Этемлĕх историйĕнче кун шутне кун, эрне, уйăх ятне пĕлмен вăхăт та пулнă. Хĕвел анса каç пулсан – выртнă, хĕвел тухсан, кун çути килсен – тăнă, çанталăк, кунсем улшăнса пынине кашниех курнă та пĕлнĕ, анчах вăл мĕнле улшăнса черетленсе пынине ĕлĕкхи çынсем сăнаса калама пултарайман.
Çул хыççăн çул, ĕмĕр хыççăн ĕмĕр иртнĕ. Этемлĕхĕн ăс-тăнĕ çирĕпленсе, улшăнса пынă. Этемлĕх историйĕ сăнавсемпе тата асăрхавсемпе пуянланнă. Таврари япаласене кулленхи пурнăç ĕçĕпе, сăнаса асăрханипе çыхăнтарса танлаштарма вĕреннĕ, çапла майпа этемлĕх историйĕнче ĕмĕрсем хушшинче пуçтарăннă тĕрлĕ сăнавсемпе асăрхавсем, пĕтĕмлетÿсем пурнăçа пуянлатса, ăслăлатса пынă.
Çырулăх пулман халăхăн вара тĕрлĕ сăнавĕсем, пĕтĕмлетсе каланисем ăруран ăрăва сăмах вĕççĕн çеç куçса пынă. Каярах вара хăйсем сăнанине, курнине, хăйсем майлă ăнланса хут çине çырса пыра пуçланă, çавăн пек кĕнекесен шутне 1867 çулта Николай Васильевич Золотницкий хатĕрлесе кăларнă «Сюлдалык кнеге» ятлă чăвашсен пĕрремĕш календарьне кĕртме пулать.
Ку календаре, чăвашсем валли кăларнă çав вăхăтри «Чуваш кнеге» букварь пекех, вырăсла саспаллисемпе çырнă пулнă, унта чăваш чĕлхинче тĕл пулакан сасăсене кăтартмалли паллăсем пулман. Пирвайхи календарь содержанийĕпе пуянах мар. Унăн пуçламăшĕнче çулталăкра миçе уйăх, миçе эрне, миçе кун пулнине çырса кăтартнă, уйăхсемпе кунсен чăвашла ячĕсене палăртнă. Кунтах кашни уйăхра мĕнле уявсем пулнине çырса панă.
Иккĕмĕш календарь 1874 çулта пичетленсе тухнă, ăна та Н.И. Золотницкий хăй системипех кăларнă. Малтанхипе танлаштарсан, иккĕмĕш календарьте çĕнĕлĕхсем нумай, калăпăшĕ те пысăк.
Виççĕмĕш календарь вăтăр çула яхăн иртсен кăна, 1903 çулта пичетленсе тухнă. Ӑна К.П. Прокопьев «Çулталăк кĕнеки» ятпах хатĕрлесе кăларнă. 1914 çулччен вара, уйрăм çулсемсĕр пуçне, тăтăшах йĕркеллĕ тухса пынă. Ун чухнехи календарьсенче тĕрлĕ уявсем, патшасен çуралнă кунĕсем çинчен тата ял хуçалăх ыйтăвĕсемпе чылай çырнă, тыр-пул акса тăвас, сад ÿстерес, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес тата унăн ăратлăхне лайăхлатас, хуçалăха тытса пырас ыйтусемпе çырнисем сахал мар. Самана йĕркисене хускатса çырни те тĕл пулать. Малалла тухса пынă календарьсем те çак темăсене хускатнă.
Революци хыççăн чăваш календарĕ 1923-1933 çулсенче, 1958 çул хыççăн вара 1970 çулччен çулсеренех Чăваш кĕнеке издательствинче тухса пынă. Çав вăхăтра хăш-пĕр çулсенче кăна пичетленмен вăл.
Чăваш республикин Наци библиотеки 1973 çулта «Время. События. Люди» ятпа календарь кăларма пуçлать. Вăл 1996 çулччен çак ятпа тухса тăнăĕ Н.И. Золотницкийĕн «Сюлдалык кнеге» тухнăранпа 130 çул çитнĕ тĕлне библиотека хăй хатĕрлекен календаре «Çулталăк кĕнеки- Календарь года» ятпа кăларма тытăнать. Кĕнеке хуплашки валли В.И. Агеев художник ÿкерчĕкне илнĕ. Вăл тĕнче тытăмне тата çулталăк çаврăнăшне палăртать.
1998 çулта библиотековедени тата библиографипе çырнă наука ĕçĕсен пĕтĕм Раççейри конкурсĕнче библиотека хатĕрлекен календарь Диплом илме тивĕçлĕ пулать. Раççейри паллă специалистсем те ăна пысăка хурса хаклаççĕ. 2001 çулта Чăваш наци конгресĕпе Чăваш таврапĕлÿçисен пĕрлĕхĕ Н.Я. Бичурин ячĕллĕ Диплом парса чыс тăвать.
