– Эпĕ хам Муркашра пурăнмастăп-ха та, манăн анне Муркашран, – çапла пуçларĕ калаçăва мобилизаципе ятарлă çар операцине кайнă Дмитрий Кудряшов.
Çынсен пĕр пайне мобилизаципе явăçтарасси çинчен пĕлтернĕ вăхăтра Дмитрий Муром хулинче пулнă, унта ĕçленĕ.
– Эп тÿрех мана повестка параççĕ-ши тесе кĕтме тытăнтăм. Алла повестка илнĕ хыççăн хăшĕсем пĕрремĕш партипе унта тухса кайрĕç ĕнтĕ. Мана çаплах повестка памарĕç-ха. Мĕншĕн мана повестка памарĕç? Çак ыйту пуçран тухмарĕ. Эпĕ кăшт пăшăрханма та тытăнтăм. Анне калать, тупнă кулянмалли тет, – аса илчĕ вăл.
Паллах, амăшне те ăнланнă вăл, анчах та пĕри ан кай, тепри ан кай, мĕнле пулать-ха вара тесе шутланă. Кайран Дмитрий патне шăпах шăнкăравлаççĕ те ялта повестка кĕтни çинчен пĕлтереççĕ.
– Эпĕ часрах ĕçре ертÿçĕ патне кайрăм та ман пата повестка килнине пĕлтертĕм. Каймалла ман, терĕм те, питĕ хăвăрт тухса килтĕм, – тет салтак.
Çапла ятарлă çар операцине часрах çитес тенĕскер ял тăрăхĕн администрацине те кайман, тÿрех çар комиссариатне вĕçтернĕ. Ăна тÿрех алла повестка панă, «до особого распоряжения» тесе çырнине.
Çакăн хыççăн çар комиссариатне чĕниччен унăн пĕр-икĕ эрне кĕтме тивнĕ. Манса кайрĕç ĕнтĕ, аса илтермелле пулĕ тесе те шутлама тытăннă каччă. Каллех вăхăтра шăнкăравлаççĕ: «Кирлĕ япаласене пуçтар та çар комиссариатне кил, ыран Ульяновска тухса каймалла», – теççĕ.
– Япалисене унччен хаваспах туянса хатĕрленĕччĕ ĕнтĕ эпĕ, мĕншĕн тесен каяс кăмăл питĕ пысăк пулнă. Манăн пичче Саша пулăшрĕ. Пĕтĕмпех хамăр туянма тăрăшнă, мĕншĕн тесен Ульяновска çитсен кирлĕ япаласемпе тивĕçтереççех, анчах пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулмасан та пултарать тесе шутланă эпĕ, – тет пурнăçра кăшт маларах пăхаканскер.
Дмитрий хăй вăхăтĕнче призывпа хĕсметре тăнă. Çавăнта танк çине ларнăскер паян кунччен те çак техникăна питĕ кăмăлланине калать. Хĕсметре чухне çур çул танк вĕренÿ центрĕнче Читара пулнă хыççăн тепĕр çур çул Таджикистанра вырнаçнă 201-мĕш çар базинче пулнă.
– Кайран демобилизаци пулчĕ. Киле таврăнтăм та, мĕн ĕçлес? Танксене питĕ килĕштереттĕм, çавăнпа та документсем пуçтартăм та – контрактпа службăна. Мурманска виçĕ çуллăх, хам юратнă танксем патнех, – савăнăçпа аса илчĕ вăл.
Хальхи мобилизаципе те танк чаçнех лекетĕп тесе шутланă та, анчах урăхларах пулса тухнă.
Мана пĕтĕмпех килĕшет. Малтанах пире пехотăна ячĕç. Темиçе кунтан инструкторсем килчĕç те разведкăна каяс кăмăллисем пур-и тесе ыйтрĕç. Эп – тÿрех хаваспах. Танк çине ларасси пулмарĕ, разведка каяс хуть тесе шутларăм. Ку йышăнушăн ÿкĕнместĕп. Çар операцийĕ пынă вăхăтра разведчиксем патне çитсенех тÿрех ĕçе кÿлĕнтĕмĕр, тылра ларман. Кирлĕ чухлĕ мала кайса хамăрăн цельсене тупса тÿрех вĕсем тăрăх ĕçлеме тытăннă. Хăвна йĕркеллĕ, лару-тăрăва кура тытни пĕлтерĕшлĕ. Задачăна пурнăçлама кайиччен çак вырăнта хăвăнтан мĕн килнине пĕтĕмпех тумаллине питĕ лайăх ăнланатăп. Манăн кашни утăм мĕнле те пулин усă кÿмелле. Маншăн малта пулни тылра пулнинчен лайăхрах. Малта пулсан пĕтĕмпех ăнланса, курса тăратăн, хыçалта пулнипе çакна нимĕн те пĕлместĕн, курмастăн, ăнлансах та пĕтерейместĕн, – тет çирĕппĕн разведчик.
