Паттӑрлӑх ӗмӗр асра
Иртсе кайнӑ ӗмӗрӗн
Тискер вӑрҫи тапхӑрне,
Асаттепе асаннесен,
Аттепелле аннесен
Виҫейми хастарлӑхне
Эп сӑнласа парасшӑн
Тӑшмана ҫӗнтернинче
Хам ял-йышӑн тӱпине,
Историне йӗрлесе,
Кашт сӑвӑлла каласшӑн
Пурне ҫав асра тытма,
Тӑван ҫӗре сыхлама,
Ăна чунтан юратма
Чун-чӗререн сунасшан
Гитлер вӑрҫи – чун илли,
Кашни килех шакканӑ
Вӑрҫӑ пуҫлансассӑнах
Шурча ялӗ те тапраннӑ:
Ҫӗр те пӗр ҫын, кар тӑрса,
Юнлӑ хире васканӑ
Икӗ чипер хӗрупраҫ
Пулнӑ вӗсен хушшинче,
Савнас чухне ир те каҫ –
Пӑшал вӗсен аллинче.
Тӑван ҫӗре юратса,
Ана куҫ пек сыхласа
Ҫӗр-аннешӗн ҫапӑҫса
Хӗрӗх тӑхӑр ял ҫынни
Хупнӑ куҫ яланлӑхах,
Ӗненсе малашлӑха
Чунпа юнпа кӗрешсе
Алӑ пӗрен паттӑрӑн
Ҫӗнтерӱпе таврӑннӑ.
Кӑкӑр тулли медальсем
Вӗсен питне ҫутатнӑ,
Паттӑрлӑхне кӑтартнӑ.
Кӑҫал акӑ Чӑваш Ен
Сӑрпа Хусан хушшинчи
Хӱтӗлев чикки туни
Паллӑ ҫулне уявлать.
Малалла шӑвать кун-ҫул
Ӗнтӗ сакӑр вунӑ ҫул
Ҫак хӑрушӑ кунсенчен
Уйӑрса тӑрать пире.
Ҫапах та шутлаттарать.
Ӗҫ паттӑрлӑх ҫулсенче
Тыл ӗҫчен хастарлӑхне
Ун сӱнми вӑй-хӑватне
Яланах асра тытма
Кашниех тупа тӑвать.
Етӗрне ҫӗрӗ ҫинчи
Засурскирен пуҫласа,
Сӑр юханшыв хӗррипе
Хӱтлӗх чикки тӑсӑлнӑ.
Ҫӗмӗрле, Хӗрлӗ Чутай,
Улатӑр район енпе
Мӗн Хусана ҫитиччен
Пиншер халӑх тӑрӑшнӑ.
Ик-виҫ уйӑх хушшинче,
Шартлама хӗл варринче,
Ҫӗрне-кунне пӗлмесӗр,
Тӑм илнине сисмесӗр,
Виҫҫӗр ҫухрӑм та ытла
Окопсемпе блиндажсем
Хатӗрленӗ ман халӑх
Ку вӑл чӑнта – паттӑрлӑх!
Хастар тыл ӗҫченӗсем
Хулара та, ялта та
Пурте фронта пулӑшнӑ.
Аннесемпе аппасем,
Ваттисемпе ачасем
Заводсенче, уй-хирте
Кунӗн-ҫӗрӗн тӑрӑшнӑ.
Ҫитмӗл пилӗк лашана
Йӑлтах фронта ӑсатнӑ,
Анчах халӑх парӑнман
Сухаламан ҫӗр юлман.
Акса туманни пулман
Пухнӑ тырри-пуллине,
Ҫӑмран ҫыхнӑ чӑлхине,
Виҫ пӱрнеллӗ алсишне –
Фронта валли ӑсатнӑ.
Пур-ҫук укҫи-тенкипе
Ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ.
Ун чух пулнӑ Шурчасем
Ишлей район енчисем.
Арӑмсемпе хӗрсене
Ҫартан юлнӑ ҫынсене
Ял Советне пуҫтарнӑ.
Ҫӱлтен кӑларнӑ хушӑва
Халӑхпала вуланӑ.
- Сӑрпа Хусан хушшинче
Шартлама хӗл варринче
Окоп, блиндаж тумалла.
Окоп пултӑр сарлака
Нимӗҫ танксем каҫасран
Таврӑн чавса тухмалла.
Шартлама хӗл варринче
Питӗ кӗске вӑхӑтра
Мӗн хушнине тумалла.
Мӗншӗн тесен, нимӗҫсем
Мускав енне ҫаврӑннӑ.
Тӑлла-ҫӑпата урара,
Виҫҫӗн ҫеҫ кӑҫатӑпа,
Ҫире вара мӗн тӑван
Ҫӱхерех пулнӑ сӑхман.
