Малалла тăнăç аталанма çирĕп никĕс хывнă

Категория: Главные новости Опубликовано: 26.02.2021, 16:40 Просмотров: 244

IMG 5103

 

Муркашсем районăн иртнĕ çулхи экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ Надежда Столярова хутшăннипе депутатсен район Пухăвĕн черетсĕр çиччĕмĕш анлă ларăвĕнче февралĕн 26-мĕшĕнче пĕтĕмлетрĕç. Пĕтĕмлетÿ мероприятине  тĕрлĕ шайри депутат, район администрацийĕн яваплă ĕçченĕсем, 

ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, предприяти-организацисен ертÿçисем, район çыннисем хутшăнчĕç. Сумлă хăнасем шутĕнче вара çавăн пекех  Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Александр Федотов, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн консультанчĕ Юрий Ямсков пулчĕç.
 
Иртнĕ çула район администрацийĕн пуçлăхĕ Ростислав Тимофеев пĕтĕмлетрĕ, район тума пултарнă кăтартусем, çĕнсе илме пултарнă чикĕсем район администрацийĕ, ял тăрăхĕсем, пур шайри депутат, федераци тата территори влаç органĕсем, 
предприятисемпе организацисен, учрежденисен ĕç коллективĕсем, пĕчĕк тата вăтам бизнес представителĕсем, районти пур ĕçчен те пĕрле çыхăнса ĕçлесе пынин кăтартăвĕ пулнине палăртрĕ. 
 
Çавăн пекех  Ростислав Николаевич умри задачăсем 
çинче те тĕплĕ чарăнчĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн пуçарăвĕпе 2020 – 2025 çулсем валли туса хатĕрленĕ тата йышăннă Чăваш Республикин экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн комплекслă программипе кăна районта инфраструктурăна аталантармалли проектсене 
1 млрд та 375 млн тенкĕлĕх пурнăçа кĕртмелле пулать.
 
Иртнĕ çулталăк никамшăн та çăмăл пулман. Апла пулин те, пандемипе çыхăннă йывăрлăхсене пăхмасăрах, социаллă тата экономика тăнăçлăхне, малалла аталанмалли условисене сыхласа хăварнă.
 
Район наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе активлă ĕçлет. 2020 çулта район территорийĕнче 4 наци проектне пурнăçа кĕртессипе ĕçленĕ. Çав тĕллевпе пĕтĕмĕшле  72 млн тенкĕ уйăрнă, вăл шутран вырăнти бюджетран 4,8 млн тенкĕ. Кăçал ку ĕç ма-
лалла тăсăлĕ. Çав тĕллевпе 168,3 млн тенкĕ уйăрма пăхнă. Проектсене хушса финанслама вырăнти бюджетран 12,1 млн тенкĕ уйăрмалла пулĕ. Кунсăр пуçне наци проекчĕсен шайĕнче республика бюд-
жетĕнче укçа-тенкĕ Ярапайкассинчи Культура çуртне тума тата Рыккакассинчи ял клубĕн проектне хатĕрлеме те пăхса хунă. 
Пĕтĕмĕшле вара кăçал наци проекчĕсене 
211,6 млн тенкĕлĕх пурнăçа кĕртмелле.
 
Район бюджечĕ тупăшсемпе 830 млн тенкĕпе, расхутсемпе 837,7 млн тенкĕпе танлашнă. Районăн хăйĕн тупăшĕ 212,6 млн тенкĕ е 25,6 процент. 2019 çулхинчен вăл 4,6 процент ÿснĕ. Бюджет эффектив-
лăхĕ 8,4 процентпа е 30,4 млн тенкĕпе танлашать.
 
Муниципалитет пурлăхĕпе тата çĕр ресурсĕсемпе усă курнипе тупăш иртнĕ çул 18,8 млн тенкĕ илнĕ. Çĕрпе тата пурлăхпа тухăçлă усă курассипе республикăри 3 
муниципалитет шутĕнче Муркаш районĕ «Собственность – СМАРТ» автоматизаци системине пурнăçа кĕртессипе пилотлă район пулса тăрать.
 
Ростислав Тимофеев палăртнă тăрăх,  экономика аталанăвĕ çитес çулсенче экономикăна тата социаллă сферăна хывакан инвестицисем çинче никĕсленме тивĕç. Экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн тăнăçлăхне сыхласа хăварнă, кăтартусем япăх мар. Пысăк тата вăтам предприятисем енĕпе продукци туса кăларасси 4,9 млрд тенкĕлĕх пулнă. Ку вăл унчченхинчен 
7,2 процент пысăкрах. Чи пысăк кăтарту – «Сеспель» предприятин. Кунта продукци 3,5 млрд тенкĕлĕх е унчченхи çулхинчен 7 процент ытларах туса кăларнă.
 
