Пирĕн ветерансем мала тухрĕç

Категория: Общество Опубликовано: 24.09.2026, 10:39 Просмотров: 21

Республикăра юлашки çулсенче «Ватăлмаççĕ чунпа ветерансем» спортпа культура фестивальне ирттересси ырă йăлана кĕчĕ. Кăçал пирĕн зонăри спортăн çак уçă 2-мĕш фестивалĕ нумаях пулмасть Сĕнтĕрвăрринче иртнĕ. Унта хутшăнассинчен пирĕн округри пенсионерсем те айккинче юлмарĕç. Юлмарĕç çеç мар, киле çĕнтерÿпе таврăнма та вăй çитерчĕç: хĕрÿ кĕрешÿре вĕсем кил хуçисене – сĕнтĕрвăррисене – иккĕмĕш вырăна хăварчĕç. Виççĕмĕш вырăнта – Етĕрне округĕнчи пенсионерсен туслă команди.

Муркашсен çак ÿсĕмне спорт ăнăçăвĕ тесе çеç йышăнмалла мар. Ку çĕнтерÿ муниципалитет округĕнче «Çемье» наци проекчĕ практикăра епле пурнăçланса пынине те çирĕплетет. Фестивале çичĕ муниципалитет округĕнчен 140 ытла участник пырса çитнĕ. Вĕсем хушшинче муркашсемсĕр пуçне Етĕрне, Красноармейски, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Вăрмар тата Сĕнтĕрвăрри командисем. Туслă кĕрешÿ çулсем иртни никамшăн та пысăк чару пулманнине çирĕплетрĕ. Спорт фестивальне тухнă пенсионерсем спорт ăмăртăвĕн кашни тĕсĕнчех вĕçне çитиччен кашни çеккунтшăн кĕрешрĕç. Курма пынисем те вĕсен ăнăçăвĕшĕн «çунсах» тăчĕç. Çапла вара тивĕçлĕ канăва тухсан та диван çине вырнаçса ларассинчен катара тăракан ветерансем эстафетăра, пăшалтан тĕл перессинче тата дартсра, шашкăлла выляссинче, бассейнра ишессинче хĕрÿ кĕрешÿ ирттерчĕç. Ăмăртăва йĕркелесе пыракансемпе судьясем кашни старта тата вăйăна тĕплĕ хак пама тăрăшрĕç. Спорт мероприятийĕсене тивĕçлĕ шайра йĕркеленине кура пенсионерсем спортăн кашни тĕсĕнчех хăйсене ырă енчен кăтартрĕç. Çапах спортра пĕр çĕнтерÿçĕ пулать. Ытти çулта тăтăшах призлă вырăнсенче пулнă муркашсем кăçал спортăн кашни тĕсĕнчех хăйсем ăнăçлăрах, вăйлăрах пулнине çирĕплетсе пычĕç. Çакă ахаль иртмерĕ: зонăри «Ватăлмаççĕ чунпа ветерансем» спортпа культура фестивалĕнче кăçал муркашсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Çакна валли пирĕн округăн пĕрлештернĕ командинчи кашни пенсионер пысăк тÿпе хыврĕ. Вĕсем паян кашниех ырă ята тивĕçлĕ. Уйрăммăн илсен 8 çын 50-шар метр чупса ăмăртакан эстафетăра Муркашсен команди дистанцие пĕрремĕш вĕçлерĕ. Çавăн пекех хăйсен дистанцийĕсенче Ираида Димитриева 2-мĕш вырăн, Константин Васильев 3-мĕш вырăна тухрĕç. Пăшалтан тĕл перессипе хĕрарăмсем хушшинче Мăн Сĕнтĕрти Василиса Яргейкина 2-мĕш вырăнпа савăнтарчĕ. Дартс вăййинче 3-мĕш вырăн йышăннă Раиса Якимовăпа арçынсем хушшинче Михаил Романов та ырăпа палăрчĕç. Шашкăлла выляса хĕрарăмсем хушшинче Муркашри Анфиса Анисимова 1-мĕш вырăна тухрĕ тата Мăн Сĕнтĕрти Виталий Егоров та арçынсем хушшинче малтисен ретĕнче пулчĕ. Вĕсем пирĕн команда валли питех те кирлĕ очкосем турĕç. Бассейнра 25 метра ишнĕ çĕрте Муркашри Любовь Плечовăпа Йÿçкассинчи Болеслав Васильев 1-мĕш вырăнсене йышăнчĕç. Пĕтĕмлетсе каласан, пирĕн округри пенсионерсен команди çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ, кубока тивĕçрĕ. Ăмăртăва пĕтĕмлетсе çапла калама пулать: пирĕн ентешсем пенсире пулнине пăхмасăрах спортăн тĕрлĕ тĕсĕнче ытти ветерансемшĕн те, çамрăксемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Яланах ырăпа палăракан пенсионерсем паян хăйсен пуçарулăхĕпе спортра çеç мар, культурăра та çамрăксене хавхалантарассипе пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнаççĕ. Пенсионерсен зонăри спортăн 2-мĕш уçă фестивалĕнче пирĕн округри «Муркаш» халăх ансамблĕ те хăйне ырă енчен кăтартрĕ. Савăк юрри-ташшипе вăл куракансене тыткăнланипе пĕрлех хамăр пенсионер спортсменсемшĕн те пысăк тĕкĕ пулчĕ. Çак спорт уявне пирĕн командăна округри пенсионерсен уйрăмне ертсе пыракан Петр Скворцов хăй пуçарнă ку ăмăртăвăн малашлăхĕ пысăк пулассине палăртса хăварчĕ.

Анатолий БЕЛОВ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4