«Ачасем компьютерпа туслишĕн савăнатăп»

Категория: Главные новости Опубликовано: 05.10.2023, 15:55 Просмотров: 225

Волков Олег

Ялти учителĕн пĕлтерĕшĕ пысăк. Хăвăрт улшăнакан пурнăçра вăл туса ирттерекен ĕçе пĕр енлĕ хаклама çук. Унăн ĕçне ялсен малашлăхĕпе, çамрăк ăрăвăн пуласлăхĕпе çыхăнтарни тĕрĕсрех. Мĕншĕн тесен паян шкулта ăс пухакансем çĕнĕ технологисем вăй илсе пыракан пурнăçра ĕçлесе пурăнма хатĕрленеççĕ. Çавăнпа та ял малашлăхне шанакан учителĕн хăйĕн ĕçĕнче йăнăшма ирĕк çук. Ахальлĕн кашни пĕчĕк кăлтăк вуншар ача вĕренĕвĕпе пысăк калăпăша пухăнма пултарать. Ун хыçĕнче вара тăван ялпа хамăр юратнă округ малашлăхĕ, пурне те пĕтĕçтерекен республика тата Раççей аталанăвĕ тăрать. Çавăнпа та таса чунлă, ырă шанчăклă, çутă ĕмĕтлĕ, нумай пĕлме тăрăшакан ачасене çителĕклĕ те тарăн пĕлÿ илсе пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утма вĕрентесси – 21 ĕмĕрти вĕрентекенĕн тĕп тĕллевĕ. Çакăн пек пĕтĕмĕшле хурав пачĕ 30 çул Муркашри вăтам шкулта ĕçлекен Олег Волков (сăн ÿкерчĕкре) учителĕн паянхи обществăри вырăнĕ пирки сăмах хускатсан. Чей ĕçсе ларнă хушăри туслă калаçу вара пирĕн вăрăма тăсăлчĕ. Атте-аннесен пурнăçне, вĕрентекенсен çăмăл мар ĕçне, шкул ачисен тĕллевĕсене сÿтсе яврăмăр.

Атте нумай пĕлетчĕ

Муниципалитет округĕнчи шкулсенче ачасене информатика предметне вĕрентекенсен  пĕрлешĕвĕн ертÿçи, аслă категориллĕ учитель  Олег Константинович хамăр калаçăва ашшĕ-амăшĕнчен пуçларĕ. 

 – Пурнăçра пурте космонавт е Президент пулаймаççĕ. Анчах кашни çыннăн хăйĕн пурнăç  тилхепине тытма пĕлмелле, харпăр хăйĕн ĕçĕпе  ыттисемшĕн тĕслĕх пулмалла. Манăн аттепе анне – Константин Филипповичпа Римма Федоровна – çавăн пеккисен йышĕнченччĕ. Аслă пĕлÿллĕ специалистсем пулман пулсан та, çулсем иртнĕ май эпĕ вĕсене çамрăк ăрăвăн чăн-чăн наставникĕсем тесе хаклатăп. Вĕсем пире хăйсен тĕслĕхĕпе туслă пурăнма вĕрентнĕ, тивĕçлĕ пĕлÿ  илме пулăшнă, канаш пама пĕлнĕ, кирлĕ сĕнĕве те вăхăтра панă. Çур ĕмĕр ытла пурнăçăмра çаксем йăлтах вырăнлă пулнине халĕ хам куçпа куратăп. Атте ĕмĕрĕпех Муркашри «Сельхозтехника» пĕрлешÿ водителĕнче ĕçлерĕ. «25 лет без аварии» медаль илни те вăл мĕнле ĕçленине палăртать пулĕ. Хăйĕнчен çамрăк водительсене вăл пĕр турткаланмасăр пулăшни, çемьешĕн ялан çирĕп тĕкĕ пулни тата ялан нумай пĕлме тăрăшни паян та куç умĕнче. Унăн кирек епле ĕç пирки те, техника юсассипе те усăллă сĕнÿ çителĕклĕччĕ. Вăл нумай пĕлнинчен эпир тĕлĕнеттĕмĕр, ун пек пулма ĕмĕтленеттĕмĕр. Анне те Муркаш райповĕн сутуçинче ĕçленĕ май чылай çынна паллатчĕ, вĕсем пирки пире ыррине кăна каласа паратчĕ. Çапла вара нумай пĕлме тăрăшасси, ыттисене пулăшасси, çынна ырă çеç сунасси пирĕн ăшра ачаллах йăва çавăрчĕç. Марина йăмăкăмпа иксĕмĕр çакăн пек туслă çемьере çитĕннине паян Турă пулăшăвĕ тесе хаклатăп, – пуçларĕ хамăр калаçăва манăн пĕлĕшĕм.

