Хăвăра упрама тăрăшăр!

Категория: Главные новости Опубликовано: 20.10.2020, 13:58 Просмотров: 405

 

    Кашни çулах кĕркунне çанталăк сивĕтсе пынă май   респираторлă вирус чирĕпе чирлекенсен шучĕ ÿсет. Кăçал вара коронавирус инфекцийĕпе çынсем чирленĕ пирки лару-тăру татах та йывăрланса пырать пулĕ?

       Епле сыхланмалла, мĕн тумалла респираторлă вирус тата коронавирус чирĕсемпе чирлес мар тесен? Паян çакăн çинчен каласа пама тата ытти ыйтусем çине хуравлама эпир Республикăн общество сывлахĕн, профилактика медицинин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачне Елена Михайловна Егоровăна ыйтрăмăр.

 

   - Елена Михайловна, чăн малтан респираторлă вируслă чирсем çинче чарăнса тăрар-ха. Çынсене тепĕр хут аса илтерер, кĕркунне çитрĕ çав чирпе чирлекенсен йышĕ хальхи вăхăтра мĕн чухлĕ, çынсем ытларах мĕнле майпа чирлесе каяççĕ?

   - Кăçал çанталăк ăшă тăчĕ пулин те çак чирпе чирлекенсен шучĕ нумайланчĕ. Республикара хальхи вахăта пĕтĕмпе те 6 пин ытла çын чирлет. Чирлекенсенчен 67% - чĕ – Шупашкар хулинче пурăнакансем.

     Респираторлă чирсене пуçарса яракансем – вируссем. Вĕсем сывă çынсене чирлĕ çынран тата уйрăмах чире ура çинче чирлесе ирттерекенсенчен ереççĕ.

Чире пуçаракан вируссем ÿсĕрнĕ, сунасланă, калаçнă май сывлăша тухаççĕ. Сывă çынсем вара таса мар вируслă сывлăшпа сывласа чире каяççĕ. Вируссем таса мар алă урлă та сывă çынна лекме пултараççĕ.

Вирус организма лекнĕ хыççăн, чирĕн пĕрремĕш паллисем сисĕниччен 2 кунтан пуçласа 4- 5 кун иртет.

- Грипп чирĕ вара респираторлă чирсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

- Грипп та респираторлă вируслă чирĕсен шутне кĕрет. Гриппа ытти респираторлă чирĕсен паллисем ытларах пĕрешкел: ÿт температури ÿсет, вăй чакать, сăмса хупланать, çын хăйне япăх туять.

Анчах та, грипп самай йывăртарах иртет: вăл яланах сасартăк, кĕтмен çĕртен пуçланать: ÿт-пÿ температури тăруках 39-40 градуса çити хăпарать, мышцăсем, куçсем ыратаççĕ, тар вăйлă тухать, вăй-хал чакать, пуç ыратать. Каярахпа тин сăмса питĕрĕнет, пыр ыратма пуçлать, ÿслĕк пуçланать. Пысăк температура 5 кун таранах тытăнса тăрать. Йывăр чирлекенсен е чире ура çинчех ирттерекенсен грипп шала кайса, вирус энцефалитне, пневмоние тата ытти йывăр чирсене куçма пултарать. Уйрăмах ача кĕтекен хĕрарăмсен   асăрхануллă пулмалла.

   Ытти респираторлă вирус чирĕсемпе чирлесен вара, пĕрремĕш вырăна ÿслĕк, пыр ыратни, сăмса юхни тухса тăрать. Температура вара ытларах иккĕмĕш-виççĕмĕш кунсенче кăна хăпарма пуçлать.

   - Елена Михайловна, чирлесен мĕн тумалла?

