Ялта пурăнаканăн, кирек ăçта ĕçлесен те, тĕп шухăшĕ килти хушма хуçалăх çинчех. Ылтăн кĕркунне çитнĕ май вăл паян çăвĕпе пахчара туса илнĕ çимĕçе вăхăтра тирпейлĕ пуçтарса кĕртесси, ăна тупăшлă вырнаçтарасси, пуян тухăçпа тĕллевлĕ усă курасси пирки шухăшлать.
Эсир паянхи сăн ÿкерчĕкре пурнăçра хăйĕн вырăнне тупнă, тÿрĕ кăмăллă, ĕçĕпе ял çыннисем хушшинче ырă ят çĕнсе илнĕ вĕрентекене тата ăшпиллĕ наставника, нумай ача амăшне, тăван округ ятне çÿле çĕклекене, республикăра ырăпа палăракан ĕçчене Надежда Ивановăна куратăр. Вăл 1962 çулта Апчар ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă.
Çулсем иртнĕçемĕн хăш-пĕр çын час-часах сывлăх хавшани, чир-чĕр канăçсăрлантарни пирки сăмахлать пулсан, Тренккăра пурăнакан Надежда Лукинична вĕсен йышĕнчен мар. Пуян опытлă педагог пĕр ялта выльăх-чĕрлĕх ĕрчетсе пурăнаканпа та, уй-хирте тырă-пулă ÿстерекенпе те, трактор-машинăпа ĕçлекен механизатор-водительпе те, шкул хапхинчен вуншар çул маларах вĕренсе тухса пурнăçра пысăк ÿсĕм тунисемпе те, иртнĕ çул çеç шкул пĕтернĕ хыççăн институт-университета вĕренме кĕнĕ студентпа та, паян парта хушшинче ăс пухаканпа та пĕр чĕлхе тупса калаçма пултарать. «Манăн пурнăç шкулĕ çапла пулчĕ. Эпĕ яланах халăхпа пĕрле. Кунта вара пĕрне тиркесе теприне килĕштернине юратмаççĕ – кашнинпех пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле», – терĕ вăл хăйне ырă енчен палăртса сăмах хушнинчен аванмарланса.
Авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа аслăраххисем те, шкул ачисем те Ильинкăри вăтам шкулта ăна ăшшăн тав туса чĕрĕ чечек çыххисем панине курма питĕ кăмăллă пулчĕ. Эпĕ ăна пĕрремĕш кун мар палланăран тата унăн учитель тата директор ĕçне çывăх курса тăнăран çак савăнăçлă самант ман çумран йĕр хăвармасăр иртмерĕ...
Яла суйланă
Тăватă ачаллă çемьере Надя кĕçĕнни пулнă. Ашшĕ пурнăçран ир уйрăлнăран ачисене ура çине тăратасси, пурнăç çулĕ çине кăларасси пĕтĕмпех амăшĕн хулпуççийĕ çине тиеннĕ. Ял çыннисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман хĕрарăмăн пĕтĕм шанчăкĕ ачисем çинче пулнă. Çавăнпа амăшĕ вĕсене ачаллах ĕçпе туслаштарнă, унăн вăрттăнлăхĕсене вĕрентнĕ. Çапла вара Надьăн та аслисен çурăмĕ хыçĕнче пытанса ÿсме май килмен: ачаллах алла кĕрепле, сенĕк, кĕреçе, ÿсерехпе çава тытма тата кил хуçалăхри выльăх-чĕрлĕхпе кайăк-кĕшĕке пăхма тивнĕ. Аслăраххисенчен юлмасăр вырмара ĕçлени те, çамрăклах тулли михĕсем йăтни те уншăн паян суя сăмах мар.
Ачалăха тишкернĕ май, çулсенчи хĕрарăмăн пĕчĕккĕ чухне урамри тантăшĕсемпе шкулла выляни нихăçан та манăçмасть. Инçетри çав çулсенче вăл яланах никам сĕнмесĕр учитель рольне хăй çине илетчĕ: тантăшĕсене çырма-вулама, шутлама, сăвă пăхмасăр калама, учитель каланине итлеме вĕрентетчĕ. Çак суйлавра ялти шкул ачисене вĕрентме килнĕ тата кÿршĕре хваттерте пурăнакан Шуршăл хĕрарăмĕпе хутшăннин витĕмĕ те пулнах-тăр.
