вĕсен территорийĕсене тасатса тирпейлеме тытăнатпăр. Хăтлăх ĕçĕсене çулталăк тăршшĕпех туса пыратпăр. Ял урамĕсем, обществăлла вырăнсем пирки манмастпăр. Ку ĕçре ялсенчи активистсем, старостăсем, çамрăксем пысăк пулăшу пулса тăраççĕ. Мăн Токшик старостине Юлия Евстафьевăна, Тушкасси старостине Федор Журавлева тата ыттисене ырăпа палăртса хăварнă пулăттăм. Тĕрĕссипе Тушкасси ялĕнчи çамрăксем уйрăмах активлăхпа палăрса тăраççĕ. Кирек епле ыйтăва та яланах пĕрле татса пама май çитереççĕ. Масар çинче те хăйсемех йĕрке турĕç, картине тытрĕç, хăрăк йывăçсене касса тирпейлерĕç.
Пĕрлехи мероприятисем, ял уявĕсем, спорт ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕнĕ. Турайра Питрав уявне, Мăн Токшикра Казански уявне çуллен ирттеретпĕр. Кун пек ял уявĕсене ытти çĕрте те ирттересси йăлана кĕрсе пырать. Уявсенче ĕçре палăрнисене, ватăсене чыслатпăр, çамрăксем спорт ăмăртăвĕсенче вăй виçеççĕ.
Паллă ĕнтĕ, кирек епле мероприяти ирттересси те хальхи вăхăтра укçа-тенкĕпе çыхăннă. Ку тĕлĕшпе пирĕншĕн спонсорсем пысăк тĕкĕ пулса тăраççĕ. Пирĕн территорире тĕреклĕ ял хуçалăх предприятийĕ – Суворов ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ пулни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унăн ертÿçи Алексей Воробьев пире нихăçан та пулăшусăр хăвармасть. Кунсăр пуçне Муркаш райпо канашĕн председательне Борис Андреева, уйрăм предпринимателе Сергей Цветкова, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисене Игорь Скворцовпа Андрей Васильева та вырăнсенче пурăнакансен ячĕпе тав сăмахĕ кăна каласшăн.
Пурте пĕлетпĕр, ятарлă çар операцийĕ пырать. Украина нацисчĕсемпе çапăçакан хамăрăн салтаксене пулăшассинчен Турай территори пайĕнче пурăнакансем те айккинче юлмаççĕ. Акă Турай клубĕн заведующийĕ Ирина Быркина тăрăшнипе çапăçусем пынă çĕре ăсатма маскировка сечĕсем çыхассине йĕркеленĕ. Турай шкулĕн директорĕ Юрий Герасимов сеть çыхакансене тĕрлĕ енлĕ пулăшупа тивĕçтерет. Сеть çыхмалли ятарлă станок шкул завхозĕ Николай Спиридонов ăсталаса панă. Маскировка сечĕ çыхма шкул ачисем те хастар хутшăнаççĕ. Çу кунĕсенче сетьсене шкултах çыхнăччĕ, халĕ вара ку ĕçе Турай клубĕнче малалла тăсаççĕ. Кунсăр пуçне продуктсем, тумтир, укçа-тенкĕ пухассине йĕркеленĕ. Май килнипе пурте пулăшма тăрăшаççĕ. Мĕншĕн тесен эпир пурте пĕлетпĕр – пирĕн салтаксем тĕрĕслĕхшĕн алла хĕç-пăшал тытса çапăçаççĕ. Çавăнпа та эпир çĕнтеретпĕрех. Пирĕн пулăшу вара çак çĕнтерĕве çывăхлатма пулăшĕ.
Кăларăма Владислав ШАПОШНИКОВ хатĕрленĕ.
Сентябрь 2026 |
