Епархи 80 ҫул тултарчӗ

Категория: Общество Опубликовано: 16.01.2026, 08:47 Просмотров: 92

Шупашкар-Чӑваш епархийӗ 80 ҫул тултарни – пирӗн республика историйӗнче пысӑк та пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Ҫак юбилейпа чиркӳпе прихут ҫыннисене чун-чӗререн хисеплесе саламлатӑп. Ҫапла пӗлтерчӗ Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев хӑйӗн телеграм-каналӗнче.

Патшалӑхпа Чиркӳ ҫынсене пулӑшассипе алла-аллӑн пыраҫҫӗ. Эпир социаллӑ ырлӑх тата пурлӑх йӗркеленӗвӗшӗн тӑрӑшатпӑр. Чиркӳ вара этем пурнӑҫне шалти тарӑн содержанипе тултарать, обществӑн мораль никӗсне ҫирӗплетет. Пирӗн халӑх историйӗ ҫакна ҫирӗплетет: чи йывӑр вӑхӑтсенче тӗн пире чун ҫирӗплӗхне, пӗрлӗхне упрама пулӑшнӑ. Эпир йывӑрлӑхсене ҫӗнтерсе тӑшмансене аркатса тӑкакан вӑй шӑпах вӑл пулнӑ. Паян эпир пӗтӗм ҫӗршывпа неонацизма – ҫынлӑхсӑр идеологие хирӗҫ тӑнӑ чухне Турӑ сӑмахӗ уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ илтӗнет. Салтаксемпе пӗрле унта, малти линире, волонтерсем, тухтӑрсемпе священниксем хӑйсен службине туса пыраҫҫӗ, пирӗн хӳтӗлевҫӗсен чун-чӗрине ҫирӗплетеҫҫӗ. Ҫак чаплӑ кун ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Эпир килӗштерсе ӗҫлени малашне те йӑла-йӗркесен ҫирӗп никӗсӗ ҫине таянасса шанатӑп. Турра ӗненнипе эпир, паллах, ҫӗнтеретпӗр!

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4