Совет çарĕсене Афганистанти вăрçăран кăларнăранпа нарăсăн 15-мĕшĕнче 33 çул çитет. Çав ятпа иртнĕ кунсенче Çатракасси ял тăрăхĕнчи тĕп усадьбăра пурăнакан 53 çулхи Владимир Никитин пограничникпа (сăн ÿкерчĕкре) тĕл пултăм. Пирĕн калаçу 18 – 20 çулсенчи каччăсем Раççей интересĕсене çĕршыв тулашĕнче епле хÿтĕлени пирки пулчĕ. Сăртлă-туллă çĕршывра 10 çула яхăн пынă вăрçă пирĕн районшăн та йĕр хăвармасăр иртмерĕ. Инçетри вăрçă вутне 200 ытла çамрăк хутшăнчĕ, вĕсенчен 7-шĕ присягăна тивĕçлĕ пурнăçласа çамрăклах пуç хучĕ: М. Самойлов, А. Татаров, Н. Перцев, Ю. Тарасов, А. Порфирьев, Н. Михеев, В. Николаев. Тайма пуç вĕсене. – Пысăк çухатусемлĕ вăрçă пирĕн салтаксемпе офицерсемшĕн, салтак амăшĕсемшĕн 1989 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче вĕçленчĕ. Салтаксен, хамăр юлташсен сăртлă-туллă çĕршыври паттăрлăхĕ ялан пирĕн асра пулĕ, вăл нихăçан та манăçмĕ, – тесе калаçăва пуçларĕ Владимир Васильевич. Володя 5 ачаллă хресчен çемйинче кĕçĕнни пулнă. Ачаллах вăр-вар пулнăскер, Çатракассинчи вăтам шкулта вĕреннĕ чух спортпа туслашнă. Йĕлтĕрпе 10 çухрăма чупассипе Чăваш Республикин чемпионĕ ята çĕнсе илнĕ. Спортпа туслă пулни 1986 çулта салтак кайма ят тухсан питĕ кирлĕ пулнă. Районти пиçĕх кĕлеткеллĕ 15 каччăна юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче комсомол путевкипе çара илеççĕ. Вĕсен çар служби кăнтăрти Термез хулинчи чикĕ хуралĕн вĕренÿ центрĕнче пуçланать. Присяга тытсан, вĕренÿ курсĕнче снайпер ĕçне алла илсен, пирĕн ентеш Амударья юханшывĕ хĕрринче чикĕ хуралне тухать. Юханшыв тепĕр енче – Афганистан. Унта пирĕн салтаксем присяга пурнăçласа çар çапăçăвĕсене хутшăнаççĕ. Самолетсем «груз200» тиевпе Раççее вĕçнине пирĕн пограничниксем пĕрре мар сăнанă. Чикĕ хуралçисем хăйсен те унти çар операцийĕсене хутшăнма тивессе ăнланнă. В. Никитин снайпершăн та 1987 çулта мотомобильлĕ ушкăнпа чикĕ урлă каçма приказ пулсан, пирĕн ентеш йывăрлăх умĕнче пуç усмасть. Ку вăхăта çар çапăçăвĕсене чарасси пуçланнă пулсан та, душмансем çав-çавах çывăрман. Çапла вара пирĕн пограничниксем вĕсен караванĕсене чарассипе час-часах засадăсене тухнă. – Союзра эпир хамăр районти Тушкасси каччипе Николай Михеевпа пĕрле службăра тăтăмăр. Кăмăллă салтакчĕ. Афгана кайма унăн маларах ят тухрĕ. Эпĕ ун хыççăн çитнĕ çĕре вăл çар тивĕçне пурнăçласа пуç хунăччĕ. Ятне çар чаçĕнчи палăк çине çырнăччĕ, – пыр пÿлĕннине çĕнсе калаçрĕ интернационалист-салтак. Çар операцийĕсене сахал мар çÿренĕ ентеш асĕнче пĕр тĕл пулу асран тухмасть. Пирĕн пограничниксем черетлĕ операцирен таврăннă чух сăрт çинче икĕ салтака асăрхаççĕ. Командир В. Никитин снайпера вĕсене пĕтерсе çул уçма приказ парать. – Чулсем хушшине вырнаçса выртрăм та кĕтмен хăнасене прицелпа сăнатăп. Иккĕленÿ çуралчĕ. Командира вĕсем душмансем пек курăнманни пирки пĕлтертĕм. Çапла вара вăрттăн ту çине улăхсан вĕсем вăйлă хĕç-пăшалланнă вырăнти салтаксем пулнине ăнлантăмăр. Пĕри эпир СССРăн хăш регионĕнчен пулнипе кăсăкланчĕ. Калаçса кайрăмăр та афган салтакĕ Шупашкарта вĕренни çиеле тухрĕ, – аса илчĕ Владимир Васильевич. Пирĕн ентеш тăнă çар чаçне 1988 çулхи раштавра хамăр çĕршыва кăлараççĕ. Пограничниксем Амударья юханшывĕ урлă каçакан кĕпере сыхлама тăраççĕ. Кунпа пĕрлех вăрçăран таврăнакан техникăна вырнаçтарма вырăн хатĕрлеççĕ. Демобилизаци йĕркипе В. Никитин 1989 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче чаçрен тухать. «Киле нарăсăн 10-мĕшĕнче çитрĕм. Тепĕр 5 кунтан вара телевизорпа пирĕн çарсем Афганистанран тухнине куртăм, вăрçă вĕçленнине ăнланса савăнтăм», – терĕ пÿртçурт çавăрнă, йывăç лартнă, мăшăрĕпе Любовь Витальевнăпа ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ çар ветеранĕ. Ăна çĕршыв «СССР чиккине хураллас ĕçре палăрнăшăн» паллăпа наградăланă.
А. БЕЛОВ сăн ÿкерчĕкĕ
Сентябрь 2026 |
