Тюльпан лартма вăхăт

Категория: Общество Опубликовано: 24.09.2026, 10:50 Просмотров: 28

Малтанхи сивĕсем çитнипе пĕрлех, таврара кĕрхи çанталăк хуçаланнине пăхмасăрах, кил-çурт çывăхĕнче е сад-пахчара йĕркеленĕ йăрансенче акса-лартса ÿстернĕ хĕрлĕ, сарă, кĕрен е кăвак чечексем кил хуçине е ун патне пырса çÿрекене хăйсен илемĕпе питех те савăнтараççĕ. Ку лайăх ĕнтĕ. Клумбăсем çитес çул та пахчана хăйсен илемĕпе тыткăнлаччăр тесен, хатĕрленÿ ĕçĕсене кил хуçин хальтерех пуçăнмалла. Эпĕ çапла тăватăп та. Ăна валли хамăн пахчара хатĕрленĕ йăрансем çине тюльпан суханне çанталăк условийĕсене кура авăн уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçăнса юпа уйăхĕн 5-мĕшĕчченхи тапхăрта лартма тăрăшатăп. Кунта, паллах, çанталăк епле тăнине те шута илме тивет. Манса ан кайăр, сивĕ çанталăк пуçăниччен тюльпан суханĕсен тымарланма ĕлкĕрмелле. Çакна валли сăлтавĕ те пур. Авăн уйăхĕ вĕçленнĕ тĕле 20 см тарăнăшĕнчи тăпра ăшши 7-9 градуса çывхарать те пĕр пек шайра 3-4 эрне тытăнса тăрать. Ку вара лартнă тюльпан пуçĕсене сăмсаланма (çип евĕрлĕ тымар яма) тата малалла аталанса сивĕ хĕле тĕрĕс-тĕкел каçма хатĕрленме май парать. Палăртса хăваратăп, тюльпан хĕвеллĕ, сивĕрен тата вăйлă çилтен хÿтĕ вырăна кăмăллать. Сулхăн вырăнта вăл, темĕн чухлĕ тăрăшсан та, çÿлелле тăсăлса ÿссе илемлĕхне çухатать. Суханĕ те вĕтелет. Тепĕр вăрттăнлăха уçатăп. Тюльпана илемлĕ ÿссе чечеке ларма тата малалла ăнăçлă аталанма тăпрари нÿрĕк те ытлашши кирлĕ мар. Çавăнпа та çĕр айĕнчи шыв 70 см е çывăхарах пулни уншăн меллĕ мар: сухан сиенленме пултарать. Маларах каланине шута илсе эпĕ хамăн практикăра тюльпан лартма, ытти ÿсен-тăран валли евĕрех, кĕркунне пулас йăрана маларах хатĕрлеме пуçлатăп. Ăна 30 см тарăнăш чавнă май кашни тăваткал метр пуçне 5 кг лайăх çĕрнĕ тислĕк, 40 г суперфосфат тата 300 г кĕл хыватăп. Лартас умĕн çулленех вĕтĕ тата шултра сухансене суйлатăп. Вĕсене марганцовка ирĕлчĕкĕнче (10 л шыв çине 3 г) 30 минут имçамлатăп. Ку вăл тĕрлĕ чир-чĕртен сыхланма, илеме ÿстерме пулăшать. Унтан сухансене ретсем хушшине 15-20 см, ретсенче пĕр-пĕринчен 15 см хăварса, 10 см тарăнăшне лартатăп. Ĕçе тирпейлĕ те асăрханса пурнăçлатăп, вĕсене кăпăшка тăпра çине пăркаламасăр, аялалла пусăрăнтарса лартатăп. Имçамлама усă курнă марганцовка ирĕлчĕкĕпе тюльпан лартнă лакăмсене шăваратăп, хыççăн тăпрапа тирпейлĕн хуплатăп.

Тюльпан лартнă чухне хамăн практикăран çак йĕркене тытса пыма сĕнетĕп. Малтан вĕтĕрех сухансене, хыççăн шултрисене лартни вырăнлăрах. Чи вĕттисене вара уйрăм йăран çине лартатăп та лайăх ÿссе çитĕниччен 2-3 çул иртмесĕр те кăлармастăп. Асра тытăр: хăш-пĕр çулсенче тюльпан суханĕсене шăшисем кăшласа пысăк сиен кÿреççĕ. Çавăнпа тюльпан суханĕсене шăшисем кăшласран хÿтĕлес тĕллевпе лартнă чух вĕсен айне кăшт хăйăр хуратăп. Çапла туни чечеке шăширен те, çурхи ытлашши нÿрĕкпе çĕрсе пăсăласран та хÿтĕлеме май парать. Çанталăк сивĕтнĕ май тăпра сийĕ шăнать. Кун пек вăхăтра тюльпан суханĕсене шăнса пăсăласран упрама чечек йăранне лайăх çĕрнĕ тислĕкпе е маларах хатĕрленĕ торфпа, пухнă йывăç çулçипе е янтăланă пăчкă кĕрпипе, курăкпа е улăмпа 10 - 15 см хулăнăш витетĕп. Çурхи ăшăсем çитсен чечек çулçисем тухас умĕн вĕсене вăхăтра пуçтарса илме манмалла мар çеç. Çак йĕркене пăхăнсан сирĕн пахчаран тюльпан илемĕ татăлмĕ.

Александр ША РИКОВ, пахчаçă. Тереç ялĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4