Медальсемпе чысланӑ

Категория: Общество Опубликовано: 26.12.2025, 09:44 Просмотров: 36

Муркаш округӗн пуҫлӑхӗ Алексей Матросов ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксен амӑшӗсене медальсем панӑ. Вӗсен ывӑлӗсем ҫар задачисене пурнӑҫланӑ чухне паттӑрлӑхпа хӑюлӑх кӑтартнӑ.

«СВО-на хутшӑнаканӑн амӑшне» медальсене Рената Смирновӑпа Ирина Зубкова амӑшӗсем тивӗҫнӗ. Медальсене ҫар чаҫӗн командованийӗ пуҫарнипе панӑ, унта вӗсен ывӑлӗсем хӗсметре тӑраҫҫӗ. Алексей Матросов «СВО-на хутшӑнаканӑн арӑмне» медале СВО-на хутшӑнаканӑн мӑшӑрне Наталия Зубковӑна панӑ. Округ пуҫлӑхӗ Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫисен пур амӑшне те тав сӑмахӗ каланӑ. «Эсир пирӗн ҫӗршыва хӑюллӑн хӳтӗлеме каякан, хӑйсен тивӗҫне ҫирӗп те шанчӑклӑ пурнӑҫлакан ывӑлсем ҫитӗнтернӗ», – тесе палӑртнӑ вӑл. Чыслава вӗренӳ пайӗн ертӳҫи Зоя Дипломатова хутшннӑ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4