Килте тăпăрчă хатĕрлесси

Категория: Общество Опубликовано: 24.09.2026, 10:20 Просмотров: 35

Сывă та тĕрĕс пурнăç йĕрки суйлакансенчен нумайăшĕ паян промышленность производстви хатĕрленĕ продуктсемпе усă курмасть. Вĕсем хăйсен аслашшĕ-асламăшĕ хатĕрленĕ пек çимĕçе малти вырăна кăлараççĕ. Çакăн пек çимĕç хушшинче тăпăрчă та пур. Ăна сĕте йÿçĕтсе хатĕрлеççĕ. Ĕлĕкрех тăпăрчăна сырăн пĕр тĕсĕ тесе шутланă.

Тăпăрчăра В, РР, Р, Е, А ушкăнсенчи витаминсем, фоли кислоти, холин, В4 витамин, лецитин пур. Кусемсĕр пуçне асăннă продукт кальципе, фосфорпа, калипе, магнипе, натрипе, тимĕрпе, пăхăрпа, цинкпа, фторпа пуян. Промышленность мелĕпе хатĕрленĕ тăпăрчăра çак усăллă япаласем палăрмаллах сахал. Çав вăхăтрах çынна талăкра кирлĕ чухлĕ белокпа кальци валли 9 апат кашăкĕ чухлĕ тăпăрчă çителĕклĕ шутланать. Мĕн кирлĕ-ха килти условире тăпăрчă хатĕрлеме? Малтанах сĕт, лимон кислоти е лимон, хăйма, марля тата сĕрмелли савăт. Пĕр литр сĕт валли 2 чей кашăкĕ лимон сокĕ е çур кашăк лимон кислоти пулсан та çитет. Сĕте пысăк кастрюле ямалла та ăна уçă çулăм çине лартмалла. 90-93 градуса çитиччен вĕрилентермелле. Хыççăн унта темиçе тапхăрпа пĕчĕккĕн лимон кислотине е сокне хушмалла. Çакăн хыççăн ăна пĕр пек тăпăрчăланиччен пăтратса тăмалла. Хатĕр массăна марля сарнă дуршлага ямалла. Марльăна çыхсан ун çине пусăрăнтарма шыв тултарнă кастрюль лартмалла та 2-3 сехете сăрхăнма хăвармалла. Тăпăрчăна йÿçĕтме тесе йогурт е ятарлă закваска хушни ытлашши пулмасть.

Тăпăрчи тутлă пултăр!

Олеся АНДРЕЕВА, санитарипе гигиена лабораторийĕн химик-эксперчĕ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4