Тул турттарнӑ кӗрӗкпе
Пулнӑ питӗ сахалӑн.
Кирлӗ ӗҫ хатӗрсене:
Кӗреҫепеле лумсене,
Пуртӑпала пӑчкине,
Кувалти – наҫилккине,
Тумтир, апат-ҫимӗҫне
Тиенӗ ҫунасем ҫине
Килтен алӑ ҫухрӑма
Ҫирем пилӗк ял ҫынни
Окоп чавма васканӑ.
Инҫе ҫула ҫул тытнӑ,
Ҫитнӗ кирлӗ вырӑна…
Ял тенийӗ курӑнман
Ҫывӑхра пӗчӗк вӑрман.
Пӱрт-ҫурт тавраш ӑҫтан тупан?
Сӑр шывӗ те ун чухне
Хулӑн пӑрпа витӗннӗ.
Лаша ытла сивӗрен,
Кашни вали виҫепе
Уйарнӑ ҫӗр лаптӑкне
Кайнисем пурте пӗрле
Пуҫӑннӑ йывӑр ӗҫе:
Метр ҫурӑ шӑн ҫере
Лумпа,кирккапа ватса,
Пуртӑпала вакласа,
Окоп тума хӑйпӑтса
Наҫилккасемпе йӑтнӑ
Тӑпра пайтах ывӑтнӑ.
Ман аннеҫӗм ун чухне
Пулнӑ-ҫке вунҫиччӗре,
Ҫамрӑклӑха ас илсе,
Чунтан тӑсать сӑмахне
- Юр купийӗн тӑрринче
Мӑрье тӗтӗм кӑларать.
Ку тата мӗн-ши тесе
Патне пытӑм. Чӗмӗре!
Ҫӗр айӗнче пӱрт тунӑ,
Пире вали вӑл пулнӑ.
Йӗри-тавралла нарсем,
Ик кӗтесре – сӗтелсем…
Краҫҫын лампи ҫеҫ хутран
Ҫутатать сана сӑнран.
Ас тӑвап хальхи пек
Ҫак нушаллӑ вӑхӑта:
Юнлӑ вӑрҫӑ тупата,
Ан пултарччӗ нихӑҫан .
Ир пуҫласа сӗм каҫчен
Тар юхтарса ӗҫленӗ
Сырран ура нӱрелсе
Ҫӱхе пӑрпа витӗннӗ.
Тытаймиех алӑсем
Сив ҫил ҫинче кӱтӗннӗ.
Хӗрӗх градус сивӗре
Сахал мар ҫав тӑм илнӗ.
Эх, шеремет шӑпийӗ,
Хуҫайман ҫке ҫын чуне
Куҫҫуль тухман – чун хытнӑ.
Каҫ выртсан, ал-урана
Шӑнӑр туртса аптратнӑ
Ҫывӑрсан кайсан вара
Ыратнипе ахлатнӑ .
Ӗҫсе – ҫиме ун чухне
Питех ҫимӗҫӗ пулман
Мӗн пулнипе ҫырлахнӑ,
Пӗрне-пӗри пулӑшнӑ.
Ир пулсан, кайран-малтан
Никама та шарламан
Нӑйкӑшма вӑхӑт пулман
Ҫук – ҫурмалла, пур – пӗрле…
Пурте пӗрле тимленӗ.
Чунри хӗлхем – юрату
Пӗтӗм чире сипленӗ.
Иртсе кайнӑ ӗмӗрӗн
Хӗрӗх иккӗмӗш ҫулӗнче
Кӑрлач уйӑх вӗҫӗнче
Хушнӑ ӗҫе вӗҫленӗ.
Терӗ те мана анне
Кӑларчӗ хӑй медальне.
Сӑнӗ-пичӗ ҫуталчӗ
Ҫамрӑкланнӑн туйӑнчӗ
Медаль пиччӗн енче
Сталин сӑнӗ ҫуталать
«Пирӗн ӗҫ тӗрӗс! Эпир ҫӗнтеретпӗр!» .
Тепӗр енне тинкерсен
«Тӑван Ҫӗршывӑн
Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнчи
Хастар ӗҫшӗн»
Тесе ҫырса хунине
Хамах тытса вуларӑм.
Ҫак хастарлӑх умӗнче
Ҫӗре ҫити пуҫ таяп
Вӗсемпеле мухтанап.
Чӑваш Ен малашлӑхшӑн
Раҫҫейӗм хӑватлӑран
Чун-чӗререн тав тӑвап.
Никам та ҫав манӑҫмасть,
Истори вӑл ҫухалмать.
С.С.Тимофеева, ӗҫ ветеранӗ.
Шурча ялӗ
Редакцирен: Светлана Семеновна Тимофеева çырнă сăвă (74 ҫулта). Сӑрпа Хусан хушшинче ĕçсене сăнаса панă.
Сентябрь 2026 |
