
Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин наци библиотекинче «Варкăш» литература клубĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ытти чухне варкăшçăсем илемлĕ литература хайлавĕсене сÿтсе яватчĕç. Ку хутĕнче вара чăваш литературине тĕпчекен Николай Осипов критикăн «Хальхи чăваш литератури» вĕренÿ пособине пăхса тухрĕç. Автор палăртнă тăрăх, кĕнекере хальхи вăхăтра пичетленекен çыравçăсен хайлавĕсене тишкерсе хаклас ĕçе мала кăларнă. Унта юлашки икĕ çул хушшинче çырнă материалсем кĕнĕ-мĕн. Вĕсенчен чылайăшĕ хаçат-журналта кун çути курма ĕлкĕрнĕ. Хаклавсене пĕр çĕре пухни ку кăларăмпа студентсене вĕрентнĕ чухне усă курма май парать.
Тĕлпулу чăннипех те хĕрÿ иртрĕ. Мероприятие Чăваш телевиденийĕпе радиовĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç. Пухăннисенчен кашниех хăйĕн шухăшне палăртрĕ, автор ĕçне ырларĕ, сĕнÿсем пачĕ. Филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ, Ольга Скворцова доцент кăларăма туллин тишкерчĕ. Вăл И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче Николай Николаевичпа пĕр вăхăтрах вăй хума пуçланă май унăн тĕпчев каçалăкне никамран лайăхрах пĕлет. Ĕçтешĕ литература анинче тĕрлĕ йĕр хăварнă авторсене пăхса тухнине, темăна шалтан çатăрласа илнине асăнчĕ.
– Н. Осипов тишкерĕвĕн тĕп туртăмĕ – тематика, проблематика, сăнарсен системи тавра. Студентсене вĕрентнĕ чух усă курма кирлĕ самантсене палăртать. Тăтăшах сюжет йĕрĕсене кĕрсе каять. Çапах та хайлавсен илемлĕ сăнарлăх тĕшшине туртса кăларас килет. Тĕслĕхрен, Марина Карягинăн сăмах хăвачĕ мĕнре$ Анатолий Хмытăн хĕрарăм сăнарĕсем ытти авторсеннинчен мĕнпе уйрăлса тăраççĕ$ Детальсене тимлĕх уйăрнă пулсан статьясем тата хăйне евĕрлĕрех пулатчĕç, – терĕ Ольга Владимировна.
Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ Геронтий Никифоров та пособипе тăрăшса паллашнă. Анатолий Хмыт, Валери Тургай, Марина Карягина пултарулăхне хак панă ĕçсене уйрăмах тимлĕх уйăрнă вăл, мĕншĕн тесен асăннă çыравçăсене 9-мĕш классем валли хатĕрленĕ тăван литература кĕнекине те кĕртнĕ. Геронтий Лукьянович – çак вĕренÿ кăларăмĕн авторĕсенчен пĕри.
– Паянхи ача-пăча литературине тĕпченине тарăнлатсан аван пулмалла. Поэзире – илем, прозăра сюжет уйрăмлăхĕсене тишкернине курас килет, – терĕ вăл.
Чăваш кĕнеке издательствин ача-пăча литературин редакторĕ Ольга Федорова çамрăк ăру валли çыракансемпе уйрăмах кăсăкланнăран Н. Осиповăн пособийĕнче те çак темăна мĕнле çутатнине асăрхамасăр иртме пултарайман. Литературоведăн пуçарăвне ырларĕ вăл, хальхи вăхăтра çыракан чылай, хаклакан вара сахал пулнине палăртрĕ.
– «Паянхи чăваш ача-пăча тата çамрăксен литературинчи çĕнĕ пулăм» статьяра ятне кура виçĕ-тăватă писателе асăнасса шаннăччĕ. Шел пулин те, унта Юрий Исаев пултарулăхне çеç пăхса тухнă. Анчах пĕтĕм чăваш литератури ун çинче кăна тытăнса тăмасть-çке. Унта çĕнĕ ятсем те пур, вĕсене хак парсан та аванччĕ, – сĕнчĕ Ольга Леонидовна.
Чăваш литературине тĕпчесси ку кĕнекепех вĕçленмест-ха. Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Владимир Степанов:
– Чăн-чăн ĕç пуçланать кăна-ха Николай Николаевичăн! Чăваш литератури пирки Михаил Сироткинăн кĕнеки пек сумлă кăларăм кирлĕ, – терĕ.
Пурте Николай Николаевича кăткăс ĕçе малалла тăсма çирĕп сывлăх, вăй-хал, хавхалану сунчĕç.
«Варкăш» литература клубăн çитес ларăвĕ пуш уйăхĕнче иртĕ. Ун чухне Ирина Трифоновăн «Тăлăх» кĕнекине сÿтсе явма палăртнă. Вăл 2021 çул вĕçĕнче Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Тăван литературăпа кăсăкланакансене хапăлласах кĕтетпĕр!
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
Сентябрь 2026 |
