Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев мартăн 31-мĕшĕнче социаллă сетьсенче «тÿрĕ лини» ирттерчĕ. Ку вăл кун пек пĕлтерĕшлĕ кăçалхи пĕрремĕш уçă калаçу пулчĕ.
«Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче Олег Николаев граждансене канăç паман ыйтусене хуравларĕ, республика Правительствин кăçалхи пĕрремĕш кварталти ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнчĕ, Чăваш Ен аталанăвĕпе çыхăннă пуçаруллă шухăшсене сÿтсе яврĕ.
Ыйтусене республика ертÿçи патне маларах ятарлă формăпа та ярса пама май пулчĕ. «Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче вара колл-центр ĕçлерĕ, ыйтусене телефонпа та йышăнчĕç.
Пĕрремĕш ыйту Вăрмар районĕнчен пулчĕ. Сăмах сывлăха сыхлассинче кадрсен ыйтăвне татса парассипе мĕнле ĕçлени пирки. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, асăннă ыйтăва çак кунсенче кăна Сывлăха сыхлас ĕç министерствин коллегийĕнче сÿтсе явнă. Республикăра çĕнĕ ФАП-сем тăваççĕ, медиксем татах кирлĕ пулаççĕ. Федераци центрĕпе пĕрле медицина ĕçченĕсен уйрăм категорийĕсем валли хушма тÿлевсем пăхса хунă. Асăннă пулăшу мелĕсем медицина специалисчĕсене яла явăçтарма пулăшма тивĕç. Иртнĕ çул 191 сотрудника Сывлăха сыхлас ĕç министерствин системине явăçтарма май килнĕ. Хальхи вăхăтра тĕллевлĕ майпа 366 çын вĕренет. Вĕсенчен ытларахăшĕ çывăх çулсенче Чăваш Енре ĕçлеме тытăнĕ.
Халĕ ФАП-сем расписанипе килĕшÿллĕн ĕçлеççĕ. Олег Николаев палăртнă тăрăх, çывăх 3 - 4 çул хушшинче ялти медицина кадрĕсен ыйтăвĕ ун пекех çивĕч пулма кирлĕ мар.
Автомобиль çулĕсен пахалăхĕ пирки ыйтусем пулчĕç. Республика ертÿçи çавна каласа пачĕ. Автотрассăсене юсассипе тата реконструкцилессипе çирĕплетнĕ план пур. Пур ыйтăва та тăрук ниепле те татса пама май çук. Çав вăхăтрах конкертлă тĕллевлĕ кăтартусем те пур. Регион çулĕсен 50 процентне нормативлă шая çитерме тивĕç. Муниципалитет пĕлтерĕшлĕ çулсем регионта 10 пин километр ытла. Вĕсене те йĕркене кĕртме тытăнмалла пулать. Вĕсем мĕнле шайра пулнине вĕçĕмех мониторинг ирттерсе палăртаççĕ, диагностика тăваççĕ.
Республика тата федераци пĕлтерĕшлĕ çулсене нормативпа пăхнă шая çитернĕ хыççăн, республикăн «вырăнти» çулсем çине те ытларах тимлĕх уйăрма май пулать.
Сĕнтĕрвăрри шоссе çулне тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи ванса пĕтнĕ çул пирки ыйту хускатсан, Олег Николаев ыйту чăнах та çивĕччине асăнчĕ. Ку çулпа хăй те руль умĕнче час-часах çÿренине каларĕ. Халĕ çул çинчи шăтăк-путăксене саплассипе ĕçлеме тытăннă. Шоссе çулне йĕркене кĕртессипе хула мэрийĕпе пĕрле тачăрах çыхăнса ĕçлеме шантарчĕ.
Çĕнĕ Шупашкара çитмелли çул та йĕркеллĕ мар. Кунта проблемăсем калăпăшлăрах. «Çĕнĕ хула» микрорайонта çынсем пурăнма тытăннă. Унтан тухса çÿремелли çула вара реконструкцилеме тивет. Палăртнă тăрăх, проекта «ДОМ.РФ» корпораципе пĕрле пурнăçа кĕртме май килĕ.