Шел пулин те, обществăлла апатлану  предприятийĕсен ĕç калăпăшĕ 33,2 про-
цент чакнă, апла пулин те ваккăн тавар сутасси 10 процент ÿснĕ, 1 млрд та 162 млн тенкĕпе танлашнă. 
Районта пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсен аталанăвĕнче ÿсĕмлĕх палăрать. Кун пек субъектсен шучĕ районта 2020 çул вĕçленнĕ тĕле 
957-пе танлашнă. Иртнĕ çулхинчен ку вăл 263 нумайрах. Шел пулин те, пĕчĕк тата вăтам предпринимательство субъекчĕсенче вăй хуракансен шучĕ 5,1 процент чакнă, 3381 çынпа танлашнă. 1 субъекта иртнĕ çул 9,1 млн тенкĕлĕх, 6 субъекта 8,9 млн тенкĕлĕх патшалăх  пулăшăвĕпе тивĕçтернĕ.
 
Иртнĕ çулхи кăтартусем аграри секторĕн аталанăвĕ малашлăхлă пулнине  çирĕплетеççĕ. Тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсене районĕпе кашни гектартан вăтамран 30,3 центнер, пĕтĕмĕшле 41,9 пин тонна пухса кĕртнĕ. Çакă вăл унчченхи çулхинчен 42 процент нумайрах.  Выльăх-чĕрлĕх продукчĕсем туса илессипе те кăтартусем япăхах мар.
 
Экономикăна аталантарма инвестицисем  хывма меллĕ условисем туса парасси хальхи вăхăтра пĕлтерĕшлĕ задача пулса тăрать. Пĕлтĕр инвестицисене пĕтĕмпе 871,7 млн  тенкĕлĕх явăçтарма май килнĕ. Ку вăл районта пурăнакан пĕр çын пуçне 27500 тенкĕпе танлашать. Иртнĕ çул хушма 16 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Кăçал 139,9 млн тенкĕ инвестицисем явăçтарса 19 проект пурнăçа кĕртме 
палăртнă. Çакă çĕнĕ 44 ĕç вырăнĕ йĕркелеме май памалла. Кунсăр пуçне районта 11 инвестици проектне пурнăçа кĕртессипе ĕçсем малалла пыраççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ  743,6 млн тенкĕлĕх.
 
Ĕç укçин вăтам виçи районĕпе 13 процент ÿснĕ, уйăхне вăтамран 31371,2 тенкĕпе танлашнă. Апла пулин те ку виçе республикăн вăтам кăтартăвĕнчен 10 процента яхăн пĕчĕкрех.
 
Пурăнмалли çурт-йĕр 12,1 пин тăваткал метр хута янă. Ку вăл 2020 çул валли çирĕплетнĕ планран 2,4 пин тăваткал метр сахалрах. Çакă чи малтанах нумай хваттерлĕ çурт тăвакан организаци тупăнманнипе çыхăннă. 2021 çул планĕ 13,3 пин тăваткал метрпа танлашать.
 
Иртнĕ çул тĕрлĕ программăпа 33 çемье  хăйĕн пурăнмалли çурт-йĕр условине лайăхлатнă. «Ял ипотекипе» 25 çемье усă курнă. 2021 çулта çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма 37 çамрăк çемьене тата тепĕр ял специалистне субсиди уйăрса парса пулăшма пăхнă.
 
Йăлари çÿп-çапа пухса тирпейлессин çĕнĕ системи пурнăçа кĕнĕренпе Ивановкăри полигона 81 пин кубла метр çÿп-çап тиесе ăсатнă. Вăл тулса çитнĕпе пĕрех. Çавăнпа та полигонăн иккĕмĕш черетне тăвассин ыйтăвĕ çивĕч тăрать.
 
Пĕлтĕр 4 ял тăрăхĕнчи 5 шыв башнине тĕпрен юсама май килнĕ. Кăçал юсав ĕçĕсене туса ирттерме конкурса 13 объект тĕлĕшпе 
документсем тăратнă.
 
«Формирование комфортной городской среды» проектпа иртнĕ çул район центрĕнчи «Çĕнтерÿ паркĕ» обществăлла территорире 1-мĕш тапхăрпа хăтлăх ĕçĕсене 7 млн тенкĕлĕх туса ирттернĕ. Кăçал ку ĕçсене вĕçлемелле пулать. Çавна валли 4 млн тенкĕ-
не яхăн уйăрĕç. Кунпа пĕрлех Мăн Сĕнтĕрти  Çĕнтерÿ 40 çул тултарнин ячĕллĕ паркра та хăтлăх ĕçĕсем пуçланмалла.
 
