Бокс турнирĕ иртет

Категория: Общество Опубликовано: 13.02.2026, 09:23 Просмотров: 78

Февралĕн 13 – 15-мĕшĕсенче «Сывлăх» спорт шкулĕнче воин-интернационалистсене халалланă турнир иртет. Боксерсем округ администрацийĕн пуçлăхĕн кубокĕшĕн ăмăртаççĕ.

Турнира хамăр спортсменсемсĕр пуçне Саратов, Самара, Ульяновск, Чулхула облаçĕсен тата Мари Эл, Тутарстан, Мордва Республикисен хастарĕсем те хутшăнаççĕ. 13-мĕш хут иртекен турнира официаллă йĕркепе февралĕн 14-мĕшĕнче 15 сехетре уçаççĕ. Бокс вăййине кăмăллакансене турнира пырса курма чĕнеççĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4