Июлĕн 8-мĕшĕнче Муркашри Тури чăвашсен музейĕн картишĕнче ирех савăнăçлă сăн-питлĕ ача-пăчапа ашшĕ-амăшĕ пухăнчĕ. Кунта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Чăваш Енти савăнăçлă çу кунĕсем» проекчĕ шайĕнче Çемье, юрату тата шанчăклăх кунне халалланă «Муркаш енчи сăпка юррисем» муниципалитет проекчĕн тăваттăмĕш фестивалĕ иртрĕ. Йăлтах килти ăшă лару-тăру евĕр пулчĕ, çемье арчи, сăн ÿкерчĕксем, анне-асаннесем пĕçернĕ евĕр çимĕç, юрă-кĕвĕ тата ытти те. Кашни çемьен – хăйĕн пĕчĕк кĕтесĕ. Вăйă вырăнĕсем хатĕрленĕ, йывăç сулхăнĕ те пухăннисемшĕн меллĕ пулчĕ, çемьесем ал ĕç ăсталăхне те вĕрентрĕç.
Çемье фестивальне хутшăнакансене уяв ячĕпе Муркаш муниципалитет округ администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Иванов саламларĕ. Чăваш Республикин вĕренÿ министрĕн çумĕ Александр Кириллов ăшă сăмахсем каларĕ. Уява пĕтĕм Раççейри «Ачалăх навигаторĕсем» проектăн тĕп эксперчĕ, регионти координаторĕ Наталья Иванова килсе çитрĕ. «Муркаш çĕрĕ йăла-йĕркене упрассипе яланах пултаруллă. Кунта туслă та тăрăшуллă çынсем пурăнаççĕ», – терĕ вăл. Ăшă сăмахсем çумне вĕренÿ пайĕн ертÿçи Зоя Дипломатова тата культура пайĕн ертÿçи, хĕрарăмсен пĕрлĕхĕн Муркашри уйрăмĕн ертÿçи Любовь Рыжкова хутшăнчĕç, саламласа ăнăçу сунчĕç. «Ачалăх навигаторĕсем» проектăн муниципалитетри координаторĕ Алевтина Рожкова каланă тăрăх, çемье фестивалĕ çемье йăли-йĕркине упрама, ăруран ăрăва куçарма, çемье хаклăхне ÿстерме май парать. Уявра никама та кичем пулмарĕ, пĕр çемьери пек хаваслă та кăмăллă иртрĕ. Кунта чăваш, тутар тата ытти халăх тумне тăхăннă çынсем пухăнчĕç, пĕчĕк ачасем те наци тумĕпе. Мероприятие Халăх туслăхĕн çулталăкне халалланă. Çакă юрă-кĕвĕрен, апат-çимĕçрен, тумран лайăх курăнчĕ. Активлă çемьесене, тĕрлĕ ĕçре пултарулăхпа палăрнисене диплом парса чысларĕç. Ача-пăча библиотекин ĕçченĕсем кĕнекесемпе паллашма май туса пачĕç. Пĕчĕк ачасем ашшĕ-амăшĕ ăсталанă илемлĕ коляскăсемпе çула тухрĕç, парад ирттерчĕç. Фестиваль çÿллĕ шайра пулни, йĕркелÿçисем тăрăшни лайăх курăнчĕ. Уяв кашни çынна пĕр самантлăха ачалăхра пулма, кил ăшшине туйма май пачĕ.
Çак фестивале сăн ÿкерчĕкре куракан Атапай ялĕнчи Дарья Мухарова тата унăн ачисем хутшăнчĕç. «ЭпĕОринин садикĕнче поварта виççĕмĕш çул ĕçлетĕп. Çемьере виçĕ ача. Упăшка Илья Геннадьевич Шупашкар хулине ĕçлеме çÿрет, водитель. Çемьепе аякках тухса çÿрейместпĕр, çавăн пек мероприятисене хутшăнма тăрăшатпăр. Акă хамăра çапла тухса çÿреме чăваш тумĕ пур пирĕн, илемлĕ тум çĕлеттертĕмĕр. Мана та, ачасене те фестиваль питĕ килĕшрĕ, хаваслă тата усăллă иртрĕ», – терĕ виçĕ ача амăшĕ.
Роза МАКАРОВА.
Сентябрь 2026 |