   - Гриппа та, респираторлă инфекци чирĕпе чирлесен те чире ура çинче чирлесе ирттермелле мар. Чирлесен   малтанхи кунсенче килте пулма тăрăшмалла. Вăй пĕтсен, пысăк температура пулсан, шăнтса пăрахсан вырăн   çинчен тăмалла мар. Тухтăр çырса панă эмелсене кăна ĕçмелле тата вăл сĕннине çирĕп пăхăнса сипленмелле. Антибиотиксене   врач каламасăр ěçмелле   мар, мĕншĕн тесен грипп вирусěсем антибиотиксене   туйăмсăр.

      Çакна каласа хăвармалла, 38   градусран   пысăкрах температурăна кăна чакарма тăрăшмалла. Мĕншĕн тесен, пысăк температура   вируссемпе   кěрешекен   организмăн   хÿтлěх реакцийě шутланать. Температура хăпарсан, ăшă   процедурăсем - ванна, горчичник, ăшă чěркени - юрамаççě.   Хурлăхан, хăмла çырлинчен морс, çăка чечекĕнчен хатĕрленĕ  чей  нумайрах ĕçме тăрашмалла.    

- Коронавирус чирĕ респираторлă вирус чирĕсенчен мĕнпе уйрăлса тăрать?

   - Грипп хăрушă чир пулнине çынсем нумайăшĕ пĕлеççĕ. Ку чире мĕнле сиплемеллине тахçанах тупса палăртнă. Хальхи коронавирус чирĕ вара çĕнĕ чир. Специалистсем анчах коронавируса тĕпчесе, çак чире  мĕнле лайăхрах сиплемеллине тупса вĕренсе пыраççĕ. Вăл пĕрисен юнне çăратать, теприсен пыршăлăхне сиенлет, виççĕмĕшсен ÿпкисене пĕтерет.

   Чир ерме пултаракан хăрушлăх ушкăнне уйрăмах ватă çынсем, гипертонипе тата ытти вăраха кайнă чирсемпе аптăракансем кĕреççĕ. Вĕсен чир уйрăмах питĕ йывăр иртет.

- Елена Михайловна, коронавирус чирпе чирленине мĕнле паллăсем кăтартаççĕ?

   - Коронавирус чирĕпе чирлекенсен те чир паллисем ытларах респираторлă вирус чирĕн паллисемпе пĕрешкел. Пĕрремĕш кунсенче ÿт температури ÿссе каять. Чирлĕ çын хăйне питĕ япăх туйма пуçлать, хăвăрт ывăнать, вăй пĕтет, апат çиес килми пулать. Каярах типĕ ÿслĕк нушалантарма пуçлать. Нумайăшĕ апат тутине туйми пулаççĕ, шăршă çухатаççĕ. Чирлекенсен сывлама йывăрлансах пырать.

       Статистика кăтартнă тăрăх, пирĕн республикăра чирлекенсенчен 27 проценчĕн чирĕн паллисем пачах та çук. Анчах та çакăн пек çынсем ытти çынсене чирлеттерсе яма пултараççĕ. Çавăнпа та хальхи вăхăтра уйрăмах пурин те питĕ асăрхануллă тата тимлĕ пулмалла.

- Мĕн тумалла-ха, асăннă чирсемпе чирлес мар тесен?

- Чирлес мар тесен, кашни çыннăн хăйĕн яланах тăрăшмалла, иммунитета çирĕплетмелле. Çирĕп иммунитет çынна нумай чиртен сыхлать, асăннă чирсенчен кăна мар.

     Иммунитета    пĕр   уйăх хушшинчех çирĕплетсе çитерме май çук, çавăнпа та ун çинчен эпидеми пуçланиччен кăна аса илмелле мар.   Вăл çирĕп пултăр тесен, кунсерен   сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла, тĕрĕс апатланмалла, физкультурăпа туслă пулмалла.