Çул-йĕр фончĕ пĕлтĕр 108,2 млн тенкĕпе танлашнă. Вăл шутран 74,2 млн тенкĕне яхăн муниципалитет çулĕсене тытса тăма тата юсама уйăрнă. «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă автомобиль çулĕсем» наци проекчĕ шайĕнче 5,5 километр тăршшĕ 3 çул юсанă. Кăçал ку ĕçсем малалла тăсăлĕç.
 
Пуçарулăх бюджечĕн проекчĕсем анлăн пурнăçа кĕреççĕ. Пĕлтĕр кун пек проектсене  36 пурнăçа кĕртнĕ. Кăçал обществăлла инфраструктурăна аталантарассипе пурнăçа  кĕртме 28 проект хатĕрленĕ.
 
IMG 5099
 
2020 çулта Нискасси тата Сосновка шкулĕсенче ачасене спортпа туслă пулма лайăхрах майсем туса пама май килнĕ, шкулсенчи спортзалсене юсама 3,7 млн тенкĕ уйăрнă. Иртнĕ çулах Калайкасси тата Çатракасси шкулĕсенче цифра тата гуманитари 
профилĕсен «Точка роста» центрĕсене уçнă. 
Муркашри «Солнышко» ача садĕнче капиталлă юсав ĕçĕсене 18,7 млн тенкĕлĕх туса ирттернĕ. «Вĕренÿ» наци проекчĕ шайĕнче Кашмаш шкулне тума пуçăннă.
 
Культура объекчĕсен пурлăхпа техника бази çирĕпленсе пырать, чылай çĕрте юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ. Мăн Сĕнтĕрте вара «Культура» наци проекчĕпе тĕслĕх библиотека уçнă.
 
Районта демографи лару-тăрăвĕ ăнăçлах теме çук. Çынсен шучĕ чакса пырать. Çак вăхăта районта 31309 çын пурăнать. Вилекенсен шучĕ çуралакансенчен ытларах. Çитменнине çĕршыври санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ те витĕм кÿнĕ. Коронавируспа чирлисене районта 493 çынна тупса палăртнă. 450 çын сывалнă, пневмонипе 24 çын вил-
нĕ.
 
IMG 5107
 
Ростислав Тимофеев хăрушă мурпа куçа-куçăн кĕрешекен медицина ĕçченĕсене вĕсен пархатарлă ĕçĕшĕн тав сăмахĕ каларĕ. Çавăн пекех вăл район аталанăвĕн ăнăçăвĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев, Чăваш Ен Правительстви тивĕçтерекен пулăшусăр пулманнине асăнчĕ. Пĕрле çыхăнса ĕçлесе пынишĕн пурне те тав турĕ, район ата-
ланăвĕпе çыхăннă тĕрлĕ ыйтăва татса парассипе район администрацийĕ кирек камшăн та уçă пулнине каларĕ.
 
Район аталанăвĕн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене тишкернĕ май, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ Надежда Столярова хăйĕн сăмахĕнче районта çывăх малашлăхра хута яма палăртакан объектсем пирки чарăнчĕ, ку тĕлĕшпе республика енчен пулăшу пулассине каларĕ, хальхи вăхăтра ре-
спублика правительстви çĕнĕ объектсен проектпа смета документацине туса хатĕрлессине те хăй çине илнине асăнчĕ. Кунпа пĕрлех Надежда Юрьевна бизнеса тивĕçтерекен пулăшу мелĕсем, çамрăксен проекчĕсем валли уйăракан грант пулăшăвĕ пирки каласа кăтартрĕ.
 
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн  Председателĕн çумĕ Александр Федотов вара район юлашки çулсенче япăх мар аталаннине палăртрĕ, çынсене ĕçмелли пахалăхлă шывпа тивĕçтерес енĕпе тĕллевлĕрех ĕçлеме сĕнчĕ, малашне те ăнăçу сунчĕ.
 
Депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Николай Никитин район центрĕнче туса ирттермелли хăтлăх ĕçĕсем пирки сăмах хускатрĕ.
 
Район аталанăвне пысăк тÿпе хывнисене анлă ларура тĕрлĕ шайри награда парса чысларĕç, вĕренÿри тата общество пурнăçĕнчи чи хастар çамрăксене вара республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине çирĕплетекен свидетельствăсем пачĕç.
 
В. ШАПОШНИКОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4