Пултаруллисене чысларăмăр

Категория: Общество Опубликовано: 16.07.2026, 10:10 Просмотров: 528

Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче Муркашри ача-пăча библиотекинче «Йăлтах çемьерен пуçланать» конкурспа вăйă программи иртрĕ. Çак ĕç «Арча – çемье хаклăхĕн управçи» проект тата «Чăваш Енти савăнăçлă çу кунĕсем» проект шайĕнче пулчĕ. Уяв программи пурне те йăла-йĕрке тата ăшă кăмăл-туйăм тĕнчине илсе çитерчĕ.

Тĕл пулăва Муркашри Культура çурчĕ çумĕнчи «Ювента» ача-пăча ансамблĕ уçрĕ. Михаил атте уяв пирки калани те пуриншĕн те питĕ кăсăклă пулчĕ. «Çирĕп çемье – харпăр хăйĕн телей никĕсĕ кăна мар, пĕтĕм обществăн ăнăçлăхĕ те. Сирĕн çемьесенче яланах килĕшÿпе ăнлану пултăр», – терĕ вăл. Уява пухăннисем «Муркаш» фольклор ансамблĕ хатĕрленĕ видеоролика курнă май чăваш туйне çитме, чăваш йăли-йĕркипе паллашма пултарчĕç. Уяв программи анлă пулчĕ. Вăйă вăхăтĕнче вара кашни çемье хăйĕн çаврăнăçулăхне кăтартрĕ. Пурте пĕрле чăваш халăх сăмахлăхне, вăййи-каларăшне аса илтĕмĕр. Тĕл пулăва çемье телейĕн вăрттăнлăхне уçса парассипе вĕçлерĕмĕр. Калаçу ăшă кăмăлпа иртрĕ. Уяв программин савăнăçлă саманчĕ муниципалитет шайĕнчи «Счастье в каждом доме» сăн ÿкерчĕксен конкурсĕн çĕнтерÿçисене чыслани пулчĕ. Тĕп библиотека системин ертÿçи Татьяна Васильева пултаруллă та активлă çемьесене диплом парса чысларĕ, конкурса хутшăннăшăн тав турĕ. Эпир çак уява килнĕ кашни çемьене тав тăватпăр, малашне те пĕрле ĕçлессе шанатпăр.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4