Вăхăт хăйĕн уттипе пырать. Çапла вара çул çитсен Олег Муркашри вăтам шкулта пĕлÿ пухма пуçлать. Класра ачасем нумайччĕ, пуçлăхсен çемйинчисем те пурччĕ. Анчах арçын ача хăйне ыттисенчен катăк тытмарĕ. Пĕрремĕш класранах пĕлÿ çулĕпе çирĕппĕн утрĕ. Çапах ытти предметсенчен математикăпа физикăна тата вырăс чĕлхипе литературине, чăваш чĕлхипе литературине тĕплĕнрех вĕренме тăрăшрĕ. «Пурнăçра хăвăн çулна тупас тесен тăрăшса вĕренмелле, учительсене итлемелле, вĕсем каланине вăхăтра пурнăçламалла», – тенĕччĕ ăна пĕрремĕш класа ăсатнă чух ашшĕ. Çак сăмахсем уншăн шкулти ăнăçлă вĕренĕвĕн уççи пулчĕç. Ашшĕ-амăшĕн сăмахĕнчен иртмен арçын ача кашни урока тĕплĕ хатĕрленсе каятчĕ, библиотекăпа туслă çыхăну тытатчĕ, аслă юлташĕсен ăнăçу никĕсне те тишкерсех пыратчĕ. Çакă ăна вĕренÿре туллин ĕлкĕрсе пыма пулăшрĕ.

Компьютер

Çул хыççăн çул историе çырăннă май пурнăç улшăнсах пырать. Кунпа пĕрлех çамрăк ăрăвăн аталанăвĕ те пĕр вырăнта тăмасть. Тĕслĕх вырăнне Олег Константинович компьютер пирки сăмах хускатрĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче шкулта компьютер сăмах та пулман. Вăл мĕнлереххине тата унпа епле ĕçлемеллине шкул ачисем пĕлме те пултарайман. «Юмахчĕ ун чухне вăл пирĕншĕн. Тепĕр 10 – 15 çултан çак ăслă техника пире тыткăнлассине те никам ĕненмен. Анчах пурнăçри чăнлăх урăхла килсе тухрĕ», – калаçрĕ  вĕрентекен.

 – Пурнăç çапла улшăнасса ĕненмен пулсан та вăтам шкул хыççăн Чăваш патшалăх университечĕн физикăпа математика факультетĕнче ăс пухма епле шутларăн? Такам каланипе суйларăн-и çак çула? – кăсăкланатăп педагогран.

 – Шкул хыççăнах хама ĕçре тĕрĕслерĕм. Кайран вара хатĕрленÿ курсĕ урлă асăннă вĕренÿ заведенийĕн физмат факультетне вĕренме кĕтĕм. Компьютер мана çакăнта хăваласа çитрĕ. Факультетăн юлашки курсĕсенче пире компьютерпа паллаштаракан занятисем пулчĕç. Мана ку çĕнĕлĕх килĕшрĕ, интереслентерчĕ. Пĕрешкел шутлакан студентсемпе хушма занятисене çÿрерĕмĕр. Шалти туйăм ун чухнех ку çĕнĕлĕх малашлăхпа çыхăннине систеретчĕ, йăнăшмарăм, – пулчĕ хурав.

