Контейнерсене çĕнетеççĕ

Категория: Общество Опубликовано: 03.10.2025, 11:20 Просмотров: 71

Ял-хуларан йăлари çÿпĕ-çапăна турттарассипе ĕçлекен «Ситиматик Чувашия» оператор хăйĕн укçи-тенкипе регион валли çĕнĕ йышши 572 евроконтейнер туяннă. Çак вăхăт тĕлне пĕрремĕш 100 контейнера Шупашкар хулине илсе çитернĕ.

Контейнерсем туянни компани халăха йăлари çÿпĕ-çапăна тирпейлес услугăна лайăхлатассипе, инфраструктурăна тапхăрăн модернизацилессипе çыхăннă. Регион операторĕн информацийĕ тăрăх, çитес вăхăтра çĕнĕ контейнерсене республика хулисенче, округсенче лартса парĕç, çĕмĕрĕлнĕ тата кивелнĕ контейнерсене çĕннисемпе улăштарĕç.

– «Экологи ырлăхĕ» наци проекчĕн федерацин «Экономика замкнутого цикла» проекчĕ шайĕнче Чăваш Енте çÿпĕ-çапă сортламалли комплекс турăмăр, вăл Канаш округĕнче. Хальхи вăхăтра ку ĕç Патăрьел тата Муркаш округĕсенче пырать. Çÿпĕ-çапă сортламалли комплекс туни экологи тăнăçлăхĕпе тивĕçтерме, экологие тата регион экономикине чылай вăхăт усă кÿме май парать», – пĕлтерет Чăваш Республикин Çут çанталăк министрĕ Эмир Бедертдинов.

Чăваш Республикин Çут çанталăк министерстви.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4