Çулсерен календаре республикăн историпе культури, экономики тата ытти пĕлтерĕшлĕ пулăмĕсемпе çыхăннă паллă кунсене кĕртнĕ. Кунсăр пуçне республикăра, Раççей тата тĕнче шайĕнче палăрнă çынсем çинчен çырнă кĕске биографии очеркĕсем пур. Кашни пĕлтерĕшлĕ пулăм е паллă çын çинчен литература списокне вырнаçтарнă. Календарĕн хăшпĕр кăларăмĕсенче паллă кунсемпе çыхăннă статьясем пичетленнĕ. Вĕсен авторĕсем – республикăри паллă ăсчахсем. Тĕслĕхрен, Н.Я. Бичурин çуралнăранпа 230 çул çитнĕ май Геннадий Юмартăн «Монах та сăвă калăплать», М.Р. Федотов тюрколог çуралнăранпа 90 çул çитнĕ май И.В. Мукинан «Чĕлхемĕрĕн кун-çулне тĕпчекенĕ», П.Т. Тихоновăн «Б.И. Гузовский – Чăваш Енри юманлăхсене тĕпчекенĕ» статйисем календарьте вырăн тупнă.
2021 çула халалланă «Çулталăк кĕнеки» те çак кунсенче пичетрен тухрĕ. Унпа Чăваш Республикин наци библиотекин краеведени уйрăмĕнче паллашма пулать. Кăларăма историри паллă пулăмсем, пултаруллă çынсем, предприятисемпе учрежденисем çинчен çырнă 300 яхăн материал кĕнĕ.
Чăваш Енре 2021 çула Сăр шывĕпе Хусан енчи оборона чиккисене тăвакансен паттăрлăхне халалланă. Октябрĕн 28-мĕшĕнче хÿтĕлев йĕрне чавма пуçланăранпа 80 çул çитет.
Чăваш Республикин Наци библиотеки те çак кунсенче хăйĕн 150 çулхи юбилейне паллă тăвать. Çавăн пекех 2021 çулăн тепĕр пĕлтерĕшлĕ пулăмĕсенчен пĕри – чăвашсен çĕнĕ çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитни.
2021 çулта «Ӗмĕр сакки сарлака» роман авторĕ Никифор Мранька çуралнăранпа 120 çул, чăваш халăх поэчĕ Николай Шелепи çуралнăранпа 140 çул, «Кĕлпук мучи», «Тутимĕр», «Шуйттан чури» хайлавсен авторĕ Ухсай Яккăвĕ çуралнăранпа 110 çул, Юрий Скворцов çуралнăранпа 90 çул çитет. Хăйсен юбилейĕсене чăваш халăх поэчĕсем Юрий Сементерпе Валери Туркай, Юрий Артемьев литературовед, Виталий Енĕш, Николай Иванов, Николай Сорокин, Юхма Мишши, Улькка Эльмен, Геннадий Максимов, Раиса Сарби, Юлия Силэм, Арсений Тарасов çыравçăсем паллă тăваççĕ.
Тĕрлĕ ăслăлăхра палăрнă çынсем хушшинче те çавра çуллисем нумай. Вĕсен шутĕнче: медицина наукисен докторĕ Анатолий Волков, истори наукисен докторĕсем Валерий Григорьевпа Виталий Орлов, истори наукисен кандидачĕсем Валерий Кочетковпа Борис Каховский, филологи наукисен докторĕсем Людмила Сарбашпа Галина Семенова тата ыттисем те.
Искусство çыннисем хушшинче кăçал Анатолий Брындин, Анатолий Быков, Миша Григорян ÿнерçĕсене, Лидия Красова, Надежда Алферова, Любовь Федорова артисткăсене, Василий Павлов, Олег Попов артистсене, Тамара Гурьева, Людмила Семенова, Августа Уляндина юрăçсене саламламалла.
«Çулталăк кĕнекипе» тĕрлĕ вĕренÿ заведенийĕсенче, хаçат-журнал редакцийĕсенче, радиопа телевиденире, библиотекăсенче усă кураççĕ. Вăл республика тулашĕнче те анлă сарăлнă. Тăван ен историйĕпе тата паянхи пурнăçĕпе интересленекенсемшĕн те вăл кăсăклă.
Календаре хатĕрлесе кăларас кăткăс та йывăр ĕç çулталăк тăршшĕпех пырать. Сĕнÿсемпе канашсем паракансене, пулăшма пултаракансене библиотекăра курма яланах хавас.
Полина Семенова,
Чăваш Республикин наци библиотекин ĕçченĕ
Сентябрь 2026 |
