Ҫӗнӗ профессие вӗренеҫҫӗ

Категория: Общество Опубликовано: 23.07.2026, 09:15 Просмотров: 335

«Кадрсем» нацпроект Чӑваш Енре пурӑнакансене ҫӗнӗ професси тӳлевсӗр илме пулӑшать.

Республикӑн Ӗҫлев министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулталӑк пуҫланнӑранпа регионта пурӑнакан 479 ҫын тӳлевсӗр майпа ҫӗнӗ профессие вӗренет. Вӗсенчен 112-шӗ вӗренсе пӗтернӗ ӗнтӗ, ҫӗнӗ специальноҫсем илнӗ. Республикӑра пурӑнакансем суйлакан профессисем – ЧПУ станокӗсен операторӗсем, радиоэлектронлӑ аппаратура монтажникӗсем тата автоматла тата ҫурма автоматла линисен специалисчӗсем. Раҫҫейӗпе 213 профессие 4,1 пин ытла вӗренӳ программипе вӗрентеҫҫӗ. Вӗсенчен 27-шне ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем валли резерва хунӑ. Вӗренме кайма «Раҫҫей ӗҫӗ» порталта заявка пама пулать.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4