
Июлĕн 16-мĕшĕнче районта ĕçлĕ çул çÿревпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ертÿçин çумĕ - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пулчĕ. Вăл ял хуçалăх производство кооперативĕсен ертÿçисемпе, хресчен /фермер/ хуçалăхĕсен ертÿçисемпе, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе Оринин ялĕнче тĕл пулу ирттерчĕ. Çавăн пекех унта район пуçлăхĕ - депутатсен район пухăвĕн председателĕ Игорь Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ - финанс пайĕн пуçлăхĕ Рената Ананьева тата ыттисем хутшăнчĕç.
С. Артамонов ялсене тата ял хуçалăхне аталантарма патшалăх шайĕнче тĕрлĕ пулăшу уйăрни çинче чарăнчĕ. Вăл каланă тăрăх, ял территорийĕсене комплекслă аталантарма кăçал 946,7 миллион тенкĕ уйăрĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев йышăнăвĕпе Чăваш Автономи 100 çул тултарнă ячĕпе республикăри кашни яла 100 пин тенкĕ уйăрма палăртнă. Ку укçа-тенкĕ ялсене аталантарма, хăтлăх кĕртме питех те вырăнлă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, республикăра 1873 проект пулнă, вăл шутра 1712-шĕ яллă вырăнсенче, ытларахăшĕ спорт, вăйă площадкисем тăвас тĕлĕшпе.
Ял халăхне çулсерен пăшăрхантаракан ыйту вăл - çуллахи вăхăтра сĕт хакĕ чакни. Ку ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев йышăнăвĕпе кăçал сĕт хакĕ чакнă тапхăрта республика шайĕнче татса пачĕç, хушма хуçалăхра ĕне тытакансем валли субсиди уйăрчĕç. Çакă та ял çыннишĕн пĕчĕк мар пулăшу пулчĕ.
2020 çул пуçланнăранпа çĕршывра, вăл шутра республикăра та çăмăллăхлă ял ипотекин программи пурнăçланса пырать. Унпа усă курса ялти специалист пурăнмалли çурт-йĕр тума е туянма çăмăллăхлă 3 процентпа кредит илме пултарать. Çак тапхăр тĕлне республикăра 203 çемье 297,1 миллион тенкĕлĕх çак кредита илме пултарнă. Россельхозбанк граждансенчен 794 миллион тенкĕ кредит тĕлĕшпе 390 заявка йышăннă. Ку ĕç малалла пырать.
Республика ертÿçи йышăнăвĕпе агропромышленность комплексĕнче, ялти социаллă сферăра, çавăн пекех потребитель е ял хуçалăх кооперацийĕн сферисенче ĕçлекен тата нумай ачаллă çемьесен «ял ипотекин» программин процент ставкине 3-рен 0,1 процент таран чакарма республика бюджетĕнчен укçа уйăрма палăртнă.
Министр ял хуçалăхĕ валли уйăракан пулăшу мелĕсем çинче чарăнчĕ, вĕсем тĕрлĕ енлĕ. Çулталăк пуçланнăранпа ял хуçалăхĕнче ĕçлекен патне патшалăх пулăшăвĕ тĕрлĕ мелпе 600 миллион ытла тенкĕ чухлĕ çитнĕ. Техникăшăн 40 процентне субсидилес йĕркепе 70 заявкăпа 70 миллион тенкĕ тÿлесе, 135 единица туянса техника паркне çĕнетме пултарнă. Çавăн пекех пĕчĕк йышлă ĕнесен фермисене, комбикорм завочĕсемпе цехĕсене тума, тырă-пулă управа хума хатĕрлессипе ĕçлес тĕлĕшпе субсидилес правилăсене йышăннă. Ертÿçĕсене вăл субидисемпе усă курма сĕнчĕ. Чăн АПК аталанăвĕ валли уйăрма пăхнă ятарлă программăсем республикăра çителĕклипех.
С. Артамонов усă куракан кашни гектар çĕрпе тухăçлăрах усă курмаллине палăртрĕ. Усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, биологизаци, мелиораципе цифровизаци тата ытти мелпе ĕçлени тыр-пул тухăçлăхне ÿстермелле. Пусă çаврăнăшне кĕртмен çĕр çав-çавах республикăра та, районта сахал мар. Вăл каланă тăрăх, çулталăк пуçламăшĕ тĕлне ун йышши çĕр республикăра 30 пин гектар ытла. Анчах та çак çĕрсем пайăн-пайăн пĕчĕкшер вырăнсенче, çавна май вăл пысăк инвесторсемшĕн илĕртÿллех мар. Ку енĕпе ертÿçĕсемпе пуçлăхсене çине тăрса ĕçлеме сĕнчĕ.
Тухса калаçакансем татах та пулчĕç. Вĕсем ял хуçалăхĕ валли кадрсем хатĕрлес, ял хуçалăх ÿсен-тăранĕсене хими мелĕпе хÿтĕлес тата ытти ыйтăва хускатрĕç.
Тĕл пулăва хутшăнакансем çĕр, субсиди илесси тата ытти пирки ыйтусем хускатрĕç. Ярославка ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Сергей Шадрин Сосновски пултăранĕ сарăлса пыни пирки пăшăрханчĕ. Республикăра унпа кĕрешессипе çĕнĕлĕх кĕртме палăртнине асăнчĕ министр.
Республика ертÿлĕхĕ ялсем çине пысăк тимлĕх уйăрнăшăн, кашни яла 100-шер пин тенкĕ çитернĕшĕн Уйкас Янасал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Светлана Никифорова ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем ячĕпе тав турĕ.
Р. Илларионова.
Сентябрь 2026 |
