Тухтăр канашĕ
Категория: Главные новости
Опубликовано: 01.03.2022, 08:33
Просмотров: 222
Ытлашши самăрăлни - нумай чир сăлтавĕ
Юлашки çулсенче тĕнчере, çав шутра пирĕн çĕршывра та, самăр çынсен шучĕ ÿссех пырать. Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлав пĕрлешевĕн кăтартăвĕсем тăрăх, çакна çĕршывсенче сарăлнă эпидемипе танлаштарма пулать.
Пирĕн çĕршывра вара мĕнлерех лару-тăру? Ытлашши самăрăлни мĕнле чирсем патне илсе çитерни çинчен Республикăри общество сывлăхĕн, медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕпе Елена Михайловна Егоровăпа калаçатпăр.
- Елена Михайловна, Раççейре, çав шутра пирĕн республикăра та, самăр çынсен шучĕ чылай ÿснĕ-ши?
- Роспотребнадзор кăтартăвĕсем тăрăх, юлашки пилĕк çулта пирĕн çĕршывра та мăнтăр, тулли çынсен шучĕ чылаях ÿснĕ. Диспансеризаци кăтартăвĕсем тăрăх, пирĕн Чăваш республикинчи çынсен 34 проценчĕн кĕлеткен виçи кирлĕ виçерен ытлашши, 17 проценчĕ - мăнтăррисем.
- Калăр-ха, мĕн пирки çынсем ытлашши самăрăланаççĕ, ытлашши килограммсем пухаççĕ?
- Самăрлăх патне илсе çитерекен сăлтав нумай. Вăл генетикăран, йăхран та килет. Аслашшĕ-асламашĕсем, ашшĕ-амăшĕсем самăр пулнă пулсан, ачисем те ытларах тулли кĕлеткеллĕ пулма пултараççĕ. Тĕрлĕ эндокрин тытăмĕн чирĕсем те мăнтăрлантарасси патне илсе çитереççĕ.
Анчах та, самăрăлнин тĕп сăлтавĕ - çын мĕнле пурнăç йĕркине тытса пынинчен ытларах килет.
- Мĕншĕн-ха уйрăмах юлашки 10-15 çулта тулли кĕлеткеллĕ çынсем нумайланнă? Самăрăласси хальхи обществăри пурнăç йĕркипе çыхăннă-и?
- Юлашки çулсенче наукăпа техника прогрессĕ çынсен пурнăçне çăмăллатсах пырать, нумай канлĕх, çăмăллах парнелет. Çакă вара çынсем хускану тăвассине чакарсах пырать. Ĕлĕк çемьесене тăрантарас тесе, çынсем иртен пуçласа каçченех тар юхтарса, вăй хурса ĕçленĕ. Халĕ вара этем вырăнне кĕпе-йĕме автомат çăвать, кил-çуртра урайсене пылесос тасатать. Çынсем çуран та питĕ сахал çÿреççĕ, ытларах машинăпа ĕçе каяççĕ, килеççĕ. Çынсенчен нумайăшĕ ĕç кунне компьютер умĕнче ирттереççĕ. Канмалли кунсенче килте ытларах телевизор умĕнче лараççĕ.
Тата хальхи вăхăтра çыннăн апат рационĕ те питĕ улшăнчĕ: унта ÿсен-тăран клетчатки питĕ сахал, консервланă, рафинадланă апат-çимĕç вара питĕ нумай. Тата транс-çусем, апат тутине улăштаракан япаласем, консервантсем хушса хатĕрленĕ апат-çимĕçсене çынсем ытларах çиеççĕ. Çаксем вара пĕтĕмпех кĕлеткен виçине ÿстерсе пыраççĕ, çынна мăнтăрлатаççĕ.
Тата çакна каласа хăвармалла, енчен те çын тĕрĕс апатланма тăрăшать, анчах та кунсерен хускану сахал тăвать пулсан, кĕлеткен виçи çав-çавах хутшăнсах пырать. Мĕншĕн тесен вăй хурса ĕçлемен пирки çинĕ апат калорийĕсем организмра пĕтмеççĕ, çăва куçаççĕ.
- Елена Михайловна, кĕлетке виçи ытлашши пулни мĕнле йывăрлăхсем патне илсе çитерме пултарать-ха? Мĕншĕн-ха самăрăлни нумай чир патне илсе çитерме пултарать теççĕ?
- Çынсенчен нумайăшĕ кĕлетке виçи ытлашши пулни эстетика тĕлĕшĕпе кăна хитре мар тесе шутлаççĕ. Анчах та самăрăлнин чи пысăк хăрушлăхĕ - çакă нумай чире пуçарса яма тата вăхăтсăрах вилĕм патне илсе çитерме пултарнинче. Самăр çынсенчен нумайăшĕ чĕрепе юн тымарĕн чирĕсемпе, сахар диабечĕпе, ракпа тата ытти чирпе те чирлеççĕ.
- Тархасшăн, каласа парăр-ха, ытлашши кĕлетке виçи чĕрепе юн тымарĕсен тытăмĕсене мĕнле витĕм кÿрет-ха?
