Павел Вязов меценат пуҫарнипе часавай ҫӗкленчӗ

Категория: Общество Опубликовано: 16.07.2026, 10:08 Просмотров: 556

Иртнӗ эрнере Ҫеменкасси ялӗнчи масар территорийӗнче пӗрремӗш аслӑ ҫветтуй апостолсем Петрпа Павел ячӗпе чаплӑ лару-тӑрура часавай уҫрӗҫ. Хӑнасем, таврари ял халӑхӗ нумаййӑн пуҫтарӑнчӗ.

Часавай тӑвас ӗҫе пуҫарса яраканӗ – Павел Вязов – Муркаш округӗн депутатсен Пухӑвӗн депутачӗ, «ПСК «ВЯЗПА» ООО генеральнӑй директорӗ, Муркаш округӗн Хисеплӗ гражданинӗ. Вӑл тӑрӑшнипе тата укҫа-тенкӗ хывнипе часавай ҫуртне икӗ ҫулта хӑпартса лартрӗҫ. Хӑйсен тӳпине Сентимӗр, Атапай, Ҫеменкасси, Пиккикасси, Пӑсӑрман, Вӑрманкасси тата Патаккасси ялӗсенче пурӑнакансем те хыврӗҫ: часавай тунӑ ҫӗрте ӗҫлерӗҫ, масара тирпей-илем кӗртме хутшӑнчӗҫ; ҫӑва патне ҫул тунӑ чухне тӑрӑшрӗҫ, йывӑҫ-тӗм касса тирпейлерӗҫ. Павел Вязов строительствӑна хутшӑннисене пурне те тав турӗ: «Ҫак ӗҫе вӑй кӑна мар, хӑйсен чунне хывнисене те пысӑк тав сӑмахӗ калатӑп». Вӑл хӑйӗн ҫемйине те хӑйӗн шухӑшне ырланӑшӑн тата пулӑшса пынӑшӑн тав турӗ. Павел Николаевич ӗҫсем малалла пынине каласа пачӗ: тротуар плитки вырнаҫтараҫҫӗ, парковка тӑваҫҫӗ, территори тавра карта тытаҫҫӗ. Часавая Оринин ялӗн храмӗн настоятелӗ Иннокентий (Орлов) атте сӑвапларӗ. Вӑл ял ҫыннисене ҫветтуй шывпа сапрӗ, чуна витермелле ӑс пачӗ: «Православи тӗнӗ ҫынсене пӗрлештерет. Ҫак часавая килекенсене пурне те унта канлӗх, хӑтлӑх тата кӗл тума май тупма сунатӑп». Муркаш округӗн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ Александр Давыдов округӑн ӑс-хакӑл пурнӑҫӗшӗн часавай уҫни пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртрӗ. Вӑл Павел Вязова тӑван тӑрӑхшӑн тӑвакан ырӑ ӗҫӗсемшӗн чунтан тав турӗ. Орининти Ҫветтуй Троица храмӗн Вырсарни шкулӗнче вӗренекенсем уява сӑвӑсемпе ӑс-хакӑл юррисене шӑрантарса илемлетрӗҫ, пухӑннисене чӑтӑмлӑха, ӗненӗве, юратӑва чӗнчӗҫ. Ял ҫыннисем Павел Николаевич Вязова часавай тунӑшӑн алӑ ҫупсах тав турӗҫ. Официаллӑ пай хыҫҫӑн кӑмӑл тӑвакансем пурте часавая иртме, ҫуртасем лартма пултарчӗҫ. Унтан пурте уяв сӗтелӗ хушшинче кучченеҫпе сӑйланчӗҫ. Строительство пуҫаруҫи ячӗпе кунта нумай ырӑ сӑмах янӑрарӗ.

Добавить комментарий

Защитный код
Обновить

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4