Профиль форумне Чăваш Ене архитекторсем йышлă килмелле. Вĕсене хуласен пĕлтерĕшлĕ проекчĕсене туса хатĕрлеме явăçтарĕç. Республика Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи территорие пырса тивекен проектсене пысăк тимлĕх уйăрас шухăшлă.
Элĕк муниципалитет округĕнчен видеоçыхăнăва тухнă хĕрарăм плотина тата çакăнти çул ишĕлсе пĕтнине каларĕ, юсама пулăшма ыйтрĕ. Олег Николаев республикăра 2020 çултах пур гидротехника сооруженине те тишкерме тытăннине асăнчĕ. Чылайăшĕн хуçи те çук. Кăçал кун пек объектсем тĕлĕшпе «инвентаризацие» вĕçлес задача тăрать.
Хыççăн вара гидротехника сооруженийĕсене тапхăр-тапхăр йĕркене кĕртме тытăнмалла пулать. Чи малтанах ялсем çывăхĕнчи тата ялсене çулпа çыхăнтаракан плотинăсене юсама пуçăнĕç. Республика ертÿçин шухăшĕпе, ыйтăва 2 - 3 çул хушшинче татса пама май пулать.
Шупашкарти «Алые паруса» пурăнмалли çурт-йĕр комплексĕн дольщикĕ çурта хăçан хута ярассипе интересленчĕ. Олег Николаев ку ыйту тахçантанпах ĕнтĕ тимлĕхре пулни пирки каларĕ. «Пирĕн задача - 2024 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне улталанă дольщиксен прависене пуринне те тивĕçтересси», - тесе палăртрĕ вăл, ытларахăшĕ вара кăçалах хăйсен проблемисене татса пама пултарассине каларĕ.
«Тÿрĕ ыйтăва» ертсе пыракан Олег Николаева блиц ыйтăма хутшăнма сĕнчĕ:
- Чăваш Ен Пуçлăхĕ «Ăçта çуралнă - çавăнта кирлĕ пулнă» текен ваттисен сăмахне тĕрĕс тесе шутлать.
- Ансат блюдăсем килĕштерет. Калăпăр, хуппипе пĕçернĕ çĕр улмине. Мĕн чухлĕ ансатрах, çавăн чухлĕ лайăхрах.
- Спорт енĕпе физкультурăна кăмăллать, тонусра пулма тăрăшать. Маларах çăмăл атлетикăпа, бокспа, кĕрешессипе туслă пулнă.
- Фильмсенчен «17 мгновений весны» темиçе хут та пăхма хатĕр.
- Нумай пулмасть вуланисенчен - «История государства Российского». Акунин варианчĕ.
- Май пур чухне Олег Николаев кăмăлласах чăвашла калаçать.
- Парашютпа 10 хутчен сикнĕ.
- Ача чухне космонавт пулма ĕмĕтленнĕ.
Ку вăл Олег Николаевăн 16-мĕш «тÿрĕ линийĕ» пулчĕ. Республика Пуçлăхĕ палăртнă тăрăх, тÿрĕ эфира тухайман пур ыйтăва та тĕплĕн тишкерĕç, авторĕсене хурав ярса парĕç.
Эфира вĕçленĕ май, Олег Николаев ачалăхпа çыхăннă ыйтусем çинче чарăнчĕ, ку темăна правительство вĕçĕм тимлĕхре тытассине каларĕ. Кун пек «тÿрĕ линисем» вара регион ертÿлĕхĕшĕн питех те усăллă пулнине асăнчĕ.
«Тÿрĕ эфир» иртни пирки район хаçачĕн çитес номерĕнче тĕплĕнрех вуласа пĕлме пултаратăр».
Сентябрь 2026 |