   Çÿлерех асăнтамăр ĕнтĕ грипа та, коронавирус тата респираторлă инфекци чирĕсене пуçарса яраканĕсем – вируссем. Вĕсем сывă çынсене сывлăш тата алă урлă ереççĕ.    Çавăнпа та çак чирсенчен сыхланас тесен, хальхи вăхăтра халăх çÿренĕ вырăнсенче яланах маска тăхăнмалла. Анчах та час-часах çакна асăрхатпăр, маскăпа нумайăшĕ тутине кăна хуплаççĕ. Кун пек чухне, маска тăхăнни пачах та усси пулмасть. Вируссем вара сăмсапа сывласан, сывлăша тухса сарăлса ытти сывă çынсене лекеççĕ. Çавăнпа маскăна тĕрĕс тахăнмалла, унпа сăмсана та, тутана та хупламалла. Май пулсан, халăх нумай çÿренĕ вырăнсенчен аяккарах пулма тăрăшмалла. Алсене час – часах çумалла е антисептикпе сĕрмелле.

   - Елена Михайловна, прививкăсем пирки мĕн калама пултаратăр? Прививкăсем асăннă чирсенчен хальхи вăхăтра тăваççĕ-и?

- Сыхланмалли мелсенчен вара чи лайăххи – прививка туни. Кăçал пирĕн республикăри пĕтĕмпе 60% çынна грипран прививка тума палăртнă. Поликлиникăсенче сентябрь пуçламăшĕнчех çынсене прививкăсем тума пуçланă, çакă ĕç халь те маллаллах пырать. Паянхи куна республикăра пурăнакан 237 925 çынна прививка тунă.  Енчен те грипран прививка тăвас килет пулсан, хальтерех, грипп эпидемийĕ пуçланиччен тусан, питĕ вырăнлă пулĕ. Прививка тутарма хăвăрăн тухтăр патне каймалла.

     Коронавирусран   та вакцина туса кăларнă, ăна пирĕн республикăна та илсе килнĕ. Анчах та ăна чи малтан коронавирус чирĕпе чирлекен çынсене сиплекен тухтăрсене тума палăртнă.

- Анчах та, хăш-пĕрисем грипран та прививка тутарас пирки нумайăшĕ иккĕленеççĕ. Кун пирки мĕн калама пултаратăр?

   - Чăнах та, хăшпĕр çынсем, прививка тутарасшăнах мар. Пĕрисем унăн усси сахал, теприсем тата сиенлĕ те, тесе шутлаççĕ. Каланине сахал мар илтнĕ, прививка тутарсан та чирлерĕм, çавăнпа урăх тутармастăп тенине. Çÿлерех асантăмăр ĕнтĕ, грипсăр пуçне тĕрлĕ респираторлă вирус чирĕсем питĕ нумай. Çынсем вĕсемпе чирленине гриппа пăтраштараççĕ.

  Статистика кăтартнă тăрăх, прививка тутарнисем гриппа нумайăшĕ чирлемеççĕ. Чирлесен те, чире çăмăллăн ирттерсе яраççĕ. Прививка тутаракансем хушшинче чир шала кайса, ытти йывăр чирсене куçнă тĕслĕхсем   те питĕ сахал. Хальхи вăхăтра вара коронавирус пирки йывăр лару-тăру вăхăтра грипран прививка туни питех те вырăнлă пулĕ.

- Прививкăна пурне те тума юрать-и?

- Прививкăна чирленĕ вăхăтра кăна тата аллерги паракан çынсене кăна тума юрамасть. Тĕплĕнрех кун пирки хăвăра сиплекен врачпа канашласа пĕлмелле.

- Елена Михайловна, юлашкинчен мĕн каласа хăваратăр?

- Тепĕр хут асăрхаттарса хăварсшăн, чи малтан кашни çын хăйĕн сывлăхшăн хăй яваплине. Çавăнпа кунсеренех сывă пурнăç йĕркине тытса, яланах тĕрĕс апатланса, физкультурăпа туслă пулса иммунитета çирĕплетмелле.

   Хальхи вăхăтра вара грипп, респираторлă вирус чирĕсемпе тата коронавирус чирĕпе чирлес хăрушлăх пур вăхăтра,  уйрăмах пурин те питĕ тимлĕ пулмалла.

Сывă пулăр, хăвăра упрăр!

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4