Чӑваш Республикинчи Суйлав комиссийӗсен кунӗ ячӗпе суйлав йӗркелӳҫисене, суйлав тытӑмӗн ветеранӗсене, сӑнавҫӑсене, массӑллӑ информаци хатӗрӗсен представителӗсене тата суйлав тытӑмӗн нумай-нумай тусӗсене саламлатӑп. Паян пур шайри суйлав комиссийӗсен йышне сакӑр пин ытла ҫын кӗрет, вӗсене яваплӑх, профессионализм тата хӑйсен ӗҫне парӑнни пӗрлештерет. Сире, хаклӑ ӗҫтешсем, тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленӗшӗн тата суйлав процесӗн саккунлӑхне, уҫҫӑнлӑхне тивӗҫтерес ӗҫе тӳпе хывнӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Сирӗн профессионализм тата ӗҫ ҫине яваплӑ пӑхни граждансем суйлава шаннине ҫирӗплетет.
Ҫирӗп сывлӑх, пархатар, ырлӑх сунатӑп!
Чӑваш Республикин Суйлав комиссийӗн председателӗ Геннадий Федоров.
Сентябрь 2026 |