...Кун хыççăн кун иртет, çул хыççăн çул. Пурнăçăн çак йĕркипе пырса хĕр ача сисмесĕрех шкул çулне çитет, Апчарти пуçламăш шкулта ăнăçлă вĕреннĕ хĕрне амăшĕ 3 çултан Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкула вĕренме ярать. Пуçаруллă пулма хăнăхнăскер, çĕнĕ коллективра та часах хăйĕн вырăнне тупать вăл, пĕрле вĕренекенсем хушшинчи лидер пулса тăрать.
«Атте пулманран çимелли-тăхăнмалли те питех марччĕ манăн. Ку çитменлĕхе эпĕ тăрăшса вĕреннипе саплаштарма шутларăм. Хамран каярах юлса вĕренекенсене пулăшасси те маншăн ялан тĕп вырăнтаччĕ. Çапла вара лайăх паллăсемпе вĕренсе вуннăмĕш класа çитрĕм. Экзаменсене ăнăçлă тытса алла аттестат илтĕм», – аса илчĕ шкул çулĕсене Надежда Лукинична. Малалла вĕренес ĕмĕчĕ те пысăк пулнă. Анчах çемьере укçа-тенкĕрен кăртăнкă пулнăран 17 çулхи хĕр малтанах ĕç çулне суйласа илет: пĕр çул Шупашкарти резинăпа техника изделийĕсем кăларакан Чапаев ячĕллĕ заводра ĕç практики илет.
Заводра ĕçлесе те вĕренес ĕмĕт çухатманскер, çулталăкран И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтне пуçламăш классен вĕренĕвĕн педагогикипе методики факультетне вĕренме кĕрет. Пĕрремĕш кунранах тăрăшса пĕлÿ пухма пуçланă хĕр стипенди илме те тивĕçет. Ку вара уншăн хушма тĕкĕ пулнă. Семестр хыççăн семестр лайăх паллăсемпе вĕçлесе 4 çул сисĕнмесĕрех иртсе каять.
Чунĕ Муркашах туртнă
Аслă пĕлÿ илнĕ çамрăк пикешĕн çĕнĕ пурнăç пуçланнă: вăл халĕ – чăн-чăн учитель. Институтра илнĕ пĕлĕве практикăра çирĕплетмелле. «З» паллă пулман дипломлă хĕре Шупашкарта хăварма та пултарнă, анчах ялта çуралса ÿснĕскер, унталлах туртăннă. Çапла вара Апчар хĕрĕ ĕç валеçĕвĕпе Юнкăри вăтам шкула лекет. Çав вăхăтра Ильинкăри вăтам шкулта та пуçламăш классене вĕрентекен васкаварлă кирлĕ пулса тухать те çиччĕ виçсе пăхнă хыççăн пуçлăхсем Надьăна тăван ене ĕçлеме куçараççĕ.
– Халăхра çапла калани пур: ăçта çуралнă – çавăнтах кирлĕ пулнă. Ку каларăша эпĕ хам çинченех каланă пулĕ тесе шутлатăп. Тăван енре ĕçлеме пуçларăм та çĕнĕ туссем тупрăм, кунтах çемье çавăртăм, тăватă ача çуратса ÿстертĕм. Çак çула мана Турри хăй панă пулĕ тесе шутлатăп. Çавăнпа та ун тăрăх тикĕс утассине пĕрремĕш кунранах хам пурнăçăн никĕсĕ туса хутăм, – лăпкăн калаçать 40-мĕш вĕренÿ çулĕ пуçланă Надежда Лукинична.