- Чи малтанах кĕлеткен ытлашши виçине пула чĕрепе юн тымарĕсем шар кураççĕ. Чĕре этем организмĕнче юна хăвалать, вăл кĕлеткен вăтам виçипе ĕçлеме хăнăхнă. Ытлашши виçе, ытлашши килограммсем пурри вара чĕрен ĕçне питĕ йывăрлатать. Унсăр пуçне тата самăр çынсен хырăмра та çу пухăнать, çакă вара диафрагмăна çÿлелле çĕклет. Диафрагма чĕре çине пусать. Унсăр пуçне, çу чĕре картинче те, чĕре мышцисем хушшине те пухăнать. Çаксем вара пĕтĕмпех чĕре ĕçне питĕ йывăрлатаççĕ.
Самăр çынсен кĕлеткере ытлашши çу пухăннисĕр пуçсăр, организмри çу ылмашăвĕ те пăсăлать, вĕсен атеросклероз аталанать. Тулли кĕлеткеллĕ çынсенчен нумайăшĕ гипертони тата чĕре чирĕсемпе аптрама пуçлаççĕ. Çак чирсем вара час - часах инфаркт е инсульт патне илсе çитереççĕ.
- Самăр çынсем тата еплерех чирсемпе ытларах чирлеççĕ? Кĕлеткери ытлашши килограммсем тата хăш енчен сиенлĕ пулма пултараççĕ-ха?
- Мăнтăр çынсен шăмă сыпăкĕсем те, çурӑм шӑмми те хăйсем çинче питĕ пысăк тиев туяççĕ, майĕпен ыратма пуçлаççĕ. Тулли кĕлеткеллĕ çынна утма та йывăрланса пырать. Сахал утнă пирки апатне яланхи пекех нумай çисен, кĕлетке виçи татах та ÿссе пырать.
Сахар диабечĕпе кĕлеткен ытлашши виçи хушшинче тачă çыхăну пуррине тупса палартнă. Диабет чирĕпе чирлекенсен 80 проценчĕ – самăр кĕлеткеллĕ, вĕсен ытлашши килограммсем пур.
Тата ытлашши мăнтăр пулни рак чирĕ патне илсе çитерес хăрушлăха ÿстерет.
- Елена Михайловна, эсир каласа панă тăрăх, самăр çынсен чăнах та питĕ нумай чир пуçланма пултарнине пĕлтĕмĕр. Хамăр калаçăва вĕçлесе пынă май тата мĕн калама, мĕн сĕнме пултаратăр-ха?
- Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ, чи малтанах кирек мĕнле чиртен те сыхланма тăрăшмалла, ăна аталанма, пуçланса кайма памалла мар.
Ĕлĕкренех «хускану вăл - пурнăç», - тесе каланă. Çавăн чухнех ăнланнă: кунсерен хускану туни çынна сывлăхлă, çирĕп вăй-халлă та вăйлă пулма пулăшать. Кунсеренех нумай хускану тăвакан çынсем сахал хускалакансенчен нумайрах пурăнаççĕ.
Хускану кашни çыннах питĕ кирлĕ: ачасене те, çитĕнсе çитнисене те, ваттисене те. Физкультурăпа туслашма, тĕрлĕ хускану, ятарлă хăнăхтарусем тума кирек хăçан та, кирек хăш çулта та пуçлама юрать.
Чи малтан, кашни çын наянлăхне çĕнтерсе хăйне алла илмелле.
Ĕçе кайма пĕр 15-20 минут маларах тухса, темиçе чарăну çуран утма пуçламалла. Май пулсан ĕçе те çуран çÿреме тăрăшмалла. Лифтпа сахалтарах усă курмалла. Ирхи гимнастика кунсеренех тума пуçламалла.
Кашни çын хăйне килĕшекен хусканусем суйласа, вĕсене тăвассине йăлана кĕртмелле.
Кунсерен ытларах хускалнипе, утнипе пĕрлех тĕрĕс апатланмалла. Апат виçине пĕлсе çимелле, сывлама йывăрланса çитиччен çисе лартмалла мар. Апата пĕчĕкшер порцисемпе, кунне 4-5 хутчен тата ытларах усăллă çимĕçсем çиме тăрашмалла. Транс-çусем, апат тутине улăштаракан япаласем, консервантсем хушса хатĕрленĕ апат-çимĕçе рационтан кăлармалла, пачах çимелле мар.
«Енчен те çынсем хырăм выçсан кăна апат çинĕ пулсан, таса та усăллă çимĕçсемпе кăна апатланнă пулсан, вĕсем нихăçан та нимле чир-чĕр çинчен те пĕлмен пулĕччĕç», - тесе Лев Толстой ĕлĕкех каланă. Ку сăмахсем вара паянхи кун та хăйсен тĕрĕслĕхне çухатман.
Çаксене сĕнÿсене яланах асра тытса пурнăçа кĕртсе пырсан, кашни çын хăйĕн сывлăхне сыхласа, упраса хăварма тата çирĕплетме пултарĕ.
А. ИВАНОВ калаçнă.
Добавить комментарий