Диабетпа чирлекен валли

Категория: Общество Опубликовано: 13.02.2026, 11:00 Просмотров: 76

Паянхи пурнăçра çынсем хушшинче час-часах диабет чирĕ пирки пăшăрханса калаçнине илтме пулать. Диабетпа чирлекенсем апата тиркесе çимелли пирки те нумай калаçнине илтме пулать. Çакă ăнсăртран мар. Çавăнпа та паян вĕсене пулăшма хăш-пĕр сĕнÿ парас тетĕп. Юнри сахăр шайне вăхăтра йĕркелесе тăма уйрăмах 7 тĕрлĕ çимĕç пулăшать. Вĕсем пирки кĕскен çапла пĕлтеретĕп:

  • шывпа пĕçернĕ сĕлĕ пăттине кунсерен пĕрер турилкке çини холестерин шайне чакарма пулăшать;
  • диабет чухне топинамбур уйрăмах усăллă. Хатĕрленĕ салата ăна чĕрĕлле хушма та е пахча çимĕçпе пĕрле пăшăхласа çиме те юрать;
  • апатланура пахча çимĕçпе пĕрле пăшăхланă е духовкăра пĕçернĕ треска пулă пулни аван;
  • кун каçа 250 миллилитр шăлан (шиповник) чейĕ ĕçни организмшăн питĕ усăллă: ăна валли каçхине термоса пĕр стакан вĕри шыв тата пĕр апат кашăкĕ шăлан çырли ярса хумалла;
  • чей çине е пахча çимĕç салатне 5 – 10 грамм авăртнă корица хушни те диабет чухне аван пулăшать;
  • купăстана пăшăхласа е чĕрĕлле çини чиртен пысăк усă кÿрет;
  • диабет чухне кунсерен 1 – 3 стакан симĕс чей ĕçни уйрăмах вырăнлă;
  • пĕчĕкшер порципе кунне 5 – 6 хут апатланни диабетпа чирлекеншĕн лайăх виçе шутланать.

Б. САМОЙЛОВ, терапевт.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4