Пĕтĕм Раççейри цифрăллă пĕрремĕш çыравĕ ытти çулхисенчен даннăйсене пуçтармалли çĕнĕ технологисемпе усă курнипе çеç уйрăлса тăмасть, унта ыйтусемпе хуравсен варианчĕсем те анлăрах. Çĕнĕлĕхсем халăха ĕçпе тивĕçтернине, çĕршыври ĕç тата маятниклă миграцие хак пама мĕнле пулăшĕç; Регионсенче пурăнакансене вăл мĕн парать;
2021 çулхи кĕркуннехи çыраври çĕнĕлĕхсенчен пĕри вăл - çĕршыва килекенсем тата тухса каякансем пирки хушма ыйтусем кĕртни. Хуравсем Раççейри миграци политикине эффективлăрах тума пулашĕç. Уйрăм ыйтусем çĕршывра, регионсемпе муниципалитетсем хушшинче куçса çÿрекенсене палăртма май парĕç. «Сирĕн тĕп ĕç вырăнĕ ăçта пулнă;» ыйту (çырав пуçланиччен тÿлевлĕ ĕçленисемшĕн тата тупăш илнисемшĕн) тĕплĕнрех хурав пуçтарма май парать. Ялан пурăнакан вырăнтан аякра ĕçленисем халĕ хăй вăй хунă региона, района тата ял е хула округне, ют çĕршыва кăтартма пултараççĕ.
Çавăн пекех, «Эсир ĕçе тухса кайнă-и (тухнă-и);» ыйту хуравсен «куллен», «эрнере темиçе кун», «уйăхра темиçе кун», «уйăхра пĕр е сахалрах кун», «дистанци мелĕпе ĕçлетĕп» варианчĕсем хушăннă. «Эсир юлашки уйăхра ĕç шыранă-и;» ыйтăва хуравламалли тĕслĕхсем нумайланнă. «Çук» тесе хурав паракансен сăлтавне кăтартмалла: «вĕренетĕп», «пенсире», «сывлăха пула», «чирлĕ çынна пăхнă», «килхуçалăхĕнче ĕçленĕ е ачасене пăхнă», «ĕç тупаймастăп», «ĕçлени кирлĕ мар».
Тупăш çăлкуçĕсем пирки 2010 çулта пĕр тĕрлĕ «ĕçукçи» тесе кăтартнă пулсан, хальхинче «ĕçукçи», «предприниматель тупăшĕ, харпăр хăй тĕллĕн ĕçлекен», «хăй усă куракан таварсем туса кăларни» хуравсенчен суйласа илме юрать.
«Çакнашкал информаци - ĕç пуррипе çукки, мĕнле майпа тăрăшни – тĕрлĕ сферăсенче йышăнусем тума кирлĕ. Хуравсем тĕрĕсрех те туллинрех пулнинчен экономикăри тата социаллă пурнăçри паян кирлĕ программăсене йышăнасси нумай килет. Суйлавлă тĕпчевсем пурне те шута илеймеççĕ. Халăх çыравĕ пĕтĕм регионсем тăрăх тĕрĕс даннăйсем пуçтарма май парать», - тенĕ Раççей Федерацийĕн суту-илÿпе промышленность палатин доценчĕ Людмила Иванова-Швец.
Эксперт палăртнă тăрăх, çырав кăтартăвĕсем дистанци мелĕпе усă курнине тата ытти ĕç мелĕсене уçса парĕç. «Çакă вара ĕç законодательствине çĕнетме, ĕç рынокĕнчи уйрăмлăхсене шута илме хистĕ, хăш енĕпе вĕрентÿ программисене аталантармаллине ăнлантарĕ», - тенĕ вăл.
Çырав даннăйĕсем, çавăн пекех, ĕç тата маятниклă миграцие тĕпчеме пулăшĕç. Хăш регионта, ялпа хулара ĕç вырăнĕсем çитменнине, вырăнти халăх ăçталла ытларах куçнине çырав яр-уççăн кăтартĕ.
«Халăх ăçталла ытларах куçнине пĕлни регионсен çитменлĕхĕсене тупса палăртĕ, унсăр пуçне, хушма инвестицисем илсе пырĕ. Укçа хывма шутлакансем производство ăçта пуçламаллине, хăш вырăнта ĕç аллисем пуррине курма пултарĕç. Маятниклă миграци мĕнле куçнине ăнланни транспорт ĕçне лайăхрах йĕркелеме пулăшать, çĕнĕ маршрутсем те уçăлĕç», - палăртнă Людмила Иванова-Швец.
Çапла майпа, ĕçлеве, вăй хума пултараслăха, регионсенчи ĕç миграцине тĕрĕс çутатса çитес çырав халăхăн ĕç тата социаллă пурнăç условийĕсене лайăхлатма пулăшĕ.
Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕн Медиаофисĕ.
Сентябрь 2026 |