Дмитрий каланă тăрăх, гуманитари пулăшăвĕ вĕсем патне те час-часах килсе тăнă. Тĕрлĕ регионтан. Паллах, вĕсем ăна тыла тухса илнĕ.
– Оборона министерстви пире, салтаксене, çар чаçĕнче мĕнпе тивĕçтермелле пулнă, пĕтĕмпех панă. Хамăрăн ĕçе меллĕрех, уçăмлăрах тума эпир хăш-пĕр япаласене ыйтса илнĕ. Хăшĕсемпе пире тивĕçтерме май тупнă, хăшĕсене вара хамăр туяннă. Çак япаласем, техникăлла хатĕрсем, шанчăклă ĕçлеме пулăшаççĕ. Эпир, разведчиксем, ыттисене те хăрушсăрлăхпа тивĕçтеретпĕр, çавăнпа та кирлĕ хатĕр пурри пуриншĕн те пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ разведкăра пулеметчик должноçĕнче, тĕп сыпăксенчен пĕри темелле. Пĕр пулеметчик тăшмана пысăк секторта тытса тăрайрать. Çав вăхăтра вара пирĕннисем хăйсен задачине те пурнăçлайраççĕ, – каласа панă май, Дмитрий шухăшĕпе çар операцийĕ пынă вырăнах çитрĕ.
– Пулеметăн калибрĕ пĕчĕкрех-ха... Контрактпа службăра тăнă чухне механик-водитель, оператор-наводчик, танк экипажĕн командирĕ пулнă эпĕ. Кунта танк пулмарĕ... Трофей тытса илсен кăна, – шÿтлесе илчĕ салтак.
Хăйсен команди питĕ туслине, пĕр-пĕрне хăнăхса, пĕлсе çитнине палăртрĕ Дмитрий. Камăн мĕн тата мĕнле ĕçлемеллине те лайăх пĕлеççĕ вĕсем. Тем пулас пулсан кашниех хăйне тĕрĕс тытма пултарнине, çухалса кайманнине те палăртрĕ разведчик. Çакна, ахăртнех, çапăçу хирĕнче тĕрĕслеме тÿр килнĕ, анчах ку сăмаха вăл малалла тăсмарĕ.
– Ульяновскра эпир пĕр уйăх çурă вĕреннĕ. Инструкторсем питĕ йĕркеллĕскерсемччĕ, пире мĕн кирлине пĕтĕмпех вĕрентнĕ: вăрманта, уçă вырăнта ĕçлеме, блиндажсем тума вĕреннĕ, тĕрĕс пытанма та... Вăхăт пирĕн çителĕклĕ пулнă. Эпир тăрăшсах вĕреннĕ – ăçта каяссине пĕлетĕн-çке, – аса илчĕ Дмитрий.
Дмитрийпе Муркашра унăн иккĕмĕш отпускĕ вăхăтĕнче тĕл пулса калаçма тÿр килчĕ. Отпуска вара халех килмелле пулман иккен. Контузи хыççăн ăна госпитальте сипленĕ, кăшт канма икĕ эрнелĕх отпуск панă.
– Госпитальтен хăçан тухас тесе анчах выртрăм. Мана кунтан кăларăр-ха хăвăртрах тесе ывăнтартăм унта. Яла килсен те кичем пулнине туйса илтĕм. Халĕ кăшт ĕçсем пур-ха – илсе кайма техникăлла хатĕрсем хатĕрлетĕп, ытти ĕçсем те пур. Часрах каялла таврăнмалла – манпа çума-çумăн çапăçакансем унта чухне кунта лараймастăп эпĕ, – терĕ Дмитрий.
Калаçу пуçламăшĕнчех Дмитрий çар ĕçне парăннă çын пулни палăрчĕ: лери пирки калаçнă чух куçĕ ялкăшать, шухăшĕ те çавăнтах унăн.
– Мобилизаци пирки пĕлтермен, повестка паман пулсан вара? – ыйтрăм хайхи.
Кăшт кăна кулчĕ те:
– Эпĕ документсем пуçтарма тытăннăччĕ ĕнтĕ. Пурпĕр хам ирĕкпе контракт çырса çав нацистсене пĕтерме, пирĕн халăха хÿтĕлеме каяттăмччĕ, – татăклăн хуравларĕ разведчик.
Наталия НИКОЛАЕВА.
Сентябрь 2026 |
