«Каймалла пулсан каймалла», – çапла каланă Анаткас Апашра çуралса ÿснĕ Яков Яковлев алла повестка илсен.
Категория: Главные новости
Опубликовано: 22.06.2023, 13:10
Просмотров: 269
Ятарлă çар операцине вăл мобилизациленисен пĕрремĕш ушкăнĕпе кайнăччĕ – пĕлтĕр сентябрĕн 26-мĕшĕнче.
Яков хăй вăхăтĕнче çар çынни пулнă, контрактпа службăра тăнă. «Пурĕ 10 çул. Чечен Республика территорийĕнчи вăрçăн икĕ тапхăрне те хутшăннă, Таджикистанра 6 çул служба тивĕçне пурнăçланă. Выслугăпа пенсие тухнă ĕнтĕ», – тет салтак.
Çав 10 çул хĕрÿ вырăнсенче, вăрçăра иртнине шута илсен, унăн çар ĕç опычĕ самаях пысăк. Çавăнпа ятарлă çар операцине хутшăнакансен йышĕнчен ăна тÿрех взвод командирĕн çумĕ пулма шаннинчен те тĕлĕнме кирлĕ мар.
«Пире Ульяновскра тумтирпе, хĕç-пăшалпа тивĕçтерчĕç тÿрех – салтака чи малтанах мĕн кирлĕ, çавăнпа. Икĕ эрне вĕренÿ пулчĕ. Çав вăхăтра хам мĕн пĕлнине ыттисене вĕрентрĕм. Ытлашши вăхăчĕ те пулмарĕ ĕнтĕ. Арçынсен те малтанах вĕренес туртăмĕ пурччĕ, вĕренчĕç. Çынна малтанах вĕрентмелле, интерес пур чухне», – каласа парать Яков.
Вĕренÿ хыççăн вĕсене, чăвашсене, пурне те саперсен ротине е тата артиллерине, е çар полицине, е медвзвода çирĕплетнĕ. Ульяновск облаçĕнчен кĕçех Херсон облаçне илсе çитернĕ.
«Камăн мĕнле туйăм пулни пирки калама пултараймастăп паллах. Манра нимĕнле улшăну та пулман. Малалла мĕн пулма пултарассине эпĕ лайăх пĕлсе, ăнланса тăнă. Мана унта хăнăхма та вăхăт кирлĕ пулман», – тет Яков çар операцийĕнчи пĕрремĕш кунсене аса илнĕ май.
«Малтанах взвод командирĕн çумĕ пултăм, хыççăн командира куçарчĕç. Халĕ – хĕç-пăшал припасĕсен склачĕн начальникĕ. Çын пулман вăл должноçра. Хĕç-пăшал, хĕç-пăшал припасĕсем енĕпе пĕлÿпе опыт пуртан, мана унта куçарчĕç. Пĕтĕмпех пĕлетĕп теме çук, хам та вĕренсе пыратăп», – тет вăл.
Яков каланă тăрăх, вăл кирек мĕнле ĕçе те вĕçне çити çитерме хăнăхнă, каланă – тунă. Çавăнпа та, алла повестка илсен те, çемьере хирĕç калакан пулман – каятăп тенĕскер каятех. Тата вăл присяга панă. Кун пирки вунтăватă çул иртсен те манман.
Мăшăрĕпе вĕсен пĕр ача ÿсет. «Хальлĕхе ача пĕчĕк-ха. Мăшăр, тăвансем паллах, отпускра лайăх кĕтсе илчĕç. Тăвансемпе тĕл пулса калаçнă, пуçтарăннă. Май пур чухне эпир яланах çыхăнăва тухнă, вырăнти пирки ыйтса пĕлнĕ, эпĕ – çемьери лару-тăру пирки те», – тет.
Яков ял-йыш пухса панă гуманитари пулăшăвĕ пирки те каламасăр иртмерĕ. «Ульяновск хулинче чухнех пирĕн пата юлташсем, тăвансем пулăшупа килме пуçларĕç. Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкартан мобилизациленисем муркашсем çине ăмсанса пăхатчĕç – гуманитари пулăшăвĕ нумай леçсе паратчĕç пире. Кĕркуннепе хĕлле çынсем пулăшу парас тесе уйрăмах нумай тăрăшрĕç. Тавах пулăшакансене пурне те», – тет хÿтĕлевçĕ.
Ял çынни, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнчи пекех, май пуррипе темĕнпе те пулăшма тăрăшать. Тăварланă хăяр, çи-пуç, кăмакасем, савăт-сапа… – темĕнпе те. Салтаксем патĕнче вара тушенка, тĕрлĕ консерва нихăçан та ытлашши пулмасть, пирус пекех.
Малтанхи вăхăтра пур япали те питĕ вырăнлă пулнине калать Яков. Лавккана тухма май пур чух вара унта тухса кĕреççĕ, апат-çимĕç туянаççĕ.
Паллах, ятарлă çар операцийĕнче пĕтĕмпех приказ пурнăçлассипе çыхăннă. Пирĕн ентешсене малтанах Оборона министерствин морпех полкĕ çумне явăçтарнă. «Саперно-инженерно-строительный взвод туса хучĕç. Командиртан нумай килет ĕнтĕ, çапах та эпир, чăвашсем, туслă пурăнатпăр. Пирĕн салтаксем территорие минăсенчен тасатма, минăсем лартма та çÿреççĕ, оборона линийĕсене тума та çÿренĕ маларах – кашнин хăйĕн ĕç, приказ. Приказа тÿрĕ кăмăлпа та ответлăха туйса пурнăçламалла», – палăртрĕ хăйĕн шухăшне ентеш.
«Хăрушлăхĕ пур, куратпăр унта. Политикăпа кăсăкланкаланăран унччен те шухăшланă-ха эпĕ унти лару-тăру лăпкăн вĕçленмесси пирки. Интуици тени пулнă манăн унчченех», – терĕ калаçăва вĕçличчен Шматко позывнойпе çÿрекен ентеш.
Халĕ хăйсен ирĕкĕпе нумаййăн ятарлă çар операцине каяççĕ. Вĕсен çар тирпейлĕхĕ (çакна вырăна тирпейлесе тăрасси тесе мар, анлăрах ăнланмалла), асăрханулăхпа тимлĕх пулмаллине аса илтерес кăмăллă пулчĕ Яков.
«Йĕркеллĕ çыннăн хăрас туйăм та пулмалла. Ответлăх, чăтăмлăх кирлĕ, дисциплина. Чи пĕлтерĕшли – Тăван çĕршыва юратмалла, эпир ăна тата хамăрăн халăха хÿтĕлетпĕр», – тарăн шухăшпа вĕçлерĕ калаçăва çар ĕçĕн ветеранĕ.
Наталия НИКОЛАЕВА.