Муркаш тăрăхĕнчи Дмитрийпе вăл ятарлă çар операциĕйнчен отпуска килсен курса калаçма тÿр килчĕ. Кĕрнеклĕ хул-çурăмлă салтак çирĕп кăмăллă, ĕçпе кăна калаçаканскер. Дмитрий Раççей çарĕнче контрактпа 2017 çултанапах службăра тăрать.
Мăн Сĕнтĕрти вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн вăл Мускаври химипе технологи профилĕпе аслă пĕлÿ паракан институтра ăс пухнă. Хыççăн вара призывпа Раççей çарне кайнă, учебка хыççăн Абхазири çар чаçĕнче службăра тăма пуçланă.
«Срочка вĕçленсе пыриччен контракт килĕшĕвне çыртăм. Аннене пĕлтернĕ хыççăн ĕненмерĕ, контракта эпĕ апрелĕн пĕрремĕшĕнче çырнă-çке. Шăпах çавăнпа шÿтлетĕп тесе шухăшланă вăл. 2020 çулта контракта тепĕр виçĕ çуллăха тăсса çыртăм. 2022 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче эпир перрон çинче тăраттăмăрччĕ. Пур çĕрте те хыпар пĕлтереççĕ – ятарлă çар операцийĕ пуçланнă. Приказ пулчĕ те, эпир çавăн чухне тÿрех Абхазирен Крыма çула тухрăмăр. Пире танкистсем патне явăçтарчĕç. Эпĕ хам пехотăран, повар. Мана танкистсем патĕнче те поварта ĕçлеме хăварчĕç. Пĕр вăхăт вĕсем патĕнче пулнă, çавăн чухне вĕсен пурлăхне те сыхланă.
Хыççăн апрельте каялла пехотăна куçарса кайрĕç. Çапла пĕлтĕрхи апрельтенпе эпир ятарлă çар операцийĕнче. Хамăрăн чаçри салтаксене тивĕçтерекен взводра тăратăп. Хальхи вăхăтра малта салтаксене пĕçерсе çитерме май çук. Çавăнпа та эпир вĕсем патне салтак паекне, шыв, боеприпассем, газ, ăшă çи-пуç, ыттине турттарса тăратпăр. Апат пирки калас пулсан, тепĕр чухне хăвăрт пиçекен продуктсемпе усă курма та тивет. Халĕ тĕрлĕ йышши тушенка та илсе килкелеççĕ, япăх мар. Тепĕр чухне кăлпасси пулать, халĕ ытларах вакуумрипе тивĕçтерсе тăраççĕ – пăсăлмасть.
Малта кăшт лăпкăрах чухне эпир унтах пĕçерсе çитернĕ. Хальхи вăхăтра пире каярах хăварчĕç, мĕншĕн тесен дронсем час-часах вĕçеççĕ. Çавăнпа та хатĕр апата, ытти продуктсене хăвăрт-хăвăрт пушатса хăвармалла та, каялла таврăнмалла. Шÿтлĕрех калас пулсан, пирус туртса тăма унта ытлашши пĕр минут та çук. Салтаксем патне машинăпа çÿретпĕр, пирĕн машина çине те темиçе хутченех вог пăрахни пулнă... Çавăнпа та питĕ хăвăрт çÿреме тивет, паллах кăнтăр кунĕнче мар ĕнтĕ», – çапла каласа парать Дмитрий хăйĕн тивĕçĕ пирки.
Салтаксем, пĕтĕмĕшле илсен, апат-çимĕçпе кăмăллă пулнине калать Дмитрий. Тыла тухсан вара вĕсем хăйсем валли хăйсемех пĕçерсе çиесшĕнни те пулать, тет. Килти пекрех пултăр теççĕ ĕнтĕ.
«Малта çапăçакансем çиессишĕн темелле мар. Вĕсене шыв кирлĕ яланах», – тет салтак.
Дмитрийĕн те, ытти салтакăн пекех, контракт килĕшĕвĕ малалла автоматла йĕркепе тăсăлса пырать. «Эпир çĕнтерессишĕн тăрăшатпăр. Çĕнтерÿ тумаллах», – тет контрактник.
Вĕсен чаçне гуманитари пулăшăвĕ ытларах Краснодар енчен килнине калать вăл, мĕншĕн тесен чаçри салтаксенчен чылайăшĕ çавăнта çуралса ÿснисем иккен.
Иртнĕ хĕлле вĕсем Херсон тăрăхĕнче пулнă, ытла сивех пулман. Халĕ урăх вырăнта. «Пăчă-и, сивĕ-и... эпир – салтаксем», – тет Дмитрий эп çанталăк условийĕсемпе кăсăкланнă хыççăн.
Дмитрий лайăх специальноç илнĕ пулин те, контракт çырнăшăн ÿкĕнменнине калать. «Специальноçĕ манăн питĕ сайра тĕл пулаканни (рудара питĕ пĕчĕк калăпăшпа тĕл пулакан материалпа ĕçлекенскер), çителĕклĕ укçа-тенкĕпе те хама иртерех тивĕçтерес килчĕ манăн. Атте-анне ĕнси çинче лариччен контракт килĕшĕвĕ çыратăп та, акă ман ĕç укçи те пулать тесе шутларăм. Абхазире ĕç укçин коэффициенчĕ те ун чухне кăшт пысăкрахчĕ. ÿкĕнместĕп», – пĕлтерчĕ хальхи вăхăтра фронт линийĕнчи ялсенчен нацистсене штурмласа кăларакан салтаксене вĕри апатпа тивĕçтерекен аслă повар.
Автор: Наталия НИКОЛАЕВА.
Сентябрь 2026 |
