Пан улмиллĕ пулас тесен

Категория: Общество Опубликовано: 24.09.2026, 10:18 Просмотров: 33

Ялта сад-пахчасăр хушма хуçалăх çук. Çакă çулталăкăн кирек хăш вăхăтĕнче те пахчаçă умне пысăк пĕлтерĕшлĕ ыйтусем кăларса тăратать. Çапла вара умри кĕр кунĕсем те сад- пахча малашлăхĕпе çыхăнса тăнине ăнланас пулать. Кĕркунне килти хушма хуçалăхри садра кая юлмасăр пурнăçламалли ĕçсен шутне улмуççисене вăхăтра апатлантарса хăварасси кĕрет. Ку ĕçсене пахчаçăн авăн уйăхĕн вĕçĕнче пурнăçлама тăрăшмалла. Мĕнпе апатлантармалла-ха улмуççисене? Çак ыйту паян малашлăхпа пурăнакан нумай пахчаçăна канăç памасть.

Улмуççисене апатлантарнине 19-мĕш ĕмĕртех нимĕç ăсчахĕ Юстус фон Либих таврăнăш саккунĕпе ăнлантарса панă. Ăна кĕскен çапла ăнлантарма пулать. Пан улми ăнăçлă туса илме улмуççи тăпраран мĕн чухлĕ апат илнĕ – ăна пĕтĕмпех каялла тавăрса памалла. Мĕншĕн тесен улмуççи çĕр пулăхлăхĕпе усă курни кашниншĕнех паллă. Улмуççисене кĕркунне апатлантарнин тĕллевĕсем виççĕ. Пĕрремĕшĕ – улма туса илме усă курнă апат элеменчĕсене садра вăхăтра саплаштарасси. Иккĕмĕшĕ – çимĕç парса хавшанă улмуççине пулас тухăç валли вăй парасси. Виççĕмĕшĕ – кĕркуннехи апатлантару улмуççисене хĕл сиввисене ăнăçлăрах хатĕрленме тата лайăхрах хĕл каçма пулăшасси. Пан улми йывăççисене апатлантарма эпĕ минерал тата органика удобренийĕсемпе усă куратăп. Çак тĕллевпе ÿссе çитнĕ кашни улмуççи айне кĕркунне 500 грамм суперфосфат тата кали сульфачĕ, çамрăк улмуççисем айне вĕсене 100-шер грамм хуратăп. Асăннă удобренисене шывра ирĕлтерсе яратăп. Çакăн хыççăн улмуççи таврашĕнчи çĕре тислĕк хурса кăпкалататăп. Улмуççине çакăн пек апатлантарни ăна хĕл каçма лайăх хатĕрленме тата çитес çул çимĕç парассине ÿстерме пулăшать. Кĕркунне фосфорпа кали виçине çителĕклĕ илнĕ улмуççисем лайăх хĕл каçаççĕ тата çитес çул пулма пултаракан шăрăха та вĕсем тÿсĕмлĕрех пулаççĕ. Груша е улмуççи айне тислĕк хывнă чух çакна пăхăнмалла. 9 çултан аслăрах йывăçсем тавра ăна 50 килограма яхăн, çамрăкраххисем тавра 40 килограмм хурса 15 – 20 сантиметр таврăнăш пусмалла. Çакăн хыççăн пахчаçăн йывăçсене çителĕклĕ шăварни вырăнлă пулнине асра тытмалла. Шăварма шăпах маларах асăннă суперфосфатпа кали сульфат растворĕпе усă курни вырăнлă пулать. 10 литр шывра 300 грамм суперфосфат тата 200 грамм кали сульфатне ирĕлтермелле. Ăна 4 витре чухлĕ туса улмуççипе грушăна шăвармалла.

А. СЕМЕНОВ, агроном.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4