Кĕркунне тимлĕ пулма хистет

Категория: Общество Опубликовано: 24.09.2026, 10:45 Просмотров: 29

Авăн уйăхĕнчи кунĕсем – ял çыннишĕн хăйне евĕр кăткăс тапхăр. Хресченĕн паян вырмара та ĕçлемелле, кĕрхи культурăсем те акмалла. Кунпа пĕрлех кĕтÿре е касура çÿрекен ĕнесем тĕлĕшпе те тимлĕхе ÿстермелле. Шăпах çакна асра тытса эпир паян хамăрăн тĕпеле Муркаш муниципалитет округĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станцири выльăх тухтăрне Ирина НИКОЛА ЕВĂНА чĕнтĕмĕр.

– Ырă кун пултăр, Ирина Ивановна. Урамра кĕр кунĕсем тăни обществăлла секторти ĕнесем умне кÿпĕнес хăрушлăх кăларса тăратать. Çапла мар-и? Ку вăл сумалли ĕнесен кĕтĕвĕ çине те витĕм кÿрет тесе шутлатăп.

– Умри кĕр кунĕсемпе çыхăннă вăхăтлă ыйтăва хускатрăр. Ун пирки паян ĕне тытакан кашни хуçан шутламалла. Хирсем пушаннă май çĕр ĕçченĕ хăйне канлĕрех туйма пуçлать. Умри ĕçĕсене вăхăтра пурнăçлаканшăн – ку лайăх пулăм. Тĕрĕссипе çапла пулмалла та. Анчах канлĕх туйăмĕпе вăхăтлăха тимлĕхе çухатни кĕр мăнтăрĕпе кашниншĕнех хакла ларма пултарать. Сăмах кунта хирсем ирĕкленнипе тимлĕхе çухатнă кĕтÿçсем ĕнесене клевер-люцерна анисене кĕртсе çитерсе выльăхсене кÿпĕнтерни пирки пырать. Кун пек тĕслĕхсем хамăр округра çулленех пулнине шута илсе маларах асăрхаттарни ял çыннишĕн вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп.

– Муниципалитет округĕнчи пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче паян мăйракаллă шултра выльăх йышĕ, ĕнесен шучĕ еплерех? Вĕсем пурте улăх-çаранта çÿреççĕ-и е?..

– Кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн округри пĕрлешÿллĕ кооперативсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче пурĕ 6504 пуç мăйракаллă шултра выльăх шутланнă. Вăл шутран ĕнесем – 2804 пуç. Ĕнесен кĕтĕвне сыхласа хăварни малашлăхра ытларах тупăш илме ĕмĕтлентерет. Çавăнпа та ăнăçлă çу каçнипе савăнма ку таранччен ÿстернĕ выльăха тĕрĕс-тĕкел пăхса хĕле кĕртесчĕ. Вăрттăнлăх мар, кĕркунне ĕнесем кÿпĕнсе кайса вилни – час-часах пулакан тĕслĕх. Ку вăл пурне те шухăшлаттарать. Паян малаллахи сăмахăм çакăн çинчен пулнăран хаçат вулакансене асăннă инкекрен кĕр кунĕсенче уйрăмах асăрханма сĕнетĕп. Иртнĕ çулсенче те çак вăхăтра ĕнесем кÿпĕннĕ тĕслĕхсем округра пĕрре-иккĕ мар пулнăччĕ пулсан, кăçал та ялсенче кун пек тĕслĕхсем пур ĕнтĕ. Çакă малашлăха пăхакан çĕр ĕçченĕшĕн – курăмлă çухату.

– Кăçалхи çанталăк условийĕсем клевер-люцерна кайăвне çĕкленме лайăх мел туса пачĕç. Паян вăл çаранти касура-кĕтÿре çÿрекен ĕне выльăхшăн пысăк хăрушлăх пулса тăрать тесе шутламастăр-и? Мĕн сĕнме пултаратăр ĕне хуçисене?

– Ял хуçалăх производство кооперативĕсем ĕнесене улăх-çаранта çÿретмеççĕ пулин те, ял çыннисем вăл йĕркерен пăрăнман-ха. Çавăнпа та эсир каланине эпĕ хирĕçлеместĕп. Паян хирте, чăнах та, ытларах клевер-люцерна кайăвĕ ешерет. Çакна пĕлсе выльăх пăхаканăн асăрханулăха çÿллĕ шайра тытмалла. Ку вăхăтра фермăсенче те, килти хушма хуçалăхра та выльăх пăхакансен ĕнесене ирпе-каçпа типĕ утă-улăм çителĕклĕ пама тăрăшмалла. Кĕтÿçсен вара ĕне кĕтĕвне клевер-люцерна анисем çине ирхи сывлăмра та, çумăрлă çанталăкра та кĕртме юраманнине асрах тытмалла. Тăм ÿксессĕн вăл пусăсенче касупа çÿрессинчен пачах пăрăнни кĕтÿçсемшĕн тĕп çăмăллăх пулса тăрать. Çавăнпа пĕрлех ял çыннисен ĕнесене выльăх кăшманĕн çулçине те нумай пама тăхтамалла. Выльăхсене кĕркунне талăксерен 80 – 100 грамм тăвар пани усăллă пулнине асра тытăр.

– Пирĕн вулавçăсен пысăк пайĕ килти хушма хуçалăхра пĕр е ытларах ĕне тытать. Çавăнпа хамăр калаçура вĕсене кÿпĕннĕ ĕнене пирвайхи пулăшу парасси пирки кĕскен паллаштарни те вырăнлă пулĕ тесе шутлатăп.

– Кÿпĕннĕ ĕнене пирвайхи пулăшу пама пĕлни уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ăна пахалăхлă пурнăçлама кĕтÿ пăхакан çумĕнче обязательнăй йĕркепе сĕт кислоти, çунтарнă магнези, тимпанол, мăн хырăма шăтарса сывлăш кăлармалли трокар пулмалла. Çак хатĕрсене килти хушма хуçалăхра тытни те кирлĕ вăхăтра ял çыннишĕн меллĕ кăна пулĕ. Мĕн тумалла-ха ĕне кÿпĕнсен? Инкек тÿсекен выльăха малтанах 10 – 15 грамм сĕт кислоти, 160 – 200 грамм тимпанол, 20 грамм çунтарнă магнези памалла. Çунтарнă магнезипе сĕт кислотине çур литр шыва ярса ирĕлтермелле. Тимпанол – усă курма хатĕр препарат. Вĕсем пулмасан ĕнене 2 – 3 литр тин кăна сунă сĕт ĕçтермелле те кÿпĕннĕ хырăма сивĕ шыв ярса тăмалла. Кÿпĕннĕ ĕнене пирвайхи пулăшу панă вăхăтра объязательнăй йĕркепе выльăх тухтăрне чĕнмелле. Кунта çакна асăрхаттаратăп. Ял çынни хăйĕн ĕнине инкекрен страхлани пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи тĕслĕхсенче Росгосстрах хăйĕн патĕнче страхланнисене кашнинчех тăкаксене вăхăтра саплаштарчĕ. Хаçат вулаканăн кÿпĕннĕ ĕнене тивĕçлĕ пулăшу париччен ăна инкекрен асăрхама çăмăлрах пулнине манас марччĕ. Çакна кĕр кунĕсенче кашнийĕн асра тытмалла.

– Тавах, Ирина Ивановна, ăнлантаруллă калаçушăн. Кĕр кунĕсем лайăх иртчĕр!

Анатолий БЕЛОВ калаçнă.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4