1993 çулта аслă пĕлÿ илнĕ вĕрентекен Муркаша, тăван шкула, таврăнать. Ăна математика, экономика тата информатика учителĕ пулса ĕçлеме йышăнаççĕ. Шăпах çав çулсенче вĕренÿ заведенийĕсенче те, ĕç коллективĕсенче те компьютер технологийĕ аталанма пуçларĕ. Университетра чухнех компьютер еннелле утăмланă учитель çĕнĕлĕхе килĕштерсе йышăнать, программăсен чĕлхипе кăсăкланма пуçлать. Çав çулсенчех шкула робототехника вĕрентĕвĕ çитет. Ку çĕнĕлĕх те Олег Константиновича айккинче хăвармасть. Компьютер технологийĕнче малашлăх пуррине ăнланса çамрăк педагог Чăваш Республикин Вĕренÿ институтĕнче компьютер программисемпе ĕçлеме квалификаци ÿстермелли курса çырăнать. Çакăн хыççăн вăл Муркашри вăтам шкулта вĕренекенсене информатика предмечĕпе ăс пама пуçлать. 

Конкурс çĕнтерÿçисем

Шкул ачисем те пурнăç кăларса тăратнă çĕнĕлĕхпе туллин кăсăкланма пуçлаççĕ. Çав çулсенче районта информатика предмечĕпе малтанхи конкурссем иртеççĕ. Çамрăк вĕрентекенĕн воспитанникĕсем те унта хутшăнса лайăх кăтартусем тăваççĕ. Çак вăхăтрах асăннă конкурссем (каярах вăхăтра – олимпиадăсем) ремпубликăра та вăй илеççĕ. Ку çĕнĕлĕх пуçаруллă учителе хăйĕн предмечĕпе тĕллевлĕрех ĕçлеме хистет. Çитменнине 1998 çулта унăн вĕренекенĕ информатикăпа республика конкурсне хутшăнма право çĕнсе илет. Унта вăл япăх мар кăтарту туни учителе татах тĕкĕ парать. Çакăн хыççăн Муркашри вăтам шкулта компьютерпа ĕçлеме вĕрентесси хушма вăй илет. 

Чĕрĕк ĕмĕр хушшинче Олег Константинович алли витĕр вуншар ача тухать. Вĕсем хушшинче 30 ача ытла республикăри олимпиадăсене хутшăнса çĕнтерÿçĕ е призер пулса тăнă.

– Ачасем олимпиадăсене хутшăнни лайăх-ха, анчах вĕсем хăйсен пурнăç çулне компьютер технологийĕсемпе çыхăнтарни мана ытларах савăнтарать. Манăн вĕренекенсем ку енĕпе аслă пĕлÿ илсе паян Раççейри тĕрлĕ хулара ĕçлеççĕ. Мускавра çеç пирĕн шкултан вĕренсе тухнă 20 ытла яшпа хĕр вăй хураççĕ. Вĕсемсĕр пуçне пирĕн выпускниксене Шупашкарти, Хусанти, Чул хулари, Санкт-Петербургри предприятисемпе организацисенче те курма пулать. Яла килсен вĕсем шкула кĕрсе тухни вара – маншăн чăн-чăн савăнăç, – паллаштарчĕ паянхи пурнăçпа информатика предмечĕ вĕрентекенсен округри пĕрлешĕвĕн ертÿçи. Ачасем информатика предметне юратнине вĕсем юлашки çулсенче унпа ЕГЭ суйласа илни те çирĕплетет. Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче çеç 11 «б» класра вĕренекенсем пурте майлах çак предметпа ЕГЭ тытнă. Тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнисем пурте аслă вĕренÿ учрежденийĕсене бюджет вырăнĕсене вĕренме кĕнĕ.

Олег Константинович çемьеллĕ. Унăн мăшăрĕ Лина Алексеевна Муркашри вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литератури вĕрентет. Вĕсен икĕ хĕрĕ – Владăпа Виктория – ашшĕн çулĕпе кайса пурнăçра информатика технологийĕсене суйласа илнĕ. Иккĕшĕ те паян Чăваш патшалăх университетĕнче ăс пухаççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4