Кунта çитсен эпĕ хамăн пĕлĕшĕмĕн наставник ĕçĕ-хĕлĕ пирки сăмах хускатрăм. Ĕçе чунĕпе парăннă вĕрентекен хăй хыççăн çултан-çул ырă йĕр çеç хăварса пырать. Çапла вара Надежда Лукинична ăс панă яшсемпе хĕрсенчен 20-ĕшĕ ытла хăйсен пурнăçĕнче вĕрентекен çулне суйласа илнĕ. Пурнăçне шкул ĕçне халалланă вĕрентекен тата директор вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе те тăтăш паллашса тăма, вăхăтра кирлĕ сĕнÿсем пама вăхăт тупать.
1984 – 2010 çулсенче пуçламăш классене вĕрентессипе ырă енчен палăрнăскерне директорăн вĕрентÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ пулма шанаççĕ. 2011 çулта вара ăна шкул ертÿçин тилхепине тыттараççĕ. Йывăрлăхран хăраман хĕрарăм шанчăклăн ертÿçĕ ĕçне кÿлĕнет.
Професси ÿсĕмĕ
– Шкула эпĕ ачаллах юратнă. Çавăнпах пулĕ ÿсерехпе маншăн вĕренÿ те ăнса пынă. Çак юрату вĕрентекен ĕçне кÿлĕнсен те чакмарĕ. Ачасене ытларах тата тарăнрах пĕлÿ парасси мана пĕрремĕш урокранах кăсăклантарчĕ. Çапла вара хам туса пынă сăнавсемпе усă курса хамăн тепĕр ĕçтешĕмпе пуçламăш классене вĕрентнĕ чух ĕçлемелли ĕç тетрачĕ хатĕрлерĕмĕр. Çак ĕçе пурнăçа кĕртнĕ хыççăн мана «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ» ят пачĕç, – кăмăллăн калаçать Надежда Лукинична.
Сăмахăмăр професси ÿсĕмĕ çине кĕрсе кайнăран район, Чăваш Республикин Вĕренÿ министерствин Хисеп грамотисем çумне 2020 çулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕ те хушăннă. Тăрăшуллă директора вĕренÿ ĕçĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пысăк ÿсĕм тунăшăн кăçал Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн Тав çырăвĕпе чысланă. Вĕсене пăхмасăрах шкулта та, ялта та ыттисемшĕн ялан тĕслĕх пулса тăракан вĕрентекен хăйĕн тĕп ÿсĕмĕ тесе шкултан вĕренсе тухса пурнăçра тĕрĕс çул суйласа илнисем тесе шутлать. Вĕсем вара унăн йышлă. Паян нумайăшĕн ачисем, мăнукĕсем Ильинкăри вăтам шкула çÿреççĕ.
Çемье
Надежда Лукиничнăпа Николай Геннадьевич Ивановсем 4 ача çуратса ÿстернĕ. Вĕсем пурте Ильинкăри вăтам шкулта ăс пухнă. Пурнăç çулĕ çине тухса аслă пĕлÿ илнĕ. Ашшĕпе амăшне 2 мăнук парнеленĕ.
Ялта ырă тĕслĕх шутланакан ĕçчен мăшăр хăйсен тĕп ĕçĕнче (Николай Геннадьевич – водитель) тăрăшнисĕр пуçне килти хушма хуçалăхра та хастар. Вĕсем маларах çулсенче хăйсен килĕнче 2 ĕне, вăкăрсем тытнă, сыснасем усранă, кайăк-кĕшĕк ĕрчетнĕ. Вĕсен сад-пахчи пуян пулни те вăрттăнлăх мар. Картиш çимĕçне паян та йăлтах хăйсен тăрăшулăхĕпе туса илеççĕ вĕсем.
Йывăрлăх ĕçе парăнать, ĕçрех çамрăклăх упранать. Надежда Лукиничнăпа ирттернĕ тĕл пулура çак чăнлăха тепĕр хут çывăх ăнланса илтĕм. Пурнăç тулли пултăр тесен иртен пуçласа каçчен çичĕ хут тар юхтарса ĕçлемелле. Çавăн чухне çеç юратнă ĕçре те, тăван ялта пурăнакансем хушшинче те, округра-республикăра та, Раççейре те ырă ятлă пулăн. Ăна упрасси тата пуян опыта çамрăк ăрăва парса хăварасси – уйрăм сăмах.
Сентябрь 2026 |
