
Ачалăх – этем аталанăвĕнчи чи хаваслă та илемлĕ, вăйă-кулăллă тапхăр. Пĕчĕк чухне кам мечĕк тапса е йĕлтĕрпе ярăнса уроксем çинчен манман-ши, кам тĕрĕслев ĕçне тантăшĕнчен çырса илмен, кам тепĕр класпа ăмăртман, мала тухма ĕмĕтленмен, кам асăрхамасăр çутçанталăка сăтăр туман, кам пирвайхи хут апат пĕçерме сĕмленмен!.. Эй, тем те пулнă пуль! Аса илмелли кашниннех пайтах.
Çавнашкал шухăш юхăмне кĕртсе ӳкерет вулакана Чăваш кĕнеке издательствинче анчахрах пичетленнĕ кăларăм – «Хаваслă ачасем». Унăн авторĕ – Александр Галкин /1928–2002/ паллă чăваш прозаикĕ, куçаруçи, чăваш халăх поэчĕ. Хăй вăхăтĕнче Александр Алексеевич Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ, «Тăван Атăл» альманахăн тĕп редакторĕ, «Капкăн» сатирăпа юмор журналĕн литература пайĕн ертӳçи пулнă.
Калав пуххи «Кивелми кĕнеке» ярăмпа кун çути курнă. Унăн редакторĕ – В.В. Степанов, ӳнерçи – В.Я. Арапов, хуплашка авторĕ – И.Е. Калентьева. Тиражĕ – 1000 экземпляр. Кăларăма вăтам классенче вĕренекенсем валли хатĕрленĕ. Хайлавсенче сăнланă ĕç-пуç автобиографиллĕ пулнине палăртмалла. Çыравçă хăйĕн ачалăхĕ çинчен каласа кăтартать, класс пурнăçĕпе паллаштарать. Çавăнпа 1975 çулта вырăсла тухнă кĕнеке шăпах çавăн ятлă – «Я и мои друзья» – пулнă. Чăвашларан ăна В. Синицын куçарнă. Жанрне вара калавсенчен тăракан повесть тесе палăртнă.
Калавсенче иртнĕ ĕмĕрти 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнчи шкул пурнăçне, ял халăхĕн кăмăл-сипетне уçăмлăн кăтартнă. Çав вăхăтри ял ачисем мĕнле шухăш-ĕмĕтпе ӳснине, вĕсене мĕн хумхантарнине пĕлме кăсăклă. Çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçре вĕрентекенсем хăйсен яваплăхне тарăннăн туйса ĕçленине, ялта учитель ят-сумĕ /авторитечĕ/ çӳллĕ шайра тăнине ача-пăча мыскарисенче витĕмлĕн сăнласа панă.
Кĕнекери тĕп сăнарсем – икĕ тус: 5-мĕш А класра вĕренекен Михаил Михайловпа Семен Семенов – Михаçпа Çимуш. Çынсем каланă тăрăх, вĕсем сăнран та, кĕлеткерен те пĕр пекех, çавăнпа ялта арçын ачасене «йĕкĕрешсем» тесе чĕнеççĕ, пĕр-пĕринпе пăтраштараççĕ. Шкулта туссем пĕр парта хушшинче лараççĕ, пĕрле кĕнеке вулаççĕ, пĕрле апат çиеççĕ, пĕрлех выляççĕ те кулаççĕ. Харкашасси, пĕр-пĕрне кӳренесси пулкалать, паллах, анчах арçын ачасем хăвăртах мирлешеççĕ. Хăйне евĕрлĕ чăваш Том Сойерĕпе Гекльберри Финĕ теме те пулать вĕсене.
Александр Галкинăн кăларăм пуçламăшĕнчи умсăмахĕпе паллашма кăсăклă: «Çак кĕнекери пек мыскараçăсем сирĕн хушăра сахал мар тĕл пулаççĕ. Вĕсем яланах – шкулта та, килте те, вăйăсенче те, ĕçре те – хăйсене лăпкă тытаймаççĕ, темĕн те пĕр шухăшласа кăлараççĕ, тĕрлĕрен сăлтавсене пула хăйсем сисмесĕрех инкексем патне пыра-пыра тухаççĕ, вĕсенчен хăтăлма тăрăшса кулăшла лару-тăрусене çакланаççĕ, хăш чух хăйсенчен аслисене улталама та пăхаççĕ. Анчах ултав вăл – ултавах çав, часах тăрă шыв çине тухать. Çакна ачасем хăйсем тӳссе хăйсемех ăнланаççĕ».
Михаçпа Çимуш тата вĕсен тантăшĕсем мĕнле пăтăрмахсене лекнине пĕлес тесен «Хаваслă ачасем» кĕнекене алла тытма васкăр! Савăнмалли, тĕлĕнмелли пайтах кунта. Хальхи арçын ачасемпе хĕр пĕрчисем 70-мĕш çулсенчи шăпăрлансен пурнăçĕпе çывăхрах паллашайĕç, вĕсен кăмăл-туйăмне пĕлейĕç; çитĕннисем вара ачалăх ытамне путĕç.
Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
С уважением,
Ольга Иванова.
Дополнительная информация по
тел.: (8352) 28-85-53.
Чувашское книжное издательство
Сентябрь 2026 |
