Ăшă кунсем пуçлансанах нумайăшĕ пĕвесемпе юханшывсене шыва кайма пуçлаççĕ. Анчах та асăрхануллăх правилисене манса кайнă е пăхăнман пирки, час-часах çынсем инкеке çакланаççĕ, хăш пĕрисен вара пурнăçĕ те татăлать.
Мĕн тумалла çу кунĕсем инкек – синкексĕр, савăнăçлă кăна иртчĕр тесен, çакăн çинчен тата ытти ыйтусем çине хурав пама Республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицини центрĕн врачне Елена Михайловна Егоровăна ыйтрăмăр.
- Елена Михайловна, çулсеренех пĕвесемпе юхан шывсенче çынсем путса вилеççĕ. Кăçал пирĕн республикăра мĕнле лару-тăру?
- Шел пулин те, пирĕн республикăра та пĕр çулта шыв çинче инкексĕр иртмест. Уйрăмах шăрăх кунсенче шывра путса вилекенсен шучĕ ÿсет. Хальхи вăхăт тĕлне пирĕн республикăра 11 çын ытла путса вилнĕ, вĕсем хушшинче 2 ача.
Çулсеренех специалистсем хăрушсăрлăх правилисене асăрхаттарсах тăраççĕ. Анчах та çынсенчен нумайăшĕ вĕсем çинчен манса каяççĕ, вĕсене инкек пырса тивмессе шанаççĕ.
- Елена Михайловна, ытларах мĕнле сăлтавсем инкек патне илсе çитереççĕ?
- Çынсем путса вилнĕ сăлтавсене тишкернĕ май, ытларах чухне нумайăшĕ ятарлă мар вырăнта шыва кĕни, шывра ишме пĕлменни, çын хăйĕн вăй-халне тĕрĕс хакламанни инкек патне илсе çитернине тупса палăртнă. Тата уйрăмах çакна палăртса хăвармалла, аслисем ытларах ÿсĕр пулнипе шывра путаççĕ. Путса вилекенсем хушшинче нумайăшĕ арçынсем.
Ачасем вара аслисем çителĕклĕ асăрхаса тăман пирки инкеке лекеççĕ.
- Çынсем нумайăшĕ ишме пĕлетпĕр, тесе инçе çитиех çырантан ишсе каяççĕ. Путса вилекенсем хушшинче ишме пĕлекенсем пур-и?
- Шел пулин те, ишме пĕлекенсем хушшинче те инкеке çакланакансем чылай. Хăш – пĕрисем ыттисенчен хытăрах тата инçерех ишме пултарнине ĕнентерес тĕллевпе аякка çити ишсе каяççĕ, тарăнрах чăмаççĕ. Кун пек хăтланусемпе вĕсем хăйсен умĕнче те, юлташĕсемшĕн те хăрушлăх кăларса тăратаççĕ.
Çавăнпа та пурин те шыв çинче хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалла, тимлĕхе çухатма юрамасть.
- Елена Михайловна, шыва кĕмелли йĕркене тепĕр хутчен пăхса тухни те вырăнлă пулĕ, хăрушсăрлăх правилисене асăнса хăварăр-ха.
- Яланах асра тытмалла, пĕлнĕ çĕртре, ятарласа уйăрнă вырăнта çеç шыва кĕмелле.
Лайăх пĕлмен тата шыва кĕме юраман вырăнсенче шыв айĕнче тункатасем, туратсем, шĕвĕр чулсем, çĕмрĕк кĕленчесем пулма пултараççĕ, вĕсем çине тăрăнни пурнăçшăн питĕ хăрушă.
Пĕччен шыва кĕмелле мар тата инçете те ишсе каймалла мар. Инкек сиксе тухсан, юнашар пулăшу паракан никам та пулмĕ. Чикĕ палăртса карнă паллăсем урлă та ишсе каçма юрамасть.
Ăшă та çилсĕр тÿлеклĕ çанталăкра ирхи 8 сехетпе 10 сехетчен, каçхине 5- пе 7 сехетчен кăна шыва кĕме тăрăшмалла.
Салтăннă хыççăнах чупса пырса шыва чăммалла мар. Малтан шыва майĕпен кĕрсе тăрса, кĕлеткене шыва пĕчĕккĕн хăнăхтармалла. Çапла организм сивĕ шыва ерипен хăнăхса пырать, шăнăр туртас инкек те сахалланать.
Шывра алхасмалла мар. Пĕрне-пĕри ураран туртса сĕтĕрни, утланса ларни, çурăмран, хулпуççирен шыва тĕртни час-часах инкек патне илсе пырать. Кун пек чухне ăнсăртран шыв çыннăн тип пырне кайма пултарать. Çын вара сывлайми пулса, тăн çухатса çыран хĕрĕнчех путса вилме пултарать.
Шывра 20 - 25 минутран ытла пулмалла мар. Нумай хушши шывра пулсан, çын шăнса каять. Шăннине пула шăнăр туртса лартас, чирлес хăрушлăх тухса тăрать.
Тата çакна та ас тумалла, ĕçлесе тарланă хыççăн та тÿрех шыва кĕме юрамасть. Малтан кăштах канмалла, тарланине ирттерсе ямалла.
Ÿсĕрле шыва пачах та кĕмелле мар.
- Ачасемпе инкек сиксе ан тухтăр тесен, ашше-амăшне мĕнлерех сĕнÿсем паратăр?
- Вăрăм каникул кунĕсем пуçланчĕç. Радио-телевидени, хаçат-журнал урлă специалистсем ача инкеке лекнĕ тĕслĕхсем пирки час-часах каласа асăрхаттараççĕ, аслисене тимлерех пулма ыйтаççĕ пулин те, пĕр çулта инкексĕр иртмест. Çÿлерех асăнтăмар ĕнтĕ, кăçал та ачасем путса пурнăçран уйрăлнă тĕслехсем пур.
Яланах асра тытмалла, ачасен пурнăçĕшĕн аслисем яваплă. Чи малтанах вĕсене кỹлĕсемпе юханшывсем çывăхĕнче хăйсене епле тытмаллине, пĕлмен вырăнта шыва кĕме юраманнине ăнлантармалла. Ачасене вăхăтра ишме вĕрентмелле. Пĕчĕккисене шыв хĕррине аслисемсĕр хăйсем тĕллĕн çÿреме ирĕк памалла мар. Пĕве, юханшыв патне ачасемпе пĕрле кайсан та, шыв тарăн мар пулсассăн та вĕсем хыççăн сăнасах тăмалла.
- Елена Михайловна, калаçăва вĕçленĕ май, хаçат вулакансене мĕн сĕнетĕр?
- Çуллахи кунсем йĕркеллĕ иртччĕр, савăнăçлă аса-илÿсем кăна хăварчĕр тесен, яланах хăрушсăрлах правилисене асра тытмалла, вĕсене пăхăнмалла!
Сентябрь